Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тытӑнчӗҫ (тĕпĕ: тытӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем васкаса апатланчӗҫ те, вутта сӳнтерсе, лашисене кӳлме тытӑнчӗҫ.

Они скоро поужинали, потушили огонь и молча стали запрягать.

VII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Ахӑртнех, лавҫӑсем те хӑрама тытӑнчӗҫ пулӗ.

Должно быть, и подводчикам было жутко.

VII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Пурте хир кӑркки патне пычӗҫ, ӑна пӑхкалама тытӑнчӗҫ.

Все подошли к дрохве и стали осматривать ее.

VI // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Пурте аяккалла пӑхса тилле куҫпа шырама тытӑнчӗҫ, анчах нимӗн те тупаймарӗҫ.

Все стали смотреть вдаль и искать глазами лисицу, но ничего не нашли.

IV // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Ҫеҫенхир тӑрӑх такӑна-такӑна та сике-сике шуйттан ураписем урлӑ та пирлӗ кусма тытӑнчӗҫ, пӗри, ҫавраҫил варрине лексе, кайӑк пек пӗтӗрӗнме пуҫларӗ, пӗлӗтелле ҫӗкленчӗ, унта вара пӑнчӑ пек ҫеҫ тӑрса юлчӗ те часах куҫран та ҫухалчӗ.

По степи, вдоль и поперек, спотыкаясь и прыгая, побежали перекати-поле, а одно из них попало в вихрь, завертелось, как птица, полетело к небу и, обратившись там в черную точку, исчезло из виду.

II // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Ҫавӑнтах курӑксемпе пӗлтӗрхи хытхура кашӑртатма тытӑнчӗҫ, ҫул ҫинче тусан юпи пӗтӗрӗнсе ҫӗкленчӗ, хӑй хыҫҫӑн улӑм ҫӳпписене, шӑрчӑксемпе тӗксене туртса, хуп-хура пӗтӗрӗнсе, пӗлӗте, хӗвеле тӗксӗмлентерсе лартрӗ.

Тотчас же трава и прошлогодний бурьян подняли ропот, на дороге спирально закружилась пыль, побежала по степи и, увлекая за собой солому, стрекоз и перья, черным вертящимся столбом поднялась к небу и затуманила солнце.

II // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Кузьмичовпа Христофор атте тата Егорушка кӳмепе тӑварнӑ лашасенчен ӳкекен сулхӑнлӑ вырӑна кӗҫҫе сарчӗҫ те апат ҫиме тытӑнчӗҫ.

Кузьмичов, о. Христофор и Егорушка сели в жидкой тени, бросаемой бричкою и распряженными лошадьми, на разостланном войлоке и стали закусывать.

II // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Пурте вӗсем, чӑтма ҫук усалскерсем, эрешмен евӗр ҫӑмламас питлӗ те хӗп-хӗрлӗ куҫлӑскерсем, самантрах кӳмене хупӑрласа илчӗҫ, пӗр-пӗрне тӗрткеле-тӗрткелех хыттӑн хӑрӑлтатса вӗрме тытӑнчӗҫ.

Все они, необыкновенно злые, с мохнатыми паучьими мордами и с красными от злобы глазами, окружили бричку и, ревниво толкая друг друга, подняли хриплый рев.

I // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Тӗрлӗ йышши шӑрчӑксем, упа нӑррисем курӑк айӗнче хӑйсен пӗр евӗрлӗн чӑрлатакан кӗввине янратма тытӑнчӗҫ.

Кузнечики, сверчки, скрипачи и медведки затянули в траве свою скрипучую, монотонную музыку.

I // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Ҫул ҫийӗн, хаваслӑн кӑшкӑрса, ҫеҫенхир кайӑкӗсем вирхӗнсе ҫӳрерӗҫ, курӑк ӑшӗнче тыркассем пӗр-пӗрне сас пама тытӑнчӗҫ, сулахайра таҫта аякра текерлӗксем йӗчӗҫ.

Над дорогой с веселым криком носились старички, в траве перекликались суслики, где-то далеко влево плакали чибисы.

I // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Тӗрӗксем йышлӑн пеме тытӑнчӗҫ, вӗсем ҫывхарсах килчӗҫ.

Огонь усиливался, и турки придвигались все ближе…

XV. Курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Икӗ тус пӗр кӗтесе хӗсӗнсе иртнӗ кунсенче Клисурӑпа Бяла Черквара пулса иртнӗ ӗҫсем ҫинчен пӗр-пӗрне тӗплӗн каласа пама тытӑнчӗҫ.

Прижавшись к стене в углу, два товарища подробно рассказали друг другу о событиях, случившихся в Клисуре и Бяла-Черкве в течение последних девяти дней.

XII. Пӗр пӑлханман хула историйӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫапах та нимӗн те тупаймарӗ, вара кӗтӳ ачипе пӗрле курӑк ҫинче шырама тытӑнчӗҫ, хӗрача таврашне те пӑхкаларӗҫ.

Однако он ничего не нашел и вместе с мальчиком-пастушком принялся шарить по земле — и рядом с девочкой, и под нею.

IX. Пулӑшаканни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫаран ҫинчех Бойчо пирки те сӑмахлама тытӑнчӗҫ, Ровоама хаджи ҫав Бойчона ҫапӑҫса вилнӗ терӗ.

На лужайке зашла речь о Бойчо, и госпожа Хаджи Ровоама сказала, что он убит в бою.

VIII. Ҫаран // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Лешсем ҫивӗч шӑлӗсене ӗҫлеттерме те тытӑнчӗҫ.

Те жадно вонзились в хлеб зубами.

III. Ҫурҫӗрелле! // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пӑлхарсем хӑйсем вара ҫапла хушнинчен те тарӑнрах тума тытӑнчӗҫ; ҫавӑн пек иртен-ҫӳренсене вӗсем килӗсенчен хӑвала-хӑвала кӑларчӗҫ, ҫинчен тата тӗрӗксен ҫывӑхри ҫар ушкӑнӗсене пӗлтерсе тӑраҫҫӗ.

Но сами болгары шли еще дальше: они прогоняли таких путников и оповещали о них карательные отряды.

I. Вӑрансан // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫавӑнтах алӑка шаккама тытӑнчӗҫ, ҫӗмӗре пуҫларӗҫ, унтан тискер кайӑк мӗкӗрнӗ пек сасӑ илтӗнсе кайрӗ…

Тотчас же в дверь начали стучать, потом ломиться, и за нею раздался какой-то страшный звериный рык…

XXXVI. Рада // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пӑлхавҫӑсем вӗсене аякранах вӑйлӑн пере-пере кӗтсе илчӗҫ, анчах тӗрӗксем васкаса пемерӗҫ, вӗсем персе тивертме пулнӑ ҫӗре ҫитсен кӑна пеме тытӑнчӗҫ.

Повстанцы издалека встретили их громом ружейных залпов, по турки начали отвечать, лишь приблизившись на расстояние выстрела.

XXXV. Ҫапӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫавӑн пирки малтанхи ӑнӑҫу пӑлхавҫӑсене кӑштах хавхалантарчӗ, вӗсем тӑшмана хирӗҫ пикенсех персе тӑма тытӑнчӗҫ.

Эта первая удача ободрила повстанцев, и они продолжали вести интенсивный огонь против неприятеля.

XXXV. Ҫапӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Аманнисене ҫывӑхри шӑлан тӗмӗсем патне ҫӗклесе кайса вырттарчӗҫ те унтан вӗсем ушкӑнӗпех каялла чакма тытӑнчӗҫ.

Раненых отнесли к оградам ближайших розовых насаждений, и вся толпа стала спешно отступать.

XXXV. Ҫапӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех