Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Йытӑ сăмах пирĕн базăра пур.
Йытӑ (тĕпĕ: йытӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хурӗ вара йытӑ ун апатне ҫинӗшӗн пӗртте кӳренмерӗ, тата хытӑрах какӑлтатса, хӑй шаннине кӑтартнӑ пек пулса, валашка патне пычӗ.

Гусь нисколько не обиделся, что незнакомая собака поедает его корм, а напротив, заговорил еще горячее и подошел к корытцу.

III. Килӗшӳллӗ паллашу // С. Алексеев. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.

Йытӑ хӑраса ӳкрӗ, анчах хӑранине кӑтартас мар тесе, хытӑ вӗрсе, кушак патнелле ыткӑнчӗ, Кушак тата хытӑрах хутланса кукӑрӑлчӗ, чӗрнипе Каштанкӑна пуҫӗнчен чӗрсе илчӗ.

Собака испугалась не на шутку, но, не желая выдавать своего страха, громко залаяла и бросилась к коту… Кот еще сильнее выгнул спину, зашипел и ударил Каштанку лапой по голове.

III. Килӗшӳллӗ паллашу // С. Алексеев. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.

Федюша аллине ийӗ илсе ҫак ватӑ йытӑ хыҫҫӑн чупрӗ те, хӑй те ҫӑмпа витӗнсе, хаваслӑн вӗрсе ун патне пынӑ пек туйӑнчӗ.

Федюшка, с долотом в руке, погнался за пуделем, потом вдруг сам покрылся мохнатой шерстью, весело залаял и очутился около Каштанки.

II. Палламан ҫын // С. Алексеев. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.

Урамра йытӑ вӗрни илтӗнет, Каштанка ӑна хирӗҫ вӗрес тесе шухӑшланӑччӗ, анчах сасартӑк темӗн салхуланчӗ.

С улицы послышался лай, и она хотела ответить на него, но вдруг неожиданно ею овладела грусть.

II. Палламан ҫын // С. Алексеев. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.

Йытӑ, кил кунта! — тесе, тӳшекне диван патне кӗтессе сарса хучӗ.

— Эй ты, пес, поди сюда! — сказал он, кладя матрасик в углу около дивана.

II. Палламан ҫын // С. Алексеев. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.

Эх, мӗскӗн йытӑ!

Ах, бедный песик!

II. Палламан ҫын // С. Алексеев. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.

Йытӑ, ӑҫтан эсӗ?

— Псина, ты откуда?

II. Палламан ҫын // С. Алексеев. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.

Таксӑпа дворняжка йышши пӗр ҫамрӑк хӗрлӗ йытӑ, пуҫӗнчен пӑхсан тилӗ майлӑскер, тротуар тӑрӑх енчен енне пӑхкаласа каялла-малалла чупкаланӑ.

Молодая рыжая собака — помесь такса с дворняжкой — очень похожая мордой на лисицу, бегала взад и вперед по тротуару и беспокойно оглядывалась по сторонам.

I. Хӑйне ӑссӑр тыткалани // С. Алексеев. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.

— Сутрӑн-и мана, йытӑ? — кӑшкӑрса ячӗ Лузгин, Мажаров каланӑ сӑмахсем мӗне пӗлтернине ӑнланса илнӗ-илменех, унтан, Нюшкӑ патне чупса пырса, ӑна хулпуҫҫинчен силлеме пуҫларӗ.

— Продала меня, шкура? — заорал он, едва до него дошел смысл сказанных Мажаровым слов, и, подбежав к Нюшке, затряс ее за плечи.

23 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Йытӑ пекех парӑннӑ вӗт хӑй, анчах вӑл та темскер чееленет, пӑрӑнма пӑхать!

Уж на что преданная как собака, а и та что-то стала ловчить и сторониться!

23 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Йытӑ пушшех хаяррӑн вӗрчӗ те тӑрук ерипен йынӑшма, такампа ачашланма пуҫларӗ.

Собака лаяла все яростнее и злее и вдруг начала тихо поскуливать и ласкаться к кому-то.

16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Иннокентий ҫӗрле йытӑ харлата-харлата вӗрнипе вӑранса кайрӗ.

Ночью Иннокентий проснулся от хриплого, надсадного лая собаки.

16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ялта унран усалрах йытӑ та пулмӗччӗ.

Во всей деревне злее собаки бы не было.

14 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Пӗр йытӑ пит-куҫӗ ҫеҫ юлнӑ, ӑна та сахал кӑвакартнӑ-ха!

— Одна морда осталась, и та мало битая!

12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Пурне те урнӑ йытӑ пек ҫулӑхать!

— На всех бросается как бешеный!

10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вырӑнти пуйӑс кайиччен — Приреченски района Константин унпа ҫитме шутларӗ — вӑл обкомра пулчӗ, пасарта ӗннӗ ҫӑм шӑрши кӗрекен ҫӗнӗ кӑҫатӑ, йытӑ тирӗнчен ҫӗленӗ алса туянчӗ, магазинта ӑшӑ ватникпе брюки илчӗ, вӗсене ҫавӑнтах пальто айӗнчен тӑхӑнса лартса, хӑй тӑруках тачкарах пек курӑнчӗ, мӑранланчӗ.

До отхода местного поезда, которым Константин собирался добраться в Приреченский район, он побывал в обкоме, купил на рынке новые, пахнувшие паленой шерстью валенки, мягкие вязаные носки, рукавицы на собачьем меху, в магазине приобрел добротную стеганку, брюки и тут же надел их под демисезонное пальто, сразу став солиднее и медлительнее в движениях.

5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Чарӑн, йытӑ ҫури!..

— Цыц, сучий сын!..

4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Йытӑ вӗрнипе пӗрлех Костьӑна аҫа ҫури шалтан тухакан мӑн сасӑпа кулни илтӗннӗ.

Сквозь лай до Кости доносился густой, утробный хохот отчима.

4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Тимӗр пралук кӑранлатнӑ, сӑнчӑр чӑнкӑртатнӑ, йытӑ, пиллӗк-улттӑ сиксе, картиш урлӑ каҫнӑ та туллашса хаяррӑн вӗрме тытӑннӑ.

Взвизгивала железная проволока, гремела цепь — перемахнув несколькими рывками двор, пес захлебывался злобным лаем.

4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Сӑнчӑрне чӑнкӑртаттарса, йӑвинчен йытӑ тапса сикнӗ, анчах Игнат Савельевич ӑна ярса тытса кӑкарса лартнӑ, унтан, килнӗ ҫынсем ҫине тинкерсе пӑхса, крыльца патне пынӑ.

От будки, лязгая цепью, метнулась собака, но Игнат Савельевич перехватил ее на пути, привязал, потом вернулся к крыльцу, сторожко оглядывая пришедших.

3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех