Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Каҫӗ (тĕпĕ: каҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Каҫӗ шӑрӑх та пӑчӑччӗ.

Вечер был жаркий.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Чӳрече витӗр ҫурҫӗр каҫӗ тӗтреллӗ шуррӑн курӑнать.

За окном мутно белела северная ночь.

10 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Унтан Урал тӑвӗ урлӑ та каҫӗ.

А потом и за Уральским хребтом.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Авдотьйӑшӑн ҫак каҫ улшӑну каҫӗ пулчӗ.

Для Авдотьи эта ночь была переломной.

8. Степан ҫуртӗнче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

«Каҫӗ епле таса, ҫӑлтӑрлӑ, — шухӑшларӗ вӑл. — Мӗн чухлӗ ҫӑлтӑр унта!

«Ночь-то какая пушистая, звездная, — думала она. — Сколько их, звездочек!

8. Степан ҫуртӗнче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Каҫӗ сивӗ, шартлама сивӗ пите чӗпӗтет, уссипе куҫ тӗкӗсем утса пынӑ ҫӗртех пӑрланаҫҫӗ.

Вечер был морозный, стужа обжигала лицо, на ходу леденели усы и ресницы.

7. Пинтен те хаклӑрах // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Каҫӗ тӗттӗм те шӑрӑх пулнӑ, курӑк ӑшӗнче шӑрчӑксем чӗриклетнӗ.

Ночь была темная, жаркая, в траве трещали кузнечики.

Вӑтӑр улттӑмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.

Каҫӗ уйӑхлӑ, лайӑх.

Ночь лунная, хорошая.

XXV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Сӑмаха пули-пулми персе яма юратман мӑнаҫлӑ Хуркайӑк та кун пек чухне хӑйӗн юлташӗсенчен нимӗнпе те уйрӑлса тӑман: вӑл та Петӗрпе ирттернӗ чи телейлӗ каҫӗ ҫинчен каласа панӑ.

Гордая и скрытная по натуре своей Журавушка, однако, тут ничем не отличалась от своих подруг: рассказывала и она о своей с Петром, самой счастливой ночушке.

Хуркайӑк // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Каҫӗ уяр, ҫӑлтӑрлӑ пулчӗ.

Небо было ясное, звездное.

Хуркайӑк // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Кӗрес килмест-ҫке урамран: каҫӗ ытла та ырӑ, ытармалла мар.

Да не хочется уходить с улицы: больно хороша ночь, больно хороша.

Хуркайӑк // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Ҫынсем пӗр-пӗрне чӗрӗлле ҫисе янӑ пулӗччӗҫ, вӗсем ниме те уяман, никама та хисеплемен пулӗччӗҫ, пурнӑҫ вара чӑн-чӑн тамӑк, чӑн-чӑн Варфоломей каҫӗ пулса тӑнӑ пулӗччӗ…

Люди пожирали б друг друга живьем, для них ничего не было бы святого, и жизнь превратилась бы в сущий ад, в сплошную Варфоломееву ночь…

Леонид аттемӗр ҫылӑх каҫарттарать // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Ҫӗнӗ ҫул каҫӗ хулара яланах лӑпкӑ, ҫил-тӑмансӑр пулать.

Новогодняя ночь приходила в город всегда тихая, без вьюг.

XIV // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.

Енчен пирӗн питӗ тарӑн чӑмса шыв айӗпе вӑрах ишмелле пулман пулсан, эпир сулла кураттӑмӑр; ҫитменнине тата, каҫӗ те ытла тӗттӗм пулчӗ ҫав; хӑраса ӳкнипе пирӗн пуҫ анкӑ-минкӗленсе кайнӑ.

Если бы нам не пришлось нырять так глубоко и плыть так долго под водой, да еще ночь не была бы такая темная, мы бы увидели плот; мы с тобой перепугались, да и голову потеряли, как говорится.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Каҫӗ сӗм-тӗттӗм, ҫанталӑкӗ начар, кашни япаларах темӗнле вӑрттӑнлӑх пур пек туйӑнать, ҫавӑнпа юханшыв варринче тӑлӑххӑн та сивлеккӗн курӑнса ларакан пӑрахута асӑрхасанах, манӑн ун ҫине кӗрсе курас килчӗ; ман вырӑнта урӑх ача пулнӑ пулсан та, унта кӗрсе пӑхмасӑр чӑтайман пулӗччӗ.

Ночь была такая глухая и непогожая, и все выглядело так таинственно, что мне, как и всякому другому мальчишке на моем месте, при виде разбитого парохода, который торчал так угрюмо и одиноко посредине реки, захотелось на него забраться и поглядеть, что там такое.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Каҫӗ лӑпкӑ, хулара пӗр сасӑ та илтӗнмест: пурте ҫывӑраҫҫӗ.

Ночь была тихая, из города не доносилось ни звука: все спали.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Каҫӗ мӗнле! кӗмӗл тӗслӗ, тӗттӗм, ҫамрӑк каҫ!

— Какая ночь! серебристая, темная, молодая!

V // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Ирхине сивӗччӗ, юрлӑччӗ, каҫӗ те ҫӑмӑл пулмарӗ.

Утро было холодным, со снежком, да и ночь не из легких.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ашӑ, ҫӑлтӑрлӑ, ҫуллахи Мускав каҫӗ.

Теплое, звездное, летнее московское небо.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Менелник каҫӗ вӗҫлелессе эпӗ аран-аран кӗтсе илтӗм.

С трудом я дождался окончания вечера.

1940-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех