Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пулса (тĕпĕ: пул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче колхоз бригадирӗ те, кладовщик та, сӗт-ҫу пухакан агент та пулса ӗҫленӗ вӑл.

Во время войны она работала и бригадиром колхоза, и кладовщиком, и агентом по сбору молока.

Асран кайми Юрий Скворцов // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2006.01.18

Юрӑпа Тамара унпа пӗр килти ачасем пулса тӑраҫҫӗ.

Юра, Тамара и он становятся детьми одного дома.

Асран кайми Юрий Скворцов // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2006.01.18

Епле пулса тухрӗ ку? Ӑҫтан пӗлен, тем пулнӑ вӗсен ҫемйинче.

Как это случилось? Откуда знать, что было в их семье.

Асран кайми Юрий Скворцов // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2006.01.18

Епле пӗр шухӑшлӑ пулса, кар-р тӑрса, туслӑн та ӳрӗккӗн тухатчӗҫ пӗрлештернӗ уйсене.

А как с одинаковым желанием, слажено, дружно и проворно выходили в объединенные поля.

Асран кайми Юрий Скворцов // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2006.01.18

Лартатӑп! Ҫемйипех свидетель пулса пыратӑр! — ҫухӑрашать Литюк.

Посажу! Всей семьей свидетелем пойдете! - визжит Лидия.

Ахӑрсамана // Валентина Тарават. http://chuvash.org/lib/haylav/3970.html

Криша йӗркеллӗ каччӑ пулса ӳсрӗ.

Гриша вырос порядочным парнем.

Ахӑрсамана // Валентина Тарават. http://chuvash.org/lib/haylav/3970.html

Михӗсенче пуҫтарӑннӑ тасамарлӑха вӑхӑтра турттарса тӑмасан, район администрацийӗн ырӑ пуҫарӑвне — ҫӳп-ҫапа контейнерсемсӗрех пуҫтарассине – пуш параппана ҫӑка патакпа тӳнклеттернӗ пекех пулса тухать.

Куҫарса пулӑш

«Ах, пулмасть пуль, пулмасть пуль…» // Ив. САЛАНДАЕВ. «Шӑмӑршӑ хыпарӗ», 2016.07.26

Анчах прокуратурӑн ӗҫӗ-хӗлӗ патшалӑх айӑплавҫи пулса уголовлӑ ӗҫпе суда тухасси кӑна мар, тӗп тӗллевӗ — Раҫҫей Конституцине пӑхӑннине тата саккунлӑха тӗрӗслесси.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫитменнисен прависене хӳтӗлесси те - тӗп вырӑнта // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №

Апла тӑк эпӗ — унӑн ӑшӗнче, куракан тата эпӗ пӗр организм пулса тӑтӑмӑр.

Значит я - внутри него, зритель и я стали единым организмом.

Ҫывӑх ҫыннисен шухӑшӗпе — Валера нихӑҫан та йӑнӑшмасть // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №

Гримеркӑна кӗрсен тин лӑш! пулса кӑмӑла ирӗке яратпӑр.

Войдя в гримерку только вздохнув облегченно даешь волю чувствам.

Ҫывӑх ҫыннисен шухӑшӗпе — Валера нихӑҫан та йӑнӑшмасть // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №

Спектакль лайӑх пулса тухсан артистсене мухтаҫҫӗ, япӑх тӑк — режиссера.

Если спектакль удается хвалят артистов, если плох - то режиссера.

Ҫывӑх ҫыннисен шухӑшӗпе — Валера нихӑҫан та йӑнӑшмасть // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №

Кунти вӑйӑсем мӗнпур вӑхӑта ҫӑтса яма пултарасса, вӑхӑтра чарӑнмасан вӑл чир пулса тӑрасса лайӑх ӑнланаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫутҫанталӑка юратакан туссем // Елена ФЁДОРОВА. «Канаш», 20(1369)№, 2016.05.20

Хӗр пулса ҫитсен хамӑр ял ачипех — Анатолий Нуждинпа — ҫемье чӑмӑртарӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Пуҫлӑх арӑмӗ пулма ҫӑмӑл мар // Нина Еграшкина. «Канаш», 20(1369)№, 2016.05.20

Хушма ятне те сивӗре шӑнса хӑрман, вутра ҫунман йывӑҫпа — уртӑшпа — ҫыхӑнтарса Урташ пулса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Пӗррехинче пирӗн тӑрӑхра ҫав тери сивӗ хӗл пулса улма-ҫырла йывӑҫҫисемпе тӗмӗсем веҫех пӗтнӗ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Суяпа Аннана мӗн пулса иртнине ӑнлантарма хӑйсемпе лартса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Ҫӗмӗрӗлнӗ хулӑн кӗленчерен пулса тӑнӑ сивӗ хӗҫ-пӑшал хӗрарӑм карланки ҫине тӑрӑнса ларчӗ...

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Раккассинчен килсе ҫитнӗ Зоя Андреевнапа Анна Андреевна шӑллӗне пытармалли шӑтӑк умӗнче тӑрса пулса иртнине пуҫӗсене пӗксе, куҫҫуль юхтарса сӑнаса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Мӑшӑрӗ ҫиейми-ӗҫейми пулса ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

— Эпӗ унпа тӗл пулса курман.

- Я с ним не встречался.

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех