Шырав
Шырав ĕçĕ:
Йӳнчӗллӗ вӑлта вӗҫӗ, ура хырӑмне шӑтарса кӗрсе, кукӑр-макӑррӑн ҫурса кайнӑ.Жало нарезного крючка скользнуло по ноге, пробороздило кривую, рваную линию.
XXI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Корнейран вӑл мӗнле пурӑнни ҫинчен, ун ахаль чухне е уявра тӑхӑнмалли ҫи-пуҫ пуррипе ҫукки ҫинчен никам та ыйтман, тата вӑл кунсерен тӑраниччен апат ҫинӗ-и е хырӑмне ҫӗр улмипе ҫеҫ тултарнӑ — ҫакӑ та никама интереслентермен.
6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Иван Алексеевичӑн суранлӑ ури ҫине лаша пусса иртсе кайнӑ чухне таканӑн пуклак чӗми ура хырӑмне касса кӗчӗ.На раненую ногу Ивана Алексеевича наступила лошадь, тупые шипы подковы вдавились в мякоть голени.
LIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Дон урлӑ каҫса ҫитнӗ чух аттипе тата тепре ут хырӑмне пусса хӗстерчӗ, — лаша, ӑмрипе калинккене пырса ҫапӑнса, калинкке алӑкне аяккалла ывтӑнтарса ячӗ, картишне кӗрсе тӑчӗ.На выезде с Дона придавил опять, конской грудью откинул воротца калитки, вскочил на баз.
XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вӑл епресе тӑракан чарӑлчӑк хырӑмне юнпа тата ҫӗрпе вараланнӑ аллипе хуллен пусса тытрӗ, тути ҫинчи шупка хӗрлӗ тара ҫулласа илсе, шӑппӑн каларӗ:
V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Анчах хваттер хуҫи ҫаплах тӗпчесе йӗрӗнтерчӗ, пустав жилетка айӗнчи ҫӗлен-пулӑнни пек ҫинҫешке хырӑмне хыҫкаласа, сӗтел патӗнче йӑшаланса ларчӗ.
XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Сӑнран шурса кайнӑ Боговой (ун пичӗ ҫинчи ҫунӑк тар йӗрӗсем халӗ пушшех кӑваккӑн курӑнаҫҫӗ) хӑрах айӑкӗ ҫинче выртать, ҫӑварӗнчен хаяр сӑмахсем сирпӗнтресе, суранланнӑ ура хырӑмне ҫыхать.
VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Пӑшалне персе яма ӗлкӗрнӗ Бешняк вилес умӗн авкаланса илсе, шӑлӗсене кӑчӑртаттарчӗ, ҫӗр ҫине кукленсе ларчӗ: нимӗҫсен ҫӗҫӗллӗ штыкӗ унӑн хырӑмне шӑк хӑмпине ҫурса ҫурӑм шӑммине пырса тӑрӑннӑ.
XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Старик каялла карт туртӑнчӗ те хырӑмӗпе кинӗн нӑкӑ-нӑкӑ хырӑмне тӗртӗнчӗ.
V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Наталья, йӗри-тавралла пӑхкаласа утнӑ май, ахлата-ахлата, хырӑмне икӗ аллипе ҫӗклесе тытса, хутор хыҫне тухрӗ те ҫӑра ларакан шӑлан тӗмӗсем хушшине пытанса выртрӗ.
V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Тепӗр чух тата пӗр-пӗр имшеркке кӗсре, шӗвӗр айӑк пӗрчиллӗ, туртӑнса кӗнӗ хырӑмне сывлӑш тултарма хӑтланса, ырханланса кайнипе пысӑк пек курӑнакан пуҫне чиксе тӑрать.
III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Пугачев Гришатка ҫурӑмне, хырӑмне супӑньлет, аяккисене кӗп-кӗрен пуличчен мунчалапа сӗрет.Намылил Пугачев Гришатке спину, натер бока до пурпурного цвета мочалой.
«Ух!» // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.
— Пырса кур пӗрре, — терӗ Петро кӗхлетсе илсе, хырӑмне лашин кусар пек хырҫи ҫине выртса, сылтӑм урипе тепӗр еннелле ывӑтрӗ.
20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Такам ҫӑлӗ тӗлӗнче, выльӑхсен урисемпе ҫӑрӑлса шӑнса ларнӑ кӗрхи пылчӑк выртнӑ вырӑнта, Аксинья пӑрланса ларнӑ тумхахран такӑнса шуса кайрӗ те, кансӗррӗн чакса тӑчӗ, унтан, хырӑмне тӗмен чиксе ыраттарнине туйса илсе, ҫатан карта шалчинчен ярса тытрӗ.
10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Гетьки, пуҫне ҫӑл хӑвӑлӗнчен пӑхнӑ пек пӗшкӗртсе, ҫуйӑхашса кайнӑ ачасене пӑхса ҫаврӑнать, пӑкӑ-пӑкӑ вӑрӑм хырӑмне хыҫса илет, ачасене каҫарнӑ пек пулса кулкалать.
21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Аксинья, пуҫне хулпуҫҫийӗсемпе хӗстеререх, чӑмӑркка пек чӑмӑртанса, аллисемпе хырӑмне кӑна хӳтӗлесе, упӑшки еннелле пӑхса тӑрать.Аксинья, вобрав голову в плечи, сжавшись в комок, защищая руками только живот, стояла к нему лицом.
14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
«Манӑн», тенӗ вӑл, хӑнӑхса ҫитнӗ йӑлипе кашни сӑмах каламассерен хырӑмне ҫупӑрласа илсе, «нумайӑшӗ мазурка ташлаҫҫӗ; питӗ нумайӑшӗ».
I. Иван Федорович Шпонька // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Ун пек тунипе вӑл хӑйӗн палӑрмаллах пысӑкланнӑ хырӑмне Виктортан пытарасшӑн пулчӗ.— И этим как бы она желала скрыть от Виктора свою всем уже заметную беременность.
II // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Хырӑмне ӳстерсе янӑ, хӑй ҫапах чухӑн ҫынран 30 пус йӑкӑртса юласшӑн.— Брюхо наел, а тридцать копеек у бедного человека оттянуть хочешь.
I // Феодосия Ишетер. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 93–110 стр.
Корней кӗрӗк пиншакпа та тӑлӑппа, аллине чӑматан тытса, станци умне тухса тӑчӗ те, хырӑмне каҫӑртса, мешлеткелесе, йӗри-тавралла пӑхса илчӗ.
I // Феодосия Ишетер. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 93–110 стр.