Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вуласа (тĕпĕ: вула) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унӑн интереслӗ шухӑшӗсемпе уява килнӗ хӑнасем те паллашрӗҫ — каччӑ сочиненин кӗске сыпӑкне хаваспах вуласа пачӗ.

С его интересными мыслями познакомились и гости приехавшие на праздник, - мальчик с удовольствием прочитал короткую главу сочинения.

«Чӑваш кӗнеки. Пултаруллӑ ҫамрӑксем» конкурс ҫӗнтерӳҫисене чысларӗҫ // О. Иванова. «Ял пурнӑҫӗ», 2015.11.17

Пӗрремӗш тома вуласа тухнӑ хыҫҫӑн пуҫа ҫакӑн пек шухӑш пырса кӗнӗччӗ: романа хӗрӳ парса пынӑ Тухтарпа Селиме юратӑвӗ трагедиллӗ вӗҫленчӗ, Шерккей хӑйӗн ҫӑткӑн чунне уҫса пачӗ — мӗн ҫинчен калӗ-ши татах ку произведени? — тенӗччӗ эпир.

Куҫарса пулӑш

1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.

Ӑна вулакансем асӑрхарӗҫ, йӑпӑрт ҫеҫ вуласа тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.

Произведение вуласа тухнӑ хыҫҫӑн хамӑрӑн та йывӑҫ-курӑк лартас килсе каять, садсем ӗрчетес кӑмӑл ҫуралать.

После прочтения производства у нас и у самим рождается желание заняться растениеводством, возникает желание разводить сады.

1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.

Надежда Ершова Каҫал ен ҫинчен ҫырнӑ сӑввине вуласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле юрласа савӑнни аван // Н.ЕРШОВА. Каҫал Ен, 2019.02.26

Кафедра пуҫлӑхӗ М.Я.Сироткин хӑй вуласа тухнӑ ӑслӑлӑх кӗнекине кашнинчех ман ума пырса хуратчӗ, паллашма сӗнетчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Хамӑра сӳрӗкленме памалла мар» // Геннадий Дегтярев. «Хыпар», 2009.03.28, 58-59№№, 14 стр.

Пӗр вӗренӳ ҫулӗ Давыдов-Анатрисем патӗнче хваттерте пурӑнтӑм та — ӗлӗкхи чӑваш журналӗсене тӗрки-тӗркипе вуласа тухрӑм.

Куҫарса пулӑш

«Хамӑра сӳрӗкленме памалла мар» // Геннадий Дегтярев. «Хыпар», 2009.03.28, 58-59№№, 14 стр.

Ял библиотекинчи кӗнекесене икӗ хут вуласа тухрӑм.

Куҫарса пулӑш

«Хамӑра сӳрӗкленме памалла мар» // Геннадий Дегтярев. «Хыпар», 2009.03.28, 58-59№№, 14 стр.

Вӗсем (Юхман вырӑсла кӗнекисене вуласа, эпир хамӑр халӑх, истори ҫинчен мӑнаҫланса каланисене итлесе ӳснӗ, анчах та тӑван чӗлхене вӗренеймен) пирӗн ачасем.

Они (росли, читая русские книги, слушая как мы с гордостью рассказывали о нашем народе, об истории, но не могли выучить родной язык) наши дети.

Чӗлхе Туррин хӳхлевӗ // Сувар. Сувар, 2017.05.12

Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ капмар чечек ҫыххи тыттарчӗ, Путин саламне вуласа пачӗ…

Глава районной администрации подарил огромный букет цветов, прочитал поздравление Путина...

Чӑваш хореографийӗ уншӑн йӗрет… // Геннадий Дегтярев. https://chuvash.org/blogs/comments/4752.html

Ҫакна вуласа пӗлсессӗн паянхи яшсемпе хӗрсем, вӗренекенсем хӑйсене валли ҫак ыйтусене хуравлаччӑр: мӗн канӑҫсӑрлантарать-ха вӗсене, ӑҫта тата мӗнле ирттереҫҫӗ вӗсем хаклӑ вӑхӑта?..

Куҫарса пулӑш

Поэзи, ҫамрӑклӑх, малашлӑх... // Ольга Иванова. «Тантӑш», 2014,09,10

Унӑн тӗп хуҫисенчен пӗрин – Ваксельбергӑн (хушаматне пӗр-икӗ хутчен вуласа пӑхӑр) долларлӑ миллиардсен тупӑшӗ ҫулталӑкра вунӑ хут ӳснӗ…

Куҫарса пулӑш

Салхуллӑ Салука // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2010,09,18

Натюш ахаль чухне те кӗнеке вуласа е тӗрӗ тӗрлесе шӑпӑрт ларма юратать.

Куҫарса пулӑш

Ҫиҫӗм Натюш // Людмила Сачкова. Людмила Сачкова

Вуласа пӑхӑр, чӑнах та, чӑваш хушшинче, автор калашле, тӗрлӗ ҫынна тӗл пулма пулать, анчах та кунашкаллисем шутсӑр сайра.

Куҫарса пулӑш

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8

Калав хыҫҫӑн калав вуласа пынӑҫемӗн эпир тухтӑрсемпе чирлисен кулленхи пурнӑҫне тӗрлӗ лару-тӑрура куратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8

Геннадий Викторовӑн «Я вернусь...» кӗнекине (Шупашкар, 2006 ҫул) вуласа тухрӑм.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн «ылтӑн ҫӳпҫемӗр» — тӑван республика // Лидия Афанасьева. https://chuvash.org/content/3117-%D0%9F% ... 0%BB%D0%B8

Ачи-пӑчи туйне кайсан хуҫкаласа (е хут ҫинчен вуласа) вырӑсла сӑмах калама пултарнипех хӑйсене вырӑсла лайӑх пӗлетпӗр тесе шутлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗрлеври ял уявне мӗншӗн чӑвашла илемлетмен? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/3122-%D0%9A% ... B%D0%B5%D1

Кӗрхи ҫумӑрлӑ кунсенче ҫак кӑларӑма вуласа чуна йӑпататӑп.

Куҫарса пулӑш

Упӑшкана савакан хӗр кашни утӑма йӗрлет // Галина. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №

Борис Акунинӑн «Комедия. Трагедия» кӗнекине тинтерех вуласа тухрӑм.

Куҫарса пулӑш

Шурӑ акӑш — ҫӗнтерӳ хӑвачӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Ӑна вуласа тухнӑ ӗнтӗ, анчах таҫта аякка илсе хума васкамастӑп-ха.

Куҫарса пулӑш

Шурӑ акӑш — ҫӗнтерӳ хӑвачӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех