Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пулса (тĕпĕ: пул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Темиҫе эрнерен Белогорск крепӑҫӗнчи пурнӑҫ маншӑн аптӑрами кӑна мар, кӑмӑла килекен те пулса тӑчӗ.

Прошло несколько недель, и жизнь моя в Белогорской крепости сделалась для меня не только сносною, но даже и приятною.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк. Пӗрне-пӗри // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Хам ҫак сӑмахсене каланӑ хыҫҫӑн Даша инкен пичӗ мӗнле пулса кайнине эпӗ нихҫан та манас ҫук.

Никогда не забуду, какое лицо сделалось у тети Даши, когда я произнес эти слова.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл, ӗненмен пек пулса, куҫлӑх ҫийӗн ман ҫине пӑхса илчӗ.

Он недоверчиво посмотрел на меня поверх очков.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫак кун вара маншӑн хам пурнӑҫӑмри чи хуйхӑллӑ кунсенчен пӗри пулса юлчӗ.

был одним из самых печальных в моей жизни.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫӗрле эпӗ тарӑхса вӑранса каяттӑм та «ҫук, нихҫан та манран калаҫма вӗренесси пулас ҫук, анне хама пӗрре каланӑ пек, мӗн ӗмӗрлӗхех чӗлхесӗр янавар пулса юлӑп» тесе шухӑшлаттӑм.

По ночам я просыпался в тоске и чувствовал; нет, никогда я не научусь говорить, навсегда останусь уродом, как однажды назвала меня мать.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хӑй патне пӗр курка вӗри шыв илсе пырсан, вӑл куланҫи те пулса пӑхрӗ.

Он даже попробовал улыбнуться, когда я налил ему кружку горячей воды.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Сӗтелли ҫинче апат-ҫимӗҫе, япалана нимӗҫле экономнӑ, тирпейлӗ тыткаласси пуҫ пулса тӑрать иккен, ҫавӑнпа та, пӗр енчен, хӑшпӗр чухне ытлашши хӑна сӗтел хушшине ларасран шикленнипе те пулас, мана гарнизона васкаса ӑсатать ӗнтӗ ку, — тесе шухӑшларӑм эпӗ.

Строгая немецкая экономия царствовала за его столом, и я думаю, что страх видеть иногда лишнего гостя за своею холостою трапезою был отчасти причиною поспешного удаления моего в гарнизон.

Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Хамӑн чи малтанхн шухӑш — атте ан ҫилентӗрччӗ, ирӗксӗр киле тавӑрӑнма тивнине вӑл — ку юри, хӑйӗн сӑмахне итлесшӗн мар пулса таврӑнчӗ, тесе каласран шикленни.

Первою мыслию моею было опасение, чтобы батюшка не прогневался на меня за невольное возвращение под кровлю родительскую и не почел бы его умышленным ослушанием.

Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Халичченех-ха, ӑна хам пурнӑҫра пулса иртнӗ тӗлӗнмелле ӗҫсемпе ҫыхӑнтарса пӑхсассӑн, темле малашнехине пӗлтерекен тӗлӗк пулнӑ пек туйӑнать вӑл мана.

В нем до сих пор вижу нечто пророческое, когда соображаю с ним странные обстоятельства моей жизни.

Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Хайхи пӗлӗт татӑкӗ йывӑррӑн ҫӗкленсе, пысӑк шурӑ пӗлӗт пулса тӑчӗ, ерипен ӳссе ҫитсе, вӑл пӗтӗм тӳпене хупласа илчӗ.

Облачко обратилось в белую тучу, которая тяжело подымалась, росла и постепенно облегала небо.

Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Сӗтел хушшинчен иксӗмӗр пӗтӗмпех ҫывӑх ҫын пулса, туслашса тухрӑмӑр.

Мы встали из-за стола совершенными приятелями.

Пӗрремӗш сыпӑк. Гварди сержанчӗ // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Пӗр минут кӑна каярах ҫавтери хаваслантарнӑ служба халӗ маншӑн пысӑк хурлӑх пек пулса тӑчӗ.

Служба, о которой за минуту думал я с таким восторгом, показалась мне тяжким несчастием.

Пӗрремӗш сыпӑк. Гварди сержанчӗ // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Петербургра службӑра пулса, мӗнех вӗренет вӑл?

Чему научится он, служа в Петербурге?

Пӗрремӗш сыпӑк. Гварди сержанчӗ // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эпӗ ҫапла вӗренсе ҫитереймен ҫын (недоросль) пулса юлтӑм.

Я жил недорослем.

Пӗрремӗш сыпӑк. Гварди сержанчӗ // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Манӑн атте, Андрей Петрович Гринев, ҫамрӑк чухне Миних граф патӗнче службӑра пулнӑ, премьер-майор пулса 17… мӗш ҫулта оставкӑна тухнӑ.

Отец мой Андрей Петрович Гринев в молодости своей служил при графе Минихе и вышел в отставку премьер-майором в 17… году.

Пӗрремӗш сыпӑк. Гварди сержанчӗ // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Мӗн пулса иртнине кӑтартас тесе, кӗпе вӗҫҫӗн чупкаласа ҫӳрекен ырханкка хура ача тунӑ сцена понтоннӑй кӗпер ҫинчи ӗҫпе танлаштарсан мӗн тери уйрӑм та!

Как не похожа была сцена на понтонном мосту за то, что пытался изобразить худенький черный мальчик, метавшийся по комнате в одной рубашке.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫав ҫӑкасем вара пирӗн хула ҫыннисемшӗн ӗмӗр юратакан йывӑҫсем пулса юлчӗҫ.

которые так и остались любимыми деревьями нашего города.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫакӑн хыҫҫӑн мӗнле-ха фаталист пулса каяс мар тейӗн!

После всего этого как бы, кажется, не сделаться фаталистом?

Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Чарӑлса кайнӑ куҫӗсем хӑрушшӑн йӑлтӑртатаҫҫӗ; вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе хӑй чӗтресе илет те, ӗнерхине аса илнӗ пек пулса, хӑйне пуҫӗнчен ярса тытать.

Выразительные глаза его страшно вращались кругом; порою он вздрагивал и хватал себя за голову, как будто неясно припоминая вчерашнее.

Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Пӗлейместӗп пулӗ халӗ: те ӗненетӗп ӗнтӗ эпӗ пӳрнӗ тенине, те ҫук, анчах ҫак каҫхине эпӗ ӑна пӗр иккӗленмесӗрех ӗненнӗ: ҫав тери ӗненмелле пулса тухрӗ-ҫке вӑл, ҫавӑнпа эпӗ хамӑрӑн ватӑ асаттесенчен, вӗсене пулӑшма юратакан астрологинчен кулкаларӑм пулин те, ирӗксӗрех вӗсен ҫулӗ ҫине лекрӗм, анчах эпӗ ҫав хӑрушӑ ҫул ҫинче шӑпах вӑхӑтра чарӑнтӑм, хам нимӗнрен йӗрӗнмен, нимӗскере те курмасӑр ӗненмен йӑлана тытса метафизикӑна аяккалла пӑрса ятӑм та хамӑн ура айне пӑхкаларӑм.

Не знаю наверное, верю ли я теперь предопределению или нет, но в этот вечер я ему твердо верил: доказательство было разительно, и я, несмотря на то, что посмеялся над нашими предками и их услужливой астрологией, попал невольно в их колею; но я остановил себя вовремя на этом опасном пути и, имея правило ничего не отвергать решительно и ничему не вверяться слепо, отбросил метафизику в сторону и стал смотреть под ноги.

Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех