Шырав
Шырав ĕçĕ:
24. Кӗмӗл парса эсӗ Маншӑн тутлӑ шӑршӑллӑ хӑмӑш туянмарӑн, Мана парнӳсен ҫӑвӗпе савӑнтармарӑн; анчах Мана хӑвӑн ҫылӑхусемпе чӑрмавларӑн, Мана хӑвӑн йӗркесӗр ӗҫӳсемпе пӑшӑрхантартӑн.
Ис 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Куҫа шыв пек курӑнни — кӳлӗ, типсе хӑрӑннӑ ҫӗр ҫӑлкуҫ пулса тӑрӗ; шакал канӑҫлӑх курса пурӑнакан ҫӗрсенче чаканпа хӑмӑш ӳсе пуҫлӗ.
Ис 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Египетра ӗнтӗ пуҫпа хӳре, пальмӑпа хӑмӑш тума пултаракан пӗр ӗҫ те пулмӗ.15. И не будет в Египте такого дела, которое совершить умели бы голова и хвост, пальма и трость.
Ис 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1-2. Эфиопи юханшывӗсен леш енчи ҫӗре — ҫунатсен шавӗ илтӗнсе тӑракан ҫӗре, тинӗс тӑрӑх, юханшывсем тӑрӑх хӑмӑш кимӗсемпе элчӗсем яракан ҫӗре — хуйхӑ ҫитӗ!
Ис 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Акӑ вӗсем сана вӗрентӗҫ, каласа кӑтартӗҫ, сӑмахӗсене пӗтӗм чӗререн калӗҫ: 11. хӑмӑш нӳрӗксӗр ҫитӗнеет-и, чакан шывсӑр ӳсеет-и?
Иов 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Пӗтерсе лартӗ Ҫӳлхуҫа Израиле, ун чухне вӑл шывра чӗтренсе ларакан хӑмӑш пек пулӗ, Ҫӳлхуҫана ҫиллентерсе хӑйсем патӗнче йӗрӗхсем тунӑшӑн израильсене Вӑл вӗсен ашшӗсене панӑ ҫак ырӑ ҫӗршывран кӑларса ывӑтӗ, юханшывӑн леш енне сапаласа ярӗ; 16. [Ҫӳлхуҫа] Израиле Иеровоам ҫылӑхӗсемшӗн — вӑл хӑй тунӑ ҫылӑхсемшӗн тата Израиле ҫылӑха кӗртнӗшӗн — айӑплӗ, тенӗ Ахия.
3 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 23. чи паха ырӑ шӑршӑлах ил: таса сикль виҫипе шутласассӑн, хӑй тӗллӗн юхса тӑракан смирна — пилӗкҫӗр [сикль], унӑн ҫурри чухлӗ — икҫӗр аллӑ сикль — ырӑ шӑршӑллӑ корица, икҫӗр аллӑ сикль ырӑ шӑршӑллӑ хӑмӑш, 24. пилӗкҫӗр сикль касия тата пӗр гин йывӑҫ ҫӑвӗ ил; 25. ҫаксенчен, вӗсене хутӑштарса, тасалӑх тивлечӗ кӳмелли мирӑ ту, ӑна сӗрмелли ҫу тӑвакан ӑста ҫыннӑн ӑстайӗпе ту: ҫакӑ тасалӑх тивлечӗ кӳрекен мирӑ пулӗ; 26. вара унпала пуху чатӑрне, [кӗлӗ чатӑрӗнчи] Турӑ ирӗкне пӗлтерекен саккун арчине, 27. сӗтелпе унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне, ҫутаткӑҫпа унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне, тӗтӗрмелли парне вырӑнне, 28. пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парне вырӑнӗпе унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне тата ҫӑвӑнмалли савӑтпа унӑн тӗпне сӗрсе тух; 29. вӗсене тасалӑх тивлечӗ кӳр, вӗсем вара аслӑ сӑваплӑ япала пулӗҫ: вӗсене сӗртӗнекенни пурте тасалӑх тивлечӗ илӗ; 30. Ааронпа унӑн ывӑлӗсене те сӗр, вӗсене Манӑн священникӑмсем пулма халалла.
Тух 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Арӑмӗ йывӑр ҫын пулнӑ та ывӑл ача ҫуратнӑ, ачи питӗ илемлине кура ӑна виҫӗ уйӑх пытарса усранӑ; 3. анчах тата ытларах пытарса усрайман, ҫавӑнпа хӑмӑш лӑпӑ илнӗ те ӑна асфальтпа, сӑмалапа сӑмалаланӑ, ачине ҫавӑнта вырттарса шыв хӗрринчи хӑмӑшлӑха кайса лартнӑ; 4. ача аппӑшӗ ӑна мӗн пулассине аякран сӑнаса тӑнӑ.
Тух 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Унтан юшкӑнпа хӑмӑш шӑрши вӗҫсе килчӗ.
XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Леш Аверьяна вара, кашкӑр ҫури хӑмӑш ӑшӗнчен кайӑка сыхланӑ пек, куҫран вӗҫертместӗм.
V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Йывӑҫ ҫулҫисем ҫинче, хӑмӑш витнӗ ҫуртсемпе сарайсен тӑрринче, пур ҫӗрте те, сапса янӑ шӑрҫа пек, курӑка пусарса, кӑнтӑрлаччен тӑхлан пек йывӑр, лӑм сывлӑм выртать.
I сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.