Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Аван сăмах пирĕн базăра пур.
Аван (тĕпĕ: аван) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Часах Вӑта Тӑван пӗр тирпейлӗ ҫурт умӗнче аван кӑна тумланнӑ ҫынна, анчах темшӗн калама ҫук кулянса лараканскере тӗл пулнӑ.

И скоро Средний Брат увидел в окне уютного домика чисто одетого человека с очень печальным лицом.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Аван йекӗт!

Хороший парень!

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Халь вӑл манпа ӗлӗкхи пекех аван.

Он был по-прежнему ласков со мной.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Пурте аван!

Все хорошо!

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫапла, аван ӗнтӗ.

Да, хорошо.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Темӗнле мӑнтӑрккаскер, тӑрӑшсах ҫаврака йӗр туса ҫӳрекен арҫын чӑтаймасӑр: — Аван! — тесе кӑшкӑрса ячӗ.

что какой-то толстяк, старательно выписывавший круги, даже крякнул и крикнул ей: — Хорошо!

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эп сана калап вӗт-ха аван мар тесе.

Я тебе говорю — неудобно.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ҫук, аван мар.

— Нет, неудобно.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Аван мар.

— Неудобно.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Куртӑр-и, эпир унпа мӗнле аван картина турӑмӑр!

— Видите, какую мы с ней картину соорудили.

13 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Пӗшкӗнсе ҫунӑ чух урасем витӗр пӑхма та аван: пӳлӗм пуҫ хӗрлӗ тӑнӑ пек, хам мачча ҫийӗпе ним шиксӗр упаленсе пынӑ пек туйӑнать.

Иногда я любила глядеть назад, себе под ноги, — комната переворачивалась, и я воображала, что бесстрашно карабкаюсь по потолку.

13 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Вӗренессе — ӗлӗкхинчен пайтах аван ӗлкӗрсе пыратӑп.

Только учиться стала я немного лучше.

12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Симочка, ой, ытла та аван вылятӑн эс тусӑм! — пӑшӑлтатса калать мана Людмила.

— Симочка, ой, до чего же ты, милочка, хорошо сыграла! — шепчет мне Людмила.

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Темӗнле, хам ҫине пӑхма та аван мар.

Мне было просто противно глядеть на себя.

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Кун хыҫҫӑн ӑна каллех аван мар пулчӗ пулас, ҫухине шатӑртаттарса туртса, ярханах ячӗ.

Потом ему, должно быть, стало опять плохо, он дернул ворот, распахнул рубашку.

7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Расщепей юлташ, — ҫаплах ҫыпӑҫать гренадер, — питӗ те аван мар-ҫке капла!

— Товарищ Расщепей, — не унимался гренадер, — ведь это же просто получается довольно обидно!

7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Аван каҫсенче кунтах, хам ҫирех, ҫӑлтӑр ҫителӗклӗ.

В хорошую ночь и надо мной тут звезд достаточно.

6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ун ҫине: «Хӗр ача сутаҫҫӗ, куафюр тума пӗлет, французла калаҫать, сасси аван, сцена ҫинче ӑста вылять, ҫавӑнпа та кун ҫинчен театра юратакан ҫынсене уйрӑм пӗлтеретпӗр, унтан тата улпутсене пӑхас, апат-ҫимӗҫ хатӗрлес ӗҫре те юрӑхлӑ. Хакӗ — килӗшнӗ тӑрӑх…» — тесе ҫырнӑ.

Там было написано: «Продается горничная девка, обученная куафюру, знает по-французски, с хорошим голосом и может искусно играть роли на театре, о чем и уведомляются любители оного, а потом годится убирать господ и приготовлять хорошее кушанье. О цене справиться…»

6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Акӑ хӑвӑрах ҫитрӗр иккен, юрать, аван, — терӗ.

— Ну, это, пожалуй, хорошо, что вы сами явились.

6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Сирӗн пирки эпир ним тума та пӗлмерӗмӗр — те чӗнтерсен аван, те чӗнтермесен, тесе тӑтӑмӑр.

— А мы уже, собственно, не знали, посылать за вами или нет, — сказал он мне.

6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех