Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӗнсе (тĕпĕ: чӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тепӗр икӗ уйӑхранах тӗнче шайӗнче кӑларма ӗлкӗрнӗ коллектива Мускава чӗнсе илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Республика чапне ҫӗклекен коллектив // Хыпар. «Хыпар», 2013.04.02

Халӑх, алӑ ҫупнӑ май, режиссера чӗнсе кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ку кулӑшла тӗлӗкрен вӑран та… // Римма ПРОКОПЬЕВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Мана хамӑр хуҫалӑхра пӗлтӗр те, виҫӗмҫул та ҫураки тунӑ ҫӗре чӗнсе илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Агроном - пултарулӑх ҫынниех // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Вӑл Маньӑна чӗнсе килчӗ, эмел ӗҫсен хама лайӑхрах туйма тыт&# 259;нтӑм.

Куҫарса пулӑш

Кинӗпе тата ывӑлӗпе хутшӑнасшӑн мар // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №

Тискер ӗҫе тунӑ хыҫҫӑн Руслан килне кайнӑ, арӑмне чӗнсе тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Ывӑлӑм, шӑнтнӑ пулӑ пек, юр айӗнче 3 эрне выртрӗ» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №

Вӗсем ҫыру ярса атте-аннене чӗнсе илнӗ.

А здесь народ погибал от голода.

«Кӗркунне ҫынна хӑйпе хӑй пулма май парать» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Шалти ӗҫсен министрӗ Сергей Неяскин 2016 ҫулхи ҫур ҫулта строительство, ЖКХ, вӑрман касас енӗпе ӗҫсем пурнӑҫланӑ, патшалӑх тата муниципалитетсем саккас панӑ чухне саккунсене пӑхӑнман пирки 11 уголовлӑ ӗҫ пуҫарнине, хӑшпӗр тӗслӗхре капитал республикӑран тулаша куҫнине палӑртрӗ, патшалӑхпа муниципалитет органӗсене йӗркене пӑхӑнман тӗслӗхсене асӑрхасанах Шалти ӗҫсен министерствинчен пулӑшу ыйтма чӗнсе каларӗ.

Министр внутренних дел Сергей Неяскин отметил, что в первой половине 2016 года при выполнении государственных и муниципальных заказов по строительству, ЖКХ, лесоповалу по причине нарушения законов заведено 11 уголовных дел, в нескольких случаях капитал перевалил за пределы республики, государственных и муниципальных органов призвал обращаться за помощью в Министерство внутренних дел в случаях обнаружения неподчинения порядку.

Ура хуракансем тупӑнсах тӑраҫҫӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Сентябрӗн 1-мӗшӗнче ҫӗнелсе улшӑннӑ шкулсем ачасене хӑйсен ытамне илсе асамлӑ пӗлӳ тӗнчине чӗнсе кӗрӗҫ.

Обновленные и измененные школы примят детей с распростертыми объятиями и унесут в волшебный мир знаний.

Шкулсем вӗренӳ ҫулне хатӗрленеҫҫӗ // Л.ШУРЯШКИНА. «Каҫал Ен», 2016.07.29

Сентябрӗн 1-мӗшӗнче ҫӗнелсе улшӑннӑ шкулсем ачасене хӑйсен ытамне илсе асамлӑ пӗлӳ тӗнчине чӗнсе кӗрӗҫ.

1 сентября обновленные школы примут детей с распростертыми объятиями и позовут в волшебный мир знаний.

Шкулсем вӗренӳ ҫулне хатӗрленеҫҫӗ // Л.ШУРЯШКИНА. «Каҫал Ен», 2016.07.29

Вӑл делегатсене «партин пӗрлехи фронтне» туса хума чӗнсе каларӗ.

Куҫарса пулӑш

"Единая Россия" аталанӑвӑн тӗп ҫул-йӗрсене палӑртрӗ // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.07.29

Вӑл ҫӗршыв ертӳлӗхӗ - Раҫҫей Президенчӗ тата «Единая Россия» парти лидерӗ Владимир Путин тата Правительство пуҫлӑхӗ Дмитрий Медведев - хальхи экономика условийӗсенче тӗп тата приоритетлӑ ҫул-йӗр ҫине тӗллевлӗн пӑхма чӗнсе каланине палӑртса хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

"Единая Россия" аталанӑвӑн тӗп ҫул-йӗрсене палӑртрӗ // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.07.29

Вӑл конференцие хутшӑннӑ ҫынсене хастар ӗҫлеме чӗнсе каларӗ тата ҫитес суйлавра сулӑмлӑнах ҫӗнтерес шанчӑк пуррине палӑртрӗ.

Куҫарса пулӑш

"Единая Россия" аталанӑвӑн тӗп ҫул-йӗрсене палӑртрӗ // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.07.29

Ҫавӑнпа та манӑн хуҫалӑхсен, предприятисемпе организацисен ертӳҫисене, предпринимательсене пулӑшма чӗнсе калас килет.

Куҫарса пулӑш

Физкультурӑпа спорт ӗҫне - пурнӑҫ ыйтнӑ шая // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2002.08.13

Паян чӗнсе каланипе тата сӑмах панипе районти физкультурӑпа спорт ӗҫне мала яраймӑн, укҫа енчен пулӑшу кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

Физкультурӑпа спорт ӗҫне - пурнӑҫ ыйтнӑ шая // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2002.08.13

Корреспондент ӗҫ-пуҫа пӗччен майлаштарма ҫуккине ӑнланса илсе кӳршӗсене чӗнсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Долгушин аптранӑран Советсен ҫуртне ҫитнӗ, ӗҫтешӗ тӗп постри милиционера алӑк патӗнчен айккине чӗнсе калаҫтарнӑ самантра пылчӑклӑ резина аттипе алӑкран кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

«Пылчӑклӑ атӑпа Чичикин пӳлӗмне кӗтӗм» // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Тӗрлӗ ыйтупа конференцисем ирттеретпӗр, ҫӗршыври паллӑ специалистсене час-часах чӗнсе илетпӗр, вӗсем лекцисем вулаҫҫӗ, ӑсталӑх класӗсем ирттереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Дент-а-мед» тухтӑрӗсен ӗҫӗ — ҫӗршывра чи лайӑххи! // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Вӑрҫӑ пуҫланнӑ кунхинех радиопа калаҫнӑ, пурне те Тӑван ҫӗршывшӑн кар тӑма чӗнсе каланӑ.

Куҫарса пулӑш

Чун ыратӑвӗ // Луиза Васильева. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

Республика Пуҫлӑхӗ коррупципе кӗрешес ӗҫе тата вӑйлатма чӗнсе каларӗ.

Глава республики призвал усилить работу по борьбе с коррупцией.

Коррупципе кӗрешессине вӑйлатмалла // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тытӑмӗнчи коррупци сӗмӗллӗ преступленисене сӳтсе явнӑ май Михаил Игнатьев ЧР Строительство министерствине управляющи компанисене лицензи панӑ чухне вӗсен ӗҫне тӗрӗс хаклама сӗнчӗ, пулӑшу ӗҫӗсен рынокне таса мар чунлӑ организацисене кӗртмелле маррине чӗнсе каларӗ.

Куҫарса пулӑш

Коррупципе кӗрешессине вӑйлатмалла // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех