Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫакӑнта (тĕпĕ: ҫакӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Юрӗ, ҫакӑнта алтса чикчӗрех, — шыраса тупма лайӑх пулать», — тесе шухӑшларӗ вӑл.

«Ладно, — подумал он, — пускай зарывают здесь; найти будет нетрудно».

29-мӗш сыпӑк. Гек тӑлӑх арӑма ҫӑлать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

— Тӑхтаса тӑр-ха ҫакӑнта, Гек.

— Ты посиди здесь, Гек.

27-мӗш сыпӑк. Чӗтре-чӗтре хыҫран сыхласа ҫӳрени // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Манӑн хамӑн шухӑш ҫакнашкал: ҫакӑнта киркӑпа кӗреҫе илсе килнӗ ҫынсем пире курчӗҫ пулсан, вӗсем эпир шуйттансем е усалсем, е тата мӗн те пулин ҫавӑн йышшискерсем тесе шутларӗҫ пулӗ.

По-моему, тот, кто принес сюда эти лопаты, должно быть, увидел нас и принял за нечистых духов или призраков.

26-мӗш сыпӑк. Каллех Джо индеец // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫав кирка ӑҫтан килсе лекнӗ-ха ҫакӑнта?

Откуда взялись эта мотыга с лопатой?

26-мӗш сыпӑк. Каллех Джо индеец // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ачасем кашни минутрах пӗр-пӗрне тӗрткелесе тӑчӗҫ, ҫав систермелле тӗрткеленисем: «Халӗ ӗнтӗ эсӗ ҫакӑнта килсе кӗнӗшӗн хӗпӗртетӗн пулӗ?» — тесе ыйтнине пӗлтерчӗҫ, ҫавна кашниех ӑнланчӗ.

Они ежеминутно толкали друг друга локтем — выразительные и очень понятные толчки, которые значили просто: Небось рад теперь, что мы с тобой тут!

26-мӗш сыпӑк. Каллех Джо индеец // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Сасартӑк, тен, ҫакӑнта выртаканни хӑйӗн пуҫ чашкине кӑларӗ те мӗн те пулин калӗ.

А вдруг из ямы высунется череп да скажет что-нибудь!

25-мӗш сыпӑк. Тӑпра ӑшне алтса чикнӗ укҫана тупма тӑрӑшни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ахаллӗн, кам та пулин пирӗн шӑтӑксене курсанах, эпир ҫакӑнта мӗн хӑтланнине тӳрех чухласа илӗҫ те пытарнӑ укҫана хӑйсем кӑларса кайӗҫ.

А то если кто-нибудь увидит эти ямы, сразу поймет, в чем дело, и сам начнет рыть.

25-мӗш сыпӑк. Тӑпра ӑшне алтса чикнӗ укҫана тупма тӑрӑшни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

— Итле-ха, Гек, эпир ҫакӑнта ырлӑх тупсан, эсӗ хӑвӑн ҫур тӳпӳпе мӗн тӑвӑттӑн?

— Скажи, Гек, если мы найдем клад, что ты будешь делать со своей долей?

25-мӗш сыпӑк. Тӑпра ӑшне алтса чикнӗ укҫана тупма тӑрӑшни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫакӑнта Том пуҫне ҫиҫӗм пекех пӗр шухӑш пырса кӗчӗ.

Вдруг Тома словно озарило.

20-мӗш сыпӑк. Том паттӑрла хӑтланни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

— Эсӗ ҫакӑнта мӗне те пулин пӑхнине ӑҫтан пӗлме пултаратӑп-ха эпӗ?

— Почем же я знал, что вы тут делаете?

20-мӗш сыпӑк. Том паттӑрла хӑтланни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӑл пӗр тйвӗҫлӗ ҫынсене ҫеҫ хӑйӗн ырлӑхне кӑтартса пулсан, хӑйӗн ырӑ аллине ҫавсем патнелле ҫеҫ тӑсас пулсан, халӗ ҫакӑнта кулса хӗпӗртекен ҫынсем тата вилсен вӑл пурӑнакан ҫап-ҫутӑ та таса ҫӗре кӗме тивӗҫлӗ ҫынсем сахал пулӗччӗҫ…

Но если бы одни только достойные пользовались его милостями и помощью в трудную минуту, то немногие знали бы, что такое радость на земле и вечный покой на небе.

18-мӗш сыпӑк. Том хӑй курнӑ тӗлӗкӗ ҫинчен каласа кӑтартать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Сасартӑк вӑл чарӑнса тӑчӗ те хӑйне хӑй ҫапла каларӗ: — Ҫавӑ лӑп ҫакӑнта пулнӑччӗ те…

Потом, остановившись, она сказала себе: — Это было как раз вот здесь.

17-мӗш сыпӑк. Пиратсем хӑйсене пытарнӑ ҫӗре пыраҫҫӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

— Анчах вӑл хӑйне ҫакӑнта, ҫӗр ҫинче, пӑртак лайӑхрах тытнӑ пулсан…

— Но вот если бы он тут, на земле, вёл себя хоть чуточку лучше…

15-мӗш сыпӑк. Том тӑван килне вӑрттӑн пырать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Шухӑшласа пӑхатӑп та, эпӗ ӗнтӗ урӑх ҫакӑнта, ҫӗр ҫинче, нихҫан та курас ҫук вӗт, — хам кӳрентернӗ мӗскӗн ачана нихҫан та, нихҫан та, нихҫан та курас ҫук вӗт.

И никогда больше я его не увижу, бедного моего мальчика, никогда, никогда!

15-мӗш сыпӑк. Том тӑван килне вӑрттӑн пырать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӑл хӑй ҫакӑнта пулнӑранпа тем ӗмӗрех иртсе кайнӑ пек туйӑнчӗ ӑна.

Ему казалось, что прошло сто лет с тех пор, как он был здесь.

11-мӗш сыпӑк. Том лайӑх мар ӗҫ тунӑшӑн асапланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫакӑнта, — тенӗ те виҫҫӗмӗшӗ, хунара ҫӳлелле ҫӗкленӗ, ҫавӑнпа унӑн пичӗ ҫине ҫутӑ ӳкнӗ.

— Вот здесь, — сказал третий голос; человек поднял повыше фонарь, и на его лицо упал свет.

9-мӗш сыпӑк. Масар ҫинче пулнӑ трагеди // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫакӑнта вара хӗрарӑмсен тумтирӗсем кӑштӑртатни илтенсе кайрӗ те, приход ҫыннисем вырӑнӗсене ларчӗҫ.

Зашелестели юбки, и поднявшиеся со своих мест прихожане снова уселись.

5-мӗш сыпӑк. Ҫыртакан нӑрӑпа йытӑ ҫури // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫакӑнта асӑннӑ ырӑ япаласемсӗр пуҫне унӑн тата акӑ мӗн-мӗн пуҫтарӑнчӗ: вуникӗ мрамор шарик, шӑхличӗ, витӗр пӑхмалли кӑвак кӗленче катӑкки, ҫип купчашкинчен тунӑ тупӑ, ниме те уҫасшӑн пулман ҫӑраҫҫи, пурӑ катӑкӗ, кӗленчерен тунӑ графин пӑкки, тӑхлан салтак, икӗ йытпулли, ултӑ шатлатмаллли япала, хӑрах куҫлӑ кушак ҫури, пӑхӑртан тунӑ алӑк хӑлӑпӗ, йытӑ валли мӑйкӑҫ, — анчах унӑн йытти пулман, — ҫӗҫӗ аври, апельсин хупписем тата кивӗ те ҫӗмрӗк чӳрече рами.

Кроме уже перечисленных богатств, у него имелось: двенадцать шариков, сломанная губная гармоника, осколок синего бутылочного стекла, чтобы глядеть сквозь него, пустая катушка, ключ, который ничего не отпирал, кусок мела, хрустальная пробка от графина, оловянный солдатик, пара головастиков, шесть хлопушек, одноглазый котенок, медная дверная ручка, собачий ошейник без собаки, черенок от ножа, четыре куска апельсинной корки и старая оконная рама.

2-мӗш сыпӑк. Пит аван маляр // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӑрҫӑччен ҫакӑнта эп утса ҫӳренӗ, вылянӑ, кулнӑ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

20 ытла ҫӗршывпа ӗҫлерӗмӗр,экспорт мӗн иккенне, суту-илӳ йӗркине, саккунӗсене ҫакӑнта вӗрентӗм.

Куҫарса пулӑш

Надина Джавадова: «Ӑнӑҫуллӑ пулас тесен – вӗренмелле» // Вера Александрова. «Сувар», 2019.05.27, http://suvargazeta.ru/news/intervyu-statyasem/nadina-dzhavadova-anaculla-pulas-tesen-vrenmelle

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех