Шырав
Шырав ĕçĕ:
Таҫта ҫывӑхрах, ҫул хӗрринчи канавра, ҫитнӗ ҫуркуннене ӗнтӗ тинех нимӗнле сивӗ те чарас ҫук, тенӗ пек, пӗр чарӑнмасӑр шӑнкӑртатса шыв юхать.
7-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Нимӗнле ӗҫе те Машӑсӑр тума ҫук-ҫке-ха.
5-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ӑна нимӗнле илемлӗ ултав та илӗртес ҫук, суя ҫул ҫине кӑларас ҫук; ан тив, ун тавра пӗтӗм киревсӗрлӗх, шырлӑх океанӗ хумхантӑр, пӗтӗм тӗнче наркӑмӑшпа пӑсӑлса, тӳнтерле ҫаврӑнтӑр — Обломов нихҫан та ултав туррине пуҫҫапас ҫук, унӑн чунӗ яланах таса, ҫутӑ, тӳрӗ пулӗ…
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Штольц ашшӗн пурнӑҫӗ, чул ҫинчи авалхи ҫыру пек, пуриншӗн те паллӑ пулнӑ, ҫав пурнӑҫра нимӗнле урӑх йӗр те пулман.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Нимӗнле следстви те пулмасть!
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Макӑрать, хӑй пӗрмай: «Илья Ильичӑн мана тӳлемелли ҫук, эпӗ те ӑна нимӗнле укҫа та паман», тет.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пикентӗм, пикентӗм: «Тӗрӗс мар, элек, ваше превосходительство, нимӗнле Обломова та пӗлместӗп, кӑна йӑлтах Тарантьев турӗ», тесе калас теттӗм, анчах нимпе те чӗлхе ҫаврӑнмарӗ, унӑн ури умне чӗркуҫлентӗм кӑна.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тепӗр кунне Агафья Матвеевна Обломовӑн ӑна нимӗнле укҫа та тӳлемелле марри ҫинчен Штольца свидетельство пачӗ.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Пиччепе калаҫса пӑхасчӗ сирӗн, — терӗ вӑл: — эпӗ нимӗнле ҫыру та курман.— Вы бы поговорили с братцем, — сказала она, — а я никакого письма не видала.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Эп нимӗнле расписка та курман! — паҫӑрхи пекех тӑмсайла тӗлӗнсе каларӗ вӑл…— Я никакого письма не видала! — твердила она с тем же тупым удивлением.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Ҫук, — терӗ вӑл, тӑмсайла пӑхса: — вӗсем мана нимӗнле расписка та паман.— Нет, — с тупым взглядом удивления отвечала она, — они мне никакого письма не давали.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Турӑҫӑм, сӑмах Обломов пирки пынине пӗлнӗ пулсан, эпӗ ҫапла асапланнӑ пулӑттӑм-и? — терӗ вӑл, Ольга ҫине ҫав тери ачашшӑн, ҫав тери именсе, Ольгӑн нимӗнле хӑрушлӑх та пулман пекех пӑхса.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Пирӗн халӗ нимӗн те, нимӗнле шанчӑк та юлмарӗ, тесех шухӑшлатӑн-и эсӗ?— Убежден ли ты, что нам ничего не осталось, никакой надежды?
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Нимӗнле пике те пулман: кӗпе ҫӗлекен ҫӗвӗҫ кӑна килчӗ.Никакой барышни не было: приезжала просто портниха, которая рубашки шьет.
XVIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Анчах Олеся вӗсенчен айвантарах чыслӑх-тасалӑхпа калама ҫук ӑстан иртме пӗлетчӗ, ҫавӑнпа пирӗн ҫыхӑнӑва нихӑҫан нимле тӑмсай танлаштару, нимӗнле сӗмсӗр киревсӗрлӗх те пӑсма пултарайман.
XI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Манӑн аннем ҫук: эпӗ санпа мӗншӗн курса калаҫнине вӑл кӑна ыйтма пултарӗччӗ, пӗр ун умӗнче ҫеҫ: эпӗ нимӗнле усал ӗҫ те тумастӑп, тесе макӑрса калама пултарӑттӑм, эсӗ те ҫавах.
XII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Нимӗнле ҫиҫӗм те кураймарӑм эпӗ санӑн куҫусенче… эсӗ ман ҫине ытларах манӑн няня Кузьминична пӑхнӑ пек пӑхатӑн! — терӗ те вӑл кулса ячӗ.
XII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ольга ҫакна та лайӑх курать: ҫамрӑк пулин те, вӑл ҫак туслӑхра — вӑйлӑраххи, Обломов хытӑ иленме, хӗрӳллӗ ӳркевлӗн парӑнма, Ольга кӑмӑлӗпе килӗштерсе ҫырлахма пултарать, анчах нимӗн тума та, нимӗнле ҫирӗп шут тытма та пултараяс ҫук.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Обломов килни ку килте нимӗнле ыйту та хускатмарӗ, Ольга инкӗшне те, барона та, Штольца та нимӗн чухлӗ те интереслентермерӗ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Пӗлетӗн-и, Андрей, ман пурнӑҫра нимӗнле ҫулӑм та — ҫӑлаканни те, аркатаканни те — нихҫан та хыпса илмен вӗт!
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956