Шырав
Шырав ĕçĕ:
12. Патша вара Турӑшӑн савӑнӗ, Унӑн ячӗпе тупа тӑвакан кирек кам та мухтанӗ: суя калаҫакансенӗн чӗлхи-ҫӑварӗ хупланӗ.
Пс 62 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Хӑшӗ — ҫар урапипе, хӑшӗ учӗпе мухтанать, эпир вара Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑрӑн ячӗпе мухтанатпӑр: 9. вӗсем чӑтса тӑраймарӗҫ, ӳксе пӗтрӗҫ, эпир сиксе тӑтӑмӑр, чанк тӑратпӑр.
Пс 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Эпир эсӗ ҫӑлӑннӑшӑн савӑнӑпӑр, Туррӑмӑр ячӗпе ялав ҫӗклӗпӗр.6. Мы возрадуемся о спасении твоем и во имя Бога нашего поднимем знамя.
Пс 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Сывлан сывлӑшӑмран арӑмӑм йӗрӗнет, ӑна ӗнтӗ тӑван ачасен ячӗпе йӑлӑнатӑп.17. Дыхание мое опротивело жене моей, и я должен умолять ее ради детей чрева моего.
Иов 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Сирӗн, Турӑ ячӗпе суеҫтерсе, Уншӑн тӗрӗсмарлӑх калама кирлехчӗ-ши?7. Надлежало ли вам ради Бога говорить неправду и для Него говорить ложь?
Иов 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Мардохей ӑна Артаксеркс патша ячӗпе ҫырнӑ, патша ҫӗррипе пусса ҫирӗплетнӗ, кайран ҫав ҫырусене хыпарҫӑсем урлӑ салатнӑ, лешӗсем патша учӗпе, пӗр курпунлӑ тӗвепе тата ашакла лашапа ҫула тухнӑ.
Эсф 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Эсфирь ҫапла хуравласа каланӑ: мана акӑ мӗн кирлӗччӗ, эпӗ акӑ мӗн ыйтасшӑнччӗ: 8. эпӗ патша умӗнче кӑмӑл тупрӑм пулсан, патша мана мӗн кирлине тума, эпӗ мӗн ыйтнине пурӑнӑҫлама кӑмӑллӑ пулсан, вӑл [ыран та] Аманпа пӗрле ман патӑма килтӗрччӗ, эпӗ вӗсен ячӗпе ӗҫкӗ-ҫикӗ хатӗрлесе хурӑп, ыран вара патша хушнине тӑвӑп, тенӗ.
Эсф 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эсфирь хуравласа каланӑ: [паян уяв кунӗ маншӑн;] эпӗ паян патша ячӗпе ӗҫкӗ-ҫикӗ хатӗрлерӗм, кӑмӑлӗ пулсан, патша Аманпа пӗрле ҫавӑнта пытӑрччӗ, тенӗ.
Эсф 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Эсфирь ячӗпе патша хӑйӗн пур аслӑ улпучӗ валли, хӑй ҫумӗнче ӗҫлекенсем валли пысӑк ӗҫкӗ-ҫикӗ ирттернӗ, ҫӗрсене ҫӑмӑллӑхсем кӳнӗ, патшалла тараватлӑн хаклӑ парнесем салатнӑ.
Эсф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Иудифе курма пӗтӗм Израиль арӑмӗ чупса тухнӑ, вӗсем ӑна мухтанӑ, унӑн ячӗпе юрӑ ушкӑнӗ йӗркеленӗ; Иудифь вара аллине иҫӗм ҫулҫисемпе яваланӑ туясем илнӗ те вӗсене хӑйпе пӗрле пулнӑ хӗрарӑмсене салатса панӑ, 13. вӗсем, — Иудифь тата унпа пӗрле пыракансем, — ҫу йывӑҫӗн ҫулҫисенчен тунӑ пуҫкӑшӑльсем тӑхӑннӑ.
Иудифь 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Санӑн яту — Ҫӳлхуҫа; вӗсен тӗрекне Хӑвӑн хӑватупа аркатсамччӗ, вӗсен вӑйне Хӑвӑн ҫиллӳпе пӗтерсемччӗ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем Санӑн таса Ҫуртна ирсӗрлетме, Санӑн чапун ячӗпе хисепленекен тӑнӑҫлӑ халӑха мӑшкӑл кӑтартма, Сана парне паракан вырӑнӑн мӑйракине ҫӗмӗрме шут тытнӑ.
Иудифь 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Навуходоносор ҫав халӑхсене питӗ вӑйлӑ ҫилленнӗ, вара хӑйӗн аслӑ пуканӗ ячӗпе, хӑйӗн патшалӑхӗ ячӗпе Киликие, Дамаска, Сирие тавӑрма, Моав ҫӗрӗнче пурӑнакансене, Аммон ывӑлӗсене, пӗтӗм Иудея ҫӗрне, Египет ҫӗрӗнче пурӑнакансене икӗ тинӗсе ҫитичченех пӗтӗмпе хӗҫпе вӗлерсе тухма тупа тунӑ.
Иудифь 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
62. Вӗсем ашшӗсенӗн Туррине хӑйсене ирӗклӗх панӑшӑн, 63. Иерусалима кайма, хулана юсама, Унӑн ячӗпе лартакан Ҫурта тума ирӗк панӑшӑн тав тунӑ.
2 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
48. Вӑл, Навуходоносор патшана Ҫӳлхуҫа ячӗпе тупа тунӑскер, ҫав тупана пӑснӑ, унран хӑпнӑ, куштанланса, чӗрине хаярлатса ярса, Ҫӳлхуҫанӑн, Израиль Туррийӗн, саккунӗсене пӑхӑнма пӑрахнӑ.
2 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Турӑ Ҫурчӗшӗн яваплӑ Хелкияпа Захария та, Иеиил та пасха ячӗпе парне кӳме священниксене икӗ пин те ултҫӗр пуҫ сурӑх тата виҫҫӗр пуҫ вӑкӑр панӑ.
2 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Пӗрремӗш уйӑхӑн вунтӑваттӑмӗш кунӗнче Иосия Иерусалимра Ҫӳлхуҫа ячӗпе пасха ирттернӗ, пасха путекӗ пуснӑ, 2. кӗлӗ тумӗ тӑхӑннӑ священниксене Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче хӑйсен вырӑнне тӑратса тухнӑ.
2 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӗсене Турӑ ячӗпе тупа тутарса ҫапла каларӑм: хӑвӑр хӗрӗрсене вӗсен ывӑлӗсене ан парӑр, вӗсен хӗрӗсене хӑвӑр ывӑлӑрсем валли, хӑвӑр валли ан илӗр.
Неем 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Патшана ларнӑ чухне Седекия ҫирӗм пӗррере пулнӑ, Иерусалимра вӑл вунпӗр ҫул хушши патшара ларнӑ, 12. вӑл хӑйӗн Ҫӳлхуҫа Турри умӗнче юрӑхсӑр ӗҫсем тунӑ, малашне мӗн пуласси ҫинчен Турӑ сӑмахне пӗлтерсе калакан Иеремия пророк умӗнче те йӑвашланман, 13. вӑл хӑйне Турӑ ячӗпе тупа тутарнӑ Навуходоносор патшаран хӑпнӑ, чурӑсланнӑ, чӗрине хаярлатса ярса Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри енне ҫаврӑнайман.
2 Ҫулс 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Анчах та Иосия унран хӑпман, унпа ҫапӑҫма хатӗрленнӗ, Нехао Турӑ ячӗпе каланӑ сӑмаха итлемен, вара Мегиддо тӳремлӗхне ҫапӑҫма тухнӑ.
2 Ҫулс 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Унӑн аслӑ улпучӗсем те, тимлӗ пулса, халӑха, священниксене тата левитсене — Турӑ Ҫурчӗшӗн яваплӑ Хелкияна, Захарийӑна, Иехиила — Пасха ячӗпе парне кӳме священниксене икӗ пин те ултҫӗр пуҫ [сурӑх, путек тата качака таки] тата виҫҫӗр пуҫ вӑкӑр панӑ; 9. левитсен пуҫлӑхӗсем Хонания, Шемаия, Нафанаилпа унӑн пӗртӑванӗсем Хашавия, Иеиел тата Иозавад левитсене Пасха парнилӗх пилӗк пин пуҫ [сурӑх] тата пилӗкҫӗр вӑкӑр панӑ.
2 Ҫулс 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.