Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

нимӗнле сăмах пирĕн базăра пур.
нимӗнле (тĕпĕ: нимӗнле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ҫавӑнпа та малтанхи шухӑша сирсе яракан прогрессистсем тупӑннӑ: — «Тен, нимӗнле ҫын та пулман пуль?

Поэтому возникли прогрессисты, отвергнувшие прежнее предположение: «А может быть, и не было никакого тела?

I. Ухмах // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— Полковник господин, эсир ман ума пӗтӗмӗшле задачӑ лартатӑр, ӑна нимӗнле те конкретламастӑр.

— Господин полковник, вы ставите передо мной общую задачу, никак ее не конкретизируя.

XXVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

«Половцевпа Лятьевский чикӗ урлах каҫса кайрӗҫ пулмалла», — шухӑшларӗ Яков Лукич, ҫакӑн хыҫҫӑн вара совет влаҫне сирсе ывӑтма май килменшӗн калама ҫук хытӑ тарӑхни ҫумне чуна лӑплантаракан савӑнӑҫ, канлӗ туйӑм килсе хутшӑнчӗ: ҫак вӑхӑтран пуҫласа Яков Лукичӑн пӗр хуйхӑ-суйхӑсӑр пурӑнас пурнӑҫне нимӗнле инкек те хӑратмасть.

«Видно, Половцев и Лятьевский махнули через границу», — думал Яков Лукич, и к острому сожалению о том, что не пришлось стряхнуть Советскую власть, примешивалась спокоящая радость, довольство: отныне уж ничто не грозило благополучному существованию Якова Лукича.

38-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑл нимӗнле ӳкӗте те кӗмест, хӑйӗн хӑлтӑркка урапине шав малалла сӗтӗрет, урапа ӳречи ҫине куҫса выртнӑ сӳри мӗскӗннӗн чӑнкӑртатса пырать…

Он неумолимо влекла повозенку, и жалобно вызванивала привалившаяся к грядушке борона…

30-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Нимӗнле калаҫу та, дискусси таврашӗ те пулма пултараймасть!

Никаких разговоров и дискуссий!

30-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хам нимӗнле воспитани те илсе курман пулсан, мӗн шуйттанӗпе воспитани парам-ха эпӗ ӑна?

Каким я ее чертом воспитал бы, ежели я сам кругом невоспитанный?

26-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хальхинче Давыдовӑн хӑйӗн, нимӗнле мар пулса, именсе тӑмалла пулчӗ.

Тут уж пришла очередь смутиться Давыдову.

26-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Патшалӑхсемпе патшасем пулнӑ, вӗсенчен, пушхир тӑрӑх иртекен ҫилӗнни пекех, нимӗнле йӗр юлман.

Были царства и цари, и от них не осталось следа, как от ветра, пробежавшего над пустыней.

VIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Кунта пысӑк усӑ пулассине тӗрӗс шутласа хунӑ, нимӗнле йӑнӑш та ҫук!

Тут верный расчет, без ошибки!

21-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Мӗнех-ха ӗнтӗ, граждансем, Демид чӗнмесӗр лартӑр, эпир калаҫар, пирӗн вӑл чӗнменшӗн нимӗнле ӗҫ те ҫук.

Что же, гражданы, Демид молчит, а мы будем гутарить, нас это не касаемо.

21-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эпӗ ӑна астӑватӑп-ха, ача чухнех ҫавнашкал мӑнкӑмӑллӑскерччӗ тата ниҫта юрӑхсӑрскерччӗ, йӗмсӗр чупса ҫӳретчӗ, хӑйӗн нимӗнле талант пурри те палӑрмастчӗ, халӗ авӑ, ҫитӗнсе ҫитрӗ те, пӗр чӗнмесӗр пурӑнать.

Мальчонком был, я его, помню, сопливый такой и никудышний, без порток бегал, и никаких талантов за ним не замечалось, а зараз вот вырос и молчит.

21-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Округран нимӗнле кӑтартусем те ҫук.

Из округа ничего нет.

20-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Нимӗнле ҫын та мар эпӗ!

Никакой человек я!

15-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӗсене ҫаратас шутпа вӗлернӗ пулӗ, тесе шухӑшлама пӑхрӗ тахши, анчах ун пек шухӑшлама нимӗнле сӑлтав та ҫук, мӗншӗн тесен вӗсен килти пурлӑхне нимӗн те илсе кайман, тата, тӗрӗссине каласан, Хопровӑн илсе каймалли те ҫук.

Высказанное кем-то предположение, что убили с целью грабежа, было явно нелепо, так как ничего из имущества не было взято, да у Хопрова и брать было нечего.

13-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

… Тул енчен пӗр самант хушши нимӗнле сас-чӗвӗ те илтӗнмерӗ…

…Секунда тишины с той стороны двери…

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Ман килте нимӗнле офицер та ҫук, — тесе хучӗ уҫӑмсӑр сассипе Яков Лукич.

— Никакого офицера у меня нету, — глухо сказал Яков Лукич.

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Туррӑн мана пысӑк тӑкак кӳме нимӗнле сӑлтав та ҫук.

Богу незачем меня в убыток вводить.

11-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Нимӗнле путлӗ ӗҫ те тухмарӗ пирӗн.

И путного у нас ничего не вышло.

10-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Нимӗнле пӑшал та пулман манӑн!

— Не было у меня оружия!

8-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хӗрӗх колонна, кашни йӗркинчех тӑватшарӑн, тытса тӑнӑ суд залӗн маччине, вӗсене пурне те кедрпа сӑрса тухнӑ, пурте вӗсем лили евӗрлӗ капительсемпе вӗҫленнӗ; урайне кипарисӑн уйрӑм хӑмисенчен сарнӑ, стенасем ҫинче те, кедрпа сарнӑран, ниҫта нимӗнле чул курӑнман, — пальмӑсем, ананассем, херувимсем пек каса-каса кӑларса, пӗтӗмпех ылтӑнпа эрешлесе илемлетнӗ.

Сорок колонн, по четыре в ряд, поддерживали потолок судилища, и все они были обложены кедром и оканчивались капителями в виде лилий; пол состоял из штучных кипарисовых досок, и на стенах нигде не было видно камня из-за кедровой отделки, украшенной золотой резьбой, представлявшей пальмы, ананасы и херувимов.

V сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех