Шырав
Шырав ĕçĕ:
3. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: тӳрӗ сут тӑвӑр, тӳррине тӑвӑр, ҫаратнӑ ҫынна хӗсӗрлевҫӗ аллинчен хӑтарӑр, ютран килнине, тӑлӑха, тӑлӑх арӑма ан кӳрентерӗр, ан хӗсӗрлӗр, ҫак вырӑнта айӑпсӑр юн ан тӑкӑр.
Иер 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Хӑвӑр ҫулӑрсене, хӑвӑр ӗҫӗрсене тӳрлетмеллипех тӳрлетсессӗн, кирек камшӑн та сута тӳрӗ туса пырсассӑн, 6. ют ҫӗр ҫыннисене, тӑлӑх ачасене, тӑлӑх арӑмсене хӗсӗрлемесессӗн, ҫак вырӑнта айӑпсӑр юн тӑкмасассӑн, хӑвӑра инкек туса урӑх турӑсем хыҫҫӑн каймасассӑн, 7. Эпӗ сире ҫак вырӑнтах, хӑвӑр аҫӑрсене сыпӑкран сыпӑка пымалла панӑ ҫак ҫӗр ҫинчех, хӑварӑп.
Иер 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Санӑн тумтирӳ ҫинче — юн, чухӑннисенӗн, айӑпсӑррисенӗн юнӗ! эсӗ вӗсене вӑрӑпа тытман, апла пулин те эсӗ: 35. «эпӗ айӑпсӑр, ҫавӑнпа Унӑн ҫилли мана тивмесӗр иртсе кайӗ» теетӗн.
Иер 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вӗсенӗн урисем усал тума чупаҫҫӗ, вӗсем айӑпсӑр юн юхтарма васкаҫҫӗ; вӗсен шухӑшӗсем — ҫылӑхлӑ шухӑшсем; вӗсен ҫулӗ ҫинче — ҫарату та вилӗм.
Ис 59 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Сион ҫинче ҫылӑхлисем сехӗрленсе ӳкрӗҫ; йӗркесӗр ҫынсем чӗтреве ерчӗҫ: «пӗтӗмпех тӗп тӑвакан вут-кӑвар вӑхӑтӗнче пирӗнтен хӑшӗ пурӑнма пултарӗ? ӗмӗр сӳнми ҫулӑм вӑхӑтӗнче пирӗнтен хӑшӗ пурӑнма пултарӗ?» 15. Кам айӑпсӑр ҫӳрет, тӳррине калать, кам ыттисене хӗссе мул пухасран йӗрӗнет, аллине сӗрев илессинчен тытса чарать, юн юхтарасси ҫинчен илтес марччӗ тесе хӑлхине хуплать, усал ӗҫе курас марччӗ тесе куҫне хуплать — 16. ҫавӑ ҫӳлте пурӑнӗ; ҫӗнтерейми чул ту унӑн хӳтлӗхӗ пулӗ; ӑна ҫӑкӑр парӗҫ; шывӗ те иксӗлмӗ унӑн.
Ис 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Аллӑрсене ҫӳлелле тӑснӑ чухне, сире курас мар тесе, куҫӑма хупатӑп; эсир ҫине-ҫинех тархаслама пуҫласассӑн та, Эпӗ сире илтместӗп: сирӗн аллӑрсем чӗп-чӗрӗ юн.
Ис 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Вилӗм, юн тӑкни, вӑрҫӑ-харҫӑ, хӗҫ, инкек-синкек, выҫлӑх, хӗн-асап, типшар — 10. пурте ҫакӑ — йӗркесӗр ҫынсем валли; талай та ҫавсем пиркиех ҫитнӗ.
Сир 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫывӑх ҫыннинчен ҫиессине туртса илни — ӑна вӗлерниех, тара тытнӑ ҫынна тӳлессине тытса юлни — юн тӑкниех.22. Убивает ближнего, кто отнимает у него пропитание, и проливает кровь, кто лишает наемника платы.
Сир 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Хӗрӳллӗ тавлашу вут-кӑвар чӗртет, хӗрӳллӗ хирӗҫӳ юн тӑкать.13. Жаркий спор возжигает огонь, а жаркая ссора проливает кровь.
Сир 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Мӑнаҫлисен харкашӑвӗ — юн тӑкни, вӗсем вӑрҫнине хӑлха чӑтаймасть.15. Ссора надменных - кровопролитие, и брань их несносна для слуха.
Сир 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ҫылӑха икӗ тӗрлӗ ҫын йышлӑлатать, виҫҫӗмӗш йышшине пула ҫилӗ ҫитет: 21. вӗри чун, ҫунакан ҫулӑм евӗрлӗскер, ҫунса пӗтмесӗр те сӳнмест; 22. юн хутӑштарсах аскӑнакан этем те вучӗ ҫунса пӗтмесӗр лӑпланаймасть.
Сир 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Ҫулӑм тапса тухиччен кӑмакаран йӑс-пӑс тухать; ҫавӑн пекех юн тӑкӑнас умӗн харкашу тухать.28. Прежде пламени бывает в печи пар и дым: так прежде кровопролития - ссоры.
Сир 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ӳтпе юн усаллӑх ҫинчен шухӑшлать.
Сир 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Вут хӗлхемӗнчен кӑвар амаланать, ҫылӑхлӑ ҫын кавар тунипе юн тӑкӑнать.32. От искры огня умножаются угли, и человек грешный строит козни на кровь.
Сир 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Кӑра ҫилӗллӗ ҫынпа ан вӑрҫӑн, унпа пӗрле пушхир урлӑ ан кай: уншӑн юн — нимӗн те мар, вӑл сана улах ҫӗрте пӗтерсе пӑрахӗ.
Сир 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Ӗнтӗ пурте пӑтрашӑнса кайнӑ: юн тӑкаҫҫӗ, вӗлереҫҫӗ, вӑрлаҫҫӗ, улталаҫҫӗ, астараҫҫӗ, шӑв-шав тапратаҫҫӗ, пӗрне-пӗри сутаҫҫӗ, тупа тунине пӑсаҫҫӗ, ырӑ ҫынсене чӑрмантараҫҫӗ, 26. ырӑ тунине манаҫҫӗ, чунсене ирсӗрлеҫҫӗ, арҫынни-хӗрарӑмне уйӑрса тӑмаҫҫӗ, арлӑ-арӑмлӑ пурӑнӑҫа мӑшкӑллаҫҫӗ, асӑхаҫҫӗ, иртӗхеҫҫӗ.
Ӑсл 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Эпӗ те аннем варӗнче ар вӑрлӑхӗнчен, ҫывӑрса киленнӗ хыҫҫӑн, тӗвӗленнӗ, юн кӗвелсессӗн вунӑ уйӑх хушши ӳтленнӗ.
Ӑсл 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Каппайланса ухмахла ӗҫ турӑн пулсассӑн, усал шухӑш тытрӑн пулсассӑн ҫӑварна аллупа хупла: 33. уйран уҫласассӑн ҫу ӳкнӗ пек, сӑмсаран чышсассӑн юн тухнӑ пек, ҫилӗ тӑвӑлсассӑн харкашу пуҫланать.
Ытар 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Усал ҫынсен сӑмахӗсем — юн тӑкма пытанса ларниех, тӳрӗ ҫынсенӗн сӑмахӗсем — ҫӑлакан сӑмахсем.6. Речи нечестивых - засада для пролития крови, уста же праведных спасают их.
Ытар 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Акӑ Турӑ курайманни — улттӑ, ҫиччӗмӗшӗ Уншӑн — ирсӗрлӗх: 17. мӑнкӑмӑллӑ куҫ, суя чӗлхе, айӑпсӑр юн юхтаракан алӑ, 18. усал шухӑш туптаса тӑракан чӗре, усал ӗҫ тума васкаса чупакан ура, 19. улталакан суя кӳнтелен, тӑвансене хирӗҫме хӗтӗртекен.
Ытар 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.