Шырав
Шырав ĕçĕ:
29. Вара Аарон сӑваплӑ пӳлӗме кӗнӗ чухне Ҫӳлхуҫа умӗнче ялан асра тытмашкӑн Израиль ывӑлӗсен ячӗсене сут кӑкӑрлӑхӗ ҫинче хӑйӗн чӗри ҫумӗнче илсе ҫӳрӗ.
Тух 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Икӗ оникс чулӗ ил те вӗсем ҫине Израиль ывӑлӗсен ячӗсене касса ҫыр: 10. вӗсем ҫуралса пынӑ йӗркепе пӗр чулӗ ҫине вӗсен ултӑ ятне, тепӗр чулӗ ҫине ыттисен ултӑ ятне касса ҫыр; 11. чул пичет касса тӑвакан ҫынна икӗ чул ҫине Израиль ывӑлӗсен ячӗсене касса ҫыртар; вӗсене ылтӑн харшана ларт, 12. ҫакӑ икӗ чула ефод тӑхисем ҫине ҫыпӑҫтарса ларт: ку чулсем Израиль ывӑлӗсене асӑнмалӑх; вӗсене асра тытса тӑмашкӑн Аарон вӗсен ячӗсене Ҫӳлхуҫа умӗнче хӑйӗн икӗ хулпуҫҫийӗ ҫинче йӑтса ҫӳрӗ.
Тух 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Моисей халӑха каланӑ: эсир Египетран, чуралӑх ҫуртӗнчен, тухнӑ ҫакӑ куна асра тытӑр, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа сире унтан хӑватлӑ алӑпа илсе тухрӗ, йӳҫӗтсе пӗҫернине ан ҫийӗр: 4. эсир паян, авив# уйӑхӗнче, тухатӑр.
Тух 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫакӑ Манӑн ӗмӗрлӗх ятӑм, Мана асра тытасси те сыпӑкран сыпӑка пытӑр.
Тух 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пӗлтӗр Чӑваш тӗррин музейне уҫни паллӑ пулӑм пек асра юлчӗ.Ярким событием прошлого года стало открытие Музея чувашской вышивки.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Культура ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&t ... id=3236998
2015 ҫул пирӗншӗн чаплӑ тепӗр пулӑмпа асра юлчӗ — Шупашкар ҫӑмӑл атлетика енӗпе иртнӗ командӑсен Европа чемпионатне йышӑнчӗ.
Ҫуллахи Олимпиадӑна хутшӑнма Чӑваш Енӗн 34 спортсменӗ хатӗрленет // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
«Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ кашни салтака, ҫапӑҫу хирӗнчен таврӑннӑ хыҫҫӑн пурнӑҫран уйрӑлнӑ кашни ветерана асра тытса пӗр минут шӑп тӑрас-тӑк, тӗнче аллӑ ҫуллӑха шӑпланӗччӗ», — ҫакӑн пек шухӑша вуланӑччӗ эпӗ нумаях пулмасть социаллӑ сетьре.
Салтак шинелӗ ҫӑлса хӑварнӑ // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
2. «Ҫӗр хут илтнинчен пӗр хут курни аванрах», — тенине асра тытӑр.
Асӑрханӑр, шкулта вируссем! // Евгения АНИСИМОВА, Анастасия ПЫНЗАРЬ, «Пиллӗкмӗш чӗрӗк» хаҫат журналисчӗсем. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№
Кӳренӗве ӗмӗр тӑршшӗпех асра тытса пурӑнмалла мар, ачисен амӑшӗпе хутшӑнмаллах.
Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №
Ҫак вӑхӑтсем ялта пурӑнакансемшӗн хаваслӑ самантсемпе асра юлнӑ.
Пӗрле кино курар-и? // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18
Вӑхӑт малаллах шӑвать, пурӑнса ирттернӗ ҫак тапхӑрта унпа нумай ҫул пӗрле ӗҫлеме тӳр килнӗ, асра юлнӑ самантсене лайӑх енӗпе аса илме мана питех те кӑмӑллӑ.
Тӳрӗ кӑмӑллӑ, хӑйӗн ӗҫне чунтан парӑннӑ ӗҫтеш // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.12
Курни-илтни асра ҫирӗп ҫырӑнса юлтӑр тесе вӗрентекенсем ҫулҫӳрев ҫинчен сочинени ҫыртаратчӗҫ те — пӗтӗм кӑмӑлтан шӑрҫалаттӑмӑр.
Пин хут илтиччен... // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№
Ҫапах ку тапхӑр тӗлӗшпе асра ҫирӗп ҫырӑнса юлнӑ самантсем пурах-тӑр.
Валерий КОМИССАРОВ: «Пичетленме черет кӗтекен статьясене тӗлӗкре те кураттӑм» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№
Ҫак сӑмахсене асра тытни ҫулсене юсанӑ чухне те вырӑнлӑ пек: йӳнӗ тесе ӗҫе ячӗшӗн тӑвас марччӗ.
Юр каять. Пӗрле асфальт та // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№
Чирлесен вара бюллетень илмеллех, тухтӑр сӗнӗвӗсене асра тытса тимлӗн сипленмелле.Если уж заболели, то обязательно надо взять бюллетень и лечиться под внимательным наблюдением врача.
Грипп ерсен // Елена ЕГОРОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11
Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен уявӗ Ҫавалкас тӑрӑхӗнче пурӑнакансемшӗн нумайлӑха асра юлмалла иртрӗ.
Савӑк кӑмӑл парнелерӗҫ // Елена АНИСИМОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11
Спорт сывлӑха ҫирӗплетнине асра тытасчӗ.
Йӗлтӗрпе чупса савӑнчӗҫ // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11
Ҫавӑнпа та пурин те тимлӗ пулмалла, пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене асра тытса вӗсене пӑхӑнса пурӑнмалла.
Эрехе пула - пушар // В.КИРИЛЛОВ. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11
Теприсем экрансем ҫине вун-вун сӑнар кӑларсан та асра юлмаҫҫӗ.
Кашни сăнара чун витĕр шăратса кăларнă // Интернетри форумран. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№
Солярисене ҫӳрени те сиенлӗ пулнине асра тытмалла.
Ытлашши хĕвел те сиенлĕ // Эльвира КУЗЬМИНА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.04