Шырав
Шырав ĕçĕ:
Алӑкран ҫӳллӗ, кӑвак кӗлетке тӗлӗнмелле хӑвӑрт ҫаврӑнкаласа кӗчӗ, ун хыҫҫӑн — тепри; икӗ жандарм Павела каялла чакарса икӗ енне тӑчӗҫ, унтан вара тӑрӑхласа, ҫинҫе сасӑпа: — Эсир кӗтнисем пулмарӗҫ-им, э? — тени илтӗнчӗ.
X // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
— Хӑш-пӗрисем, — тенӗ Сӗрӗм, ҫаврӑнкаласа выртса, — Хӑвалӑхри вӑкӑр пекех кутӑнланаҫҫӗ…— Иные люди, — заворчал Дыма, отворачиваясь, — так упрямы, как лозищанский вол…
X // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Вӑл, питне кӑтартасшӑн мар пулса, пӗрмаях пӗр енчен тепӗр еннелле ҫаврӑнкаласа выртнӑ, тутине аллипе хупласа, айӑплӑ та ҫемҫе сасӑпа калаҫнӑ:Он как-то все отворачивал лицо, закрывал рот рукою и говорил каким-то виноватым и слащавым голосом:
X // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Ашшӗ аллисене, унтан пӳрне вӗҫӗсене ҫунӑ, шыв сирпӗтсе, темӗнле кӗлӗ мӑкӑртатнӑ, хӗрӗ, темӗнле кулӑшла япалана аса илсе, сӗтел патӗнче атӑ кӗлисем ҫинче ҫаврӑнкаласа таракан шӑллӗ ҫине пӑхса илнӗ.
IX // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Тинӗс ҫинчи улӑпла карап вилнӗ пек, хӑй тӗллӗн ниҫта куҫаймасӑр шывра выртнине, ун тавра, вилнӗ нӑрӑ патӗнче кӑткӑ чупса ҫӳренӗ пек, темӗнле пӗчӗк пӑрахут ҫаврӑнкаласа ҫӳренине курма темле салху пек туйӑннӑ.
V // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Халӗ те акӑ картиш варринчи анкӑ-минкӗ сурӑх пек ӑҫталла каймалла-ши тесе ҫаврӑнкаласа тӑмарӗ, — Том пачах ун йышши этем мар, — тӳрех мӑнаҫлӑ така пек васкамасӑр, танлӑн утса килчӗ.
Вӑтӑр виҫҫӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Унтан король герцога кӑлт! тӗртрӗ те, — эпӗ асӑрхарӑм ҫакна, — йӗри-тавра ҫаврӑнкаласа пӑхрӗ, кӗтесре, икӗ тенкел ҫинче, тупӑк ларнине курчӗ; вара вӗсем герцогпа иккӗш пӗр-пӗрне хулпуҫҫирен ытамласа, тепӗр аллипе куҫӗсене шӑлкаласа васкамасӑр, сумлӑн унталла утрӗҫ, халӑх, ик еннелле сирӗлсе, вӗсене ҫул пачӗ; шавлама, калаҫма чарӑнчӗҫ, пурте: «Ш-ш-ӑп!» — теҫҫӗ, арҫынсем, шлепкисене хывса, пуҫ тайрӗҫ; шӑна вӗҫни те илтӗнет.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Юланутҫӑсем ҫаврӑнкаласа ҫӳрекелерӗҫ те таҫта сиккипех вӗҫтерчӗҫ.Всадники повертелись тут некоторое время, потом уехали куда-то.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Кирек мӗнле ҫаврӑнкаласа вырнаҫсан та, ҫакӑнтан майлӑрах та канлӗрех пулас ҫук пек туйӑнчӗ ӑна: хӑйне сӑпкара сиктереҫҫӗ тейӗн ҫав.Какое положение она ни принимала, ей казалось, что уж лучше и ловчее нельзя: точно ее баюкали.
XIX // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Йӗпе кӗсменсем ҫунатсем евӗр ҫӳлелле ҫӗкленчӗҫ те урӑх аялалла анмарӗҫ, вӗсенчен тумла шӑпӑртатни янӑравлӑн илтӗнсе тӑчӗ; кимӗ тата кӑштах малалла шурӗ, унтан акӑш пек пӗр вырӑнта ҫаврӑнкаласа чарӑнса ларчӗ.
XV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Вӗсем тухса кайрӗҫ, эпир чӗлтӗр-чӗлтӗр улӑмлӑ хытӑ урайӗнче ҫывӑраймасӑр чылайччен ҫаврӑнкаласа выртрӑмӑр.Они вышли, а мы с ребятами еще долго крутились на жестком полу, еле прикрытом чахлой соломой.
1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Иртен пуҫласа каҫченех ҫаврӑнкаласа ҫӳретӗп.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Ура айӗнчи юр ҫемҫе, юрпа витӗннӗ вӑрман шуралса курӑнать, йывӑҫсем мамӑкпа витӗннӗ пек лараҫҫӗ, юр пӗрчисем ҫаврӑнкаласа вӗҫсе анаҫҫӗ, ерипен ӳкеҫҫӗ, пирӗн вӗри питсем ҫинче ирӗлеҫҫӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Анчах Натка, Алькӑн тӗлӗнмелле халлапӗ ҫинчен темле май та шухӑшласа, нумайччен пӗр енчен тепӗр еннелле ҫаврӑнкаласа выртрӗ.Но Натка долго ещё ворочалась, обдумывая эту странную Алькину сказку.
Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.
Алька шухӑшласа илчӗ, одеял айӗнче ҫаврӑнкаласа илчӗ те сасартӑк ыйтрӗ:
Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.
Хӑйсен йӗвенӗсемпе ерипен чанкӑртаттарса унтах тӗрлӗ тӗслӗ лашасем ҫаврӑнкаласа ҫӳреҫҫӗ.Тихо звеня уздечками, тут же рядом ворочались разномастные кони.
Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.
Типӗ, чикекен курӑксем, турпассем, курӑк тунисем, сарӑ хӗрлӗ мамӑк пек хӑпарса кайнӑ кӑпӑк пӑтранчӑк, сарӑ шыв ҫинче ишсе ҫаврӑнкаласа ҫӳренӗ.Сухие травы, стебли, рыжая пухлая пена — всё это плавало и кружилось на поверхности мутной воды.
Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.
Вӑл ача нумайччен ҫиленсе енчен енне ҫаврӑнкаласа тӑнӑ, анчах кам ӑна ҫатлаттарнине ниепле те ӑнланса илмеймен, мӗншӗн тесен Толька Владик нимӗн те пулман пек лӑпкӑнах ларнӑ.
Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.
Хӑюллӑ Гейка та, енчен енне ҫаврӑнкаласа, ыйхӑ тӗлӗшӗпе темӗскер мӑкӑртатать.
Тимурпа унӑн команди // Матвей Сакмаров. Гайдар, Аркадий Петрович. Тимурпа унӑн команди: повесть; вырӑсларан М.А.Сакмаров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 102 с.
Кутӑн-пуҫӑн ҫаврӑнкаласа, ман урасем патне тӗтӗм тӗслӗ икӗ патвар кушак ҫури сиксе пычӗҫ те, тулхӑрса илсе, хӳме шӑтӑкнелле вӑркӑнчӗҫ.
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.