Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗтмен (тĕпĕ: кӗт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ вӑл мӗнле сӑлтавпа кӗтмен ҫӗртен тухса кайма шутланине чухласа илетӗп пулас.

Я, кажется, могу догадаться, какая собственно причина этого внезапного отъезда.

XVII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Мӗн шутласа кӑлартӑр эсир кӗтмен ҫӗртен?

Что за внезапное решение!

XVII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Мӗнле кӗтмен ҫӗртен калаҫма тапратрӗ вӑл паян садра!

Как неожиданно он сегодня заговорил со мною в саду!

XVI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Кӗтмен ҫӗртен кам та пулин сӑмах хушсан, вӑл яланах тӑван чӗлхипе калаҫать.

Взятая врасплох, она всегда выражалась на родном языке.

XII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

— Мӗн тӑватпӑр-ха эпир паян, э? — калаҫма пуҫларӗ Шубин, кӗтмен ҫӗртенех лутра пукан ҫине лашт ларса, сарса тытнӑ чӗркуҫҫисем ҫине икӗ аллипе те таянса.

— Что же мы делаем сегодня, а? — заговорил Шубин, внезапно садясь на низенький стул и опираясь обеими руками на широко расставленные колени.

XI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Андрюша вӗренме тытӑннӑ, анчах ашшӗ ӑна унта та куҫран вӗҫертмен; вӑл, яланах пансиона ҫӳресе, унӑн хуҫине хӑйӗн канашӗсемпе тата сӑмахӗсемпе йӑлӑхтарса, ҫитернӗ; кӗтмен хӑна надзирательсене те чӑрмав кӳнӗ: вӑл, вӗсем каланӑ тӑрӑх, пӗрмаях ачасене пӑхса ҫитӗнтересси ҫинчен ҫырнӑ темле ӑслӑ кӗнекесем пыра-пыра панӑ.

Андрюша стал учиться, но из-под родительского присмотра не вышел: отец навещал его беспрестанно, надоедая содержателю своими наставлениями и беседами; надзиратели также тяготились незваным гостем: он то и дело приносил им какие-то, по их словам, премудреные книги о воспитании.

X // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Шӑпах ҫавӑн пек, пӗр-пӗринпе лайӑхах паллашса ҫитеймен икӗ господин, Невски урамӗнче тӗл пулсан, кӗтмен ҫӗртен пӗр-пӗрин умӗнче шӑл йӗреҫҫӗ, виҫесӗр шапӑлтатса пит-куҫне пӗркелентереҫҫӗ, вара ҫавӑнтах, пӗри тепринчен пӑрӑнса кайсан, унчченхи пекех, нимпе те интересленмен пек пулаҫҫӗ, е пуринчен те ытларах, чирленӗ чухнехи пек кичем пулса тӑраҫҫӗ.

Так два малознакомых господина, встретившись на Невском, внезапно оскалят друг перед другом зубы, приторно съежат глаза, нос и щеки и тотчас же, миновав друг друга, принимают прежнее, равнодушное или угрюмое, большею частию геморроидальное выражение.

IX // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Кайран вӑл лӑпланнӑ, хӑйӗнчен хӑй кулса та илнӗ, кун хыҫҫӑн кун ӗҫсӗр ирттернӗ, анчах кӗтмен ҫӗртен темле вӑйлӑскер, ятсӑрскер, хӑй парӑнтарайман япала унӑн ӑшчиккинче, тула тапса тухасшӑн пулса, вӗреме пуҫланӑ.

Потом она утихала, даже смеялась над собой, беспечно проводила день за днем, но внезапно что-то сильное, безымянное, с чем она совладеть не умела, так и закипало в ней, так и просилось вырваться наружу.

VI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

— Эпӗ паян питӗ айванла хӑтлантӑм, тӗрӗс вӗт? — кӗтмен ҫӗртен ыйтрӗ Шубин.

— Не правда ли, я был очень глуп сегодня? — спросил внезапно Шубин.

V // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Мур илесшӗ! — терӗ Шубин кӗтмен ҫӗртен килсе тухнӑ туйӑмпа.

Чёрт возьми! — продолжал Шубин с внезапным порывом.

I // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

— Асӑрханӑ-и эсӗ, — кӗтмен ҫӗртен калаҫма пуҫларӗ Берсенев, аллисене сулкаласа: — мӗнле асамлӑ туйӑм хускатать ҫутҫанталӑк пирӗн чӗресенче?

— Заметил ли ты, — начал, вдруг Берсенев, помогая своей речи движениями рук, — какое странное чувство возбуждает в нас природа?

I // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Палатӑна вӑл кӗтмен ҫӗртен ҫитсе кӗчӗ.

Она вошла в палату неожиданно.

1946-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Пурнӑҫ вӑл хӑш чух пачах кӗтмен тӗлпулусем туса парать.

Жизнь готовит подчас самые странные встречи.

1946-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ҫапӑҫусем кӗтмен ҫӗртен пуҫланса, кӗтмен ҫӗртенех путлана-путлана ларчӗҫ.

Бои возникали невзначай и невзначай кончались.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Вилӗм вӑл яланах кӗтмен ҫӗртен ҫитет.

Смерть всегда преждевременна.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ну, саламлатӑп! — кӗтмен ҫӗртен виҫӗ хутчен чуптурӗ мана Буньков.

Ну, поздравляю! — Буньков неожиданно трижды расцеловал меня.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Сӑмах май калас-тӑк, кунта эп пухура калаҫу пуҫласа яма хӗтӗртнӗ «пуҫламӑш сӑлтава» кӗтмен ҫӗртен тӗл пултӑм.

Кстати, совершенно невзначай я познакомился тут с «первопричиной» этого выступления.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Пирӗн йыша ҫӗнетме кӗтмен ҫӗртен ҫӗнӗ офицерсемпе салтаксем ярса пачӗҫ.

Неожиданно нам прислали пополнение: нескольких офицеров и солдат.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

— Эсир, лейтенант юлташ, вӑрҫӑ хыҫҫӑн каллех шкула таврӑнатӑр-и е ҫартах юлатӑр? — кӗтмен ҫӗртен нимле мар персе ятӑм эпӗ!

— А вы, товарищ лейтенант, после войны опять в школу вернетесь или в армии останетесь? — ни к селу ни к городу спросил я комвзвода.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ҫак самантра вара пачах кӗтмен инкек сиксе тухрӗ — офицер тӳрех Макакӑна тӗллесе печӗ те хӑй ҫавӑнтах: — Лауфен, эзель! — тесе кӑшкӑрса ячӗ.

И тут случилось неожиданное — офицер в упор выстрелил в Макаку, крикнул по-немецки: — Лауфен, эзель!

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех