Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Эй, тинӗс… тинӗс…
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Ырӑ шухӑшсем, тӗрлӗрен тӗрлӗ ӗҫсем пӗрин хыҫҫӑн тепри аса килсе, пуҫ тавра вӑйӑ карти евӗр ҫаврӑнаҫҫӗ; ман чунӑмра ҫак вӑйӑ карти — тинӗс ҫинчи шурӑ кӑпӑклӑ хумсем пекех, вӗсем ҫиелте кӑна ҫапла, анчах лере, шаларах — лӑпкӑ, унта ман ҫамрӑклӑхӑн ҫутӑ та чечен ӗмӗчӗсем, тинӗс тӗпӗнче кӗмӗл пулӑсем ишсе ҫӳренӗ евӗр, лӑпкӑн ишеҫҫӗ.
Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.
Ку ӗҫ 92-мӗш ҫулта, выҫлӑх ҫул, Сухумипе Очемчири хушшинче, Кодор юханшывӗ хӗрринче, тинӗсрен инҫех мар пулса иртрӗ, — ту ҫинчен юхса анакан тӑрӑ шыв хаваслӑн шӑнкӑртатнипе пӗрлех тинӗс хумӗсем ҫырана пыра-пыра ҫапӑнни илтӗнетчӗ.
Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.
Тинӗс ҫинчи пӗлӗтсем тӗксӗмленчӗҫ, тинӗс хӑй те тӗттӗмленчӗ; сулхӑнлатрӗ.Облака над морем потемнели, море тоже стало темным, повеяло прохладой.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Инҫетрен бухтӑри ӗҫ шавӗ илтӗнет, анчах бухтӑна эпир курмастпӑр: пиртен сылтӑмра тинӗс хӗррине пысӑк та йывӑр шурӑ ҫуртсем купаласа тултарнӑ хула ларать, сулахайра — тинӗс, пирен ҫире те — вӑлах; вӑл темле тӗлӗнмелле те ҫепӗҫ, куҫпа чуна ачашлакан, тӗрлӗ тӗссемпе илемленнӗ пирки ниепле курса-пӗлсе ӑнланмалла мар сӑрсем ҫепӗҫҫӗн пӗрлешсе юмахри сӑнсем пулса тӑнӑ ҫӗрелле инҫете-инҫете тӑсӑлса каять…
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Тинӗс ҫеҫенхирте пирамидӑсем тунӑ чурасене те, вылямалли кӗперӗсене ҫӗмӗрнӗшӗн тинӗсе виҫҫӗр хут ҫапса тавӑрма шут тытнӑ Ксеркс чурисене те пӗлет.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Ҫав тумламсем, йышлӑ чухне, тинӗс евӗрлех, тинӗс пекех темелле, — хӑйсем ҫийӗнче ҫил-тӑвӑл тапрансан, пурне те аркатса тӑкасла хӑватлӑ.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Вӗсем, тӑва динамитпа аркатса, ӑна, чугун ҫулӗ каймалли вырӑн тӑвасшӑн, киркӑсемпе тӗпретеҫҫӗ, вӗсем ҫав тери пысӑк хурансенче цемент ҫӑраҫҫӗ те, унран кубла сажен чулсем туса, вӗсене тинӗс тӗпне антараҫҫӗ, ҫапла, тинӗс хумӗсен улӑпла вӑйне хирӗҫ чул хӳме хываҫҫӗ.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Пӗр каҫхине, иҫӗм-ҫырли пуҫтарса кун ирттернӗ хыҫҫӑн, пӗрле ӗҫленӗ молдавансем тинӗс хӗррине кайсан, эпир Изергиль карчӑкпа иксӗмӗр виноград йывӑҫӗсен сулхӑнне юлсаттӑмӑр та, тинӗс хӗрринелле утакан ҫынсен мӗлкисем тӗттӗмре ҫухалса пынине пӑхса, чӗнмесӗр выртаттӑмӑр.
I сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
Кимӗ хӑйӗн айккисене икӗ енчен те ҫапӑнакан хумсем ҫийӗпе чӳхенсе ярӑнать, тӗттӗм тинӗс тӑрӑх аран шуса пырать, тинӗсӗ хытӑрах та хытӑрах вылянать.
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Вӗсем, хӑватлӑ ҫил-тӑвӑл вӑйӗпе тинӗс тӗпне путса, унта нумай тӑнӑ хыҫҫӑн, халӗ ӗнтӗ тинӗс ҫуратнӑ вутлӑ хӗҫ хушнипе унтан ҫӳле — тӳпере тата шыв ҫийӗнче мӗн пуррине пурне те пӑхма хӑпарнӑ пек туйӑнать…
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
… Кимӗ умӗнче, инҫетрен-инҫетрен, тинӗсӗн хура шывӗнчен темӗн пысӑкӑш сенкер вутлӑ хӗҫ хӑпарчӗ те ҫӗрлехи тӗттӗме ҫурмаран касрӗ, ун шӗвӗр вӗҫӗ, тӳпери пӗлӗтсем ҫумӗпе шуса иртсе, анлӑ сенкер ярӑм пек тӑсӑлса, тинӗс кӑкӑрӗ ҫине ӳкрӗ.
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Лере, тинӗс хӗрринче, вӗсем вӗҫӗмсӗр нумайӑн пек туйӑннӑ, ҫак пӗлӗтсем ҫанталӑк тӳпине — чӗррӗн те ӗмӗтленсе ҫиҫекен, хӑйсен таса ҫутипе этеме те аслӑ шухӑша яракан тӗрлӗрен тӗслӗ ҫӑлтӑрсемпе — миллион ылтӑн куҫсемпе, ыйхӑллӑ тинӗс ҫинче урӑх нихҫан та йӑлкӑшма парас мар тенӗ усал сӑлтавпа — яланах ҫапла шуса хӑпарассӑн туйӑннӑ.
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Ассирипе Финикире, Турипе Анат Египетра, авалхи Тавризӑран пуҫласа Иемен таран, Исмартан Персеполе ҫити, Хура тинӗс хӗрри тӑрӑх та Вӑтаҫӗр тинӗс утравӗсенче — тӗлӗнсе каланӑ унӑн ятне, мӗншӗн тесен вӑл пурӑннӑ тапхӑрта унашкалли патшасем хушшинче урӑх пулман.
I сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Вӑл куҫӗпе тӳпене, тинӗсе, вӑрмана йӑлӑнать… ниҫта та ответ ҫук: тӳпе — ҫӳлӗ, тинӗс — тарӑн, вӑрман — тӗттӗм.Спрашивала глазами небо, море, лес… нигде нет ответа: там даль, глубь и мрак.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Кунсемпе ҫӗрсем пӗр евӗрлӗ пурнӑҫа чӑрсӑр та сасартӑк улӑштармасӑр, лӑпкӑн иртеҫҫӗ пулин те, хӗлпе ҫу та, кӗрпе ҫур та пӗлтӗрхи пекех иртрӗҫ пулин те, Выборг Енче те, Пшеницына ҫуртӗнче, пурнӑҫ пурпӗрех чарӑнса лармарӗ, йӑлтах хӑй майӗпе улшӑнса пычӗ, анчах ҫав тери вӑраххӑн улшӑнса пычӗ, пирӗн планета ҫинче геологилле улшӑнусем ҫавнашкал вӑраххӑн пулса иртеҫҫӗ: пӗр ҫӗрте ӗмӗрсен тӑршшӗнче тинӗс юшкӑнпа тулса ларать, е тинӗс ҫырантан чакса, ҫӗнӗ тӑпра купаласа хӑварать.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Кӗҫех Крылов хваттерне Тинӗс ҫар флочӗн халӑх комиссарӗ, унӑн ҫумӗ, Тӗп тинӗс штабӗн начальникӗ тата Карапсем тӑвас ӗҫӗн тӗп управленийӗн пуҫлӑхӗ кӗрсе тӑнӑ.
Вӑтӑр иккӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Ҫамрӑк чухне хӑй мичман пулса ӗҫленӗ Гидрографи управленийӗнчен ун валли Балтика тинӗсӗн авалхи географи карттине тата тинӗс инструменчӗсем туса хатӗрлекен заводра кӑларнӑ сехете илсе килнӗ.
Вӑтӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
30-мӗш ҫулсенче тинӗс журналӗсен страницисенче Кыловӑн тинӗсри историсем ҫинчен ҫырнӑ очеркӗсем пичетленме пуҫлаҫҫӗ.С тридцатых годов на страницах морских журналов появляются очерки Крылова из истории морской жизни.
Вӑтӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Унта вӑл Крылов чаплӑ ученӑй пулнине, вӑл математика тишкерӗвӗсем туса тинӗспе ҫыхӑннӑ нумай ыйтусене татса пама пулӑшнине, тинӗс ӗҫӗнче кирлӗ пулакан нумай-нумай приборсене шухӑшласа кӑларнине палӑртса хӑварать.
Ҫирӗм улттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.