Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Мучи сăмах пирĕн базăра пур.
Мучи (тĕпĕ: мучи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эпир ӑна уя илсе кайӑпӑр, вӑрмана, Векшин мучи участокне.

— А мы его в поле поведем, в лес, на участок к деду Векшину.

23-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Векшин мучи хыҫӗнчен кирек мӗнле ҫава та бритва пек илет.

А после деда Векшина любая коса, как бритва, режет.

20-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Петька ҫак самантра, Федя ҫавана хӑй лапаткаламаннине, Захар мучи патне кая-кая килнине асӑрхарӗ.

Но тут Петька заметил, что Федя сам косу точит редко, а все больше бегает к деду Захару.

20-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кӗҫ Векшин мучи аллине ҫакланаттӑмӑр.

И на деда Векшина чуть не напоролись.

19-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Мучи, — шӑппӑн каларӗ Маша.

— Дедушка, — тихо сказала Маша.

18-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Мучи, эпӗ дежурнӑй пулмашкӑн кӑшт кӑна кан юлтӑм, — айӑплӑн йышӑнчӗ Семушкин.

— Я ж, дедушка, самую малость на дежурство опоздал, — виновато признался Семушкин.

18-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Килет… мучи килет! — пӑшӑлтатрӗ Степа.

— Идет… дедушка идет! — шепнул Степа.

18-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Мучи ҫавсемшӗн хӑрать.

Очень он боится за них, дедушка.

17-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Захар мучи ҫавӑн пек сорт тупнӑ.

Дед Захар один такой сорт нашел.

17-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тӗрӗс-и, мучи?

Правда, дедушка?

17-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Мӗншӗн мучи?

— Почему, дедушка?

17-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Мучи, — тӗлӗнсе кайрӗ Маша, — тулӑ типет вӗт, ҫулҫисем те сарӑхма пуҫларӗҫ.

— Так, дедушка, — удивилась Маша, — сохнет же пшеничка… вот и желтые листки появились.

17-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Захар мучи ҫитрӗ:

Подошел дед Захар:

17-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Мучи малтанах вӗсене шанмарӗ: кӑнтӑр енчисем, ытла ачаш, кунти ҫанталӑка тӳсеймӗҫ, терӗ.

Дед сначала относился к ним с недоверием: южане, неженки, не приживутся.

17-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Маша вара хӑйӗн сенкер тетрадьне туртса кӑларать, мучи кун каҫиччен мӗн ӗҫленине шутлать.

Маша доставала синюю тетрадь, и дед подводил «итоги дня».

17-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Захар мучи ачасене ирсерен нарядсем парса каҫ-кӳлӗм вӗсен ӗҫӗсене тирке-тирке йышӑнать.

Дед Захар каждое утро раздавал ребятам наряды и к вечеру придирчиво принимал выполненную работу.

17-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Мучи вӑл тӗлӗнтермӗш старик, кашни курӑка пӗлет…

Он чудодей, дедушка, каждую травку знает…

12-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Захар мучи йӗркелӗх юратать, — кулса ячӗ Лена.

— Дед Захар порядочек любит, — засмеялась Лена.

12-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Мучи ӗнтӗ теплица ҫӑраҫҫине ӑҫта хумаллине те кӑтартрӗ.

— Дедушка показал даже, куда ключ от теплицы убирает.

12-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Захар мучи мӗн иртенпех килте ҫукчӗ, Федя вара кӗпе-йӗмсене ҫума шухӑшларӗ.

С утра деда Захара не было дома, и Федя решил постирать белье.

12-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех