Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Сывӑ сăмах пирĕн базăра пур.
Сывӑ (тĕпĕ: сывӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сухаран сывӑ пуҫпа таврӑнас ҫук эсӗ, Агафон, е куҫна ҫапса шӑтарӗ, е уруна каялла ҫавӑрса лартӗ, шӳтлесе тупатӑн-ха эсӗ…

Не уедешь ты, Агафон, с пахоты подобру-поздорову, либо глаз она тебе выбьет напрочь, либо ногу пяткой наперед вывернет, ты дошутишься…

VI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Манӑн чӗре сывӑ мар-ҫке!

— Так у меня же сердце больное!

VI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Лашасем ӳке-ӳке вилнӗ, хӑй вӑл мӗнле сывӑ юлнӑ-ха?

— Лошади разбивались насмерть, а как же он мог уцелеть?

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Сывӑ пул, Ҫеменӗм!

— Прощай, мой Сема!

III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Унӑн сывӑ та тӗреклӗ ӳт-пӗвӗ тӳсеймесӗр йывӑр ӗҫ кӗтнӗ: ҫак ӗҫре каҫ тӗлне халтан кайса киленмелӗх мӗн пур мускулсем сурса ыратчӑр, ҫӗрле кӗтнӗ канӑҫпа пӗрле выртнӑ-выртман, тӗлӗк курмасӑр, лайӑх ҫывӑрма ырӑ ыйхӑ килтӗр.

Все его здоровое, сильное тело жадно просило работы, такой работы, от которой к вечеру в тяжелом и сладком изнеможении ныли бы все мускулы, а ночью вместе с желанным отдыхом немедля бы приходил и легкий, без сновидений сон.

III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Ну, Лукич, сывӑ пул!

— Ну, будь здоров, Лукич!

II сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Сывӑ пулӑр-ха эппин халлӗхе!

Прощевайте покедова!

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Халӗ те чӗрӗ, сывӑ.

Жив, здоров и теперь.

8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех