Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пистолет сăмах пирĕн базăра пур.
пистолет (тĕпĕ: пистолет) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Дефорж кесьерен пӗчӗк пистолет кӑларать те, ӑна выҫӑ упан хӑлхи ӑшнех чиксе, персе ярать.

Дефорж вынул из кармана маленький пистолет, вложил его в ухо голодному зверю и выстрелил.

VIII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Унӑн нумай шӑвӑннипе хытма пуҫланӑ аллинче пистолет чӗтренӗ.

Пистолет дрожал в его руке, одеревеневшей от ползания.

14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Вӑл алсишне хывса пӑрахрӗ те аллине кӗсйине, пистолет илме чикрӗ.

Он сбросил с руки обувку и полез в карман за пистолетом.

11 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Туртса лартнӑ куроклӑ пистолет пеме хатӗрех пулнӑ.

Наготове был пистолет со взведенным курком.

4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Эпӗ малта пистолет хатӗрлесе тытса пыраттӑм.

Я стоял впереди с пистолетом наготове.

30-мӗш сыпӑк. Томпа Бекки ҫӗр ӑшӗнчи шӑтӑкра // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Тата та хавхалантарма «Вольтер» пистолет парнеленӗ.

И чтобы еще больше вдохновить, подарили пистолет "Вольтер".

Улттӑри паттӑр салтак // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

— Ӑҫтан ҫакланнӑ ку пистолет?

— Откуда этот пистолет?

III. Икӗ тӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех