Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ячӗпе (тĕпĕ: ят) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Библиотека директорӗ А. Овчинникова та пухӑннисене уяв ячӗпе саламларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ырӑ кӑмӑл-туйӑм хуҫаланчӗ // А. ИВАНОВА. «Авангард», 2019.06.04

Уяв ячӗпе район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ, финанс пайӗн начальникӗ С. Чернова, экономика, ял хуҫалӑх, ҫӗр тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен пайӗн начальникӗ Л. Кузнецов, вӗрентӳ, ҫамрӑксен политики, физкультурӑпа спорт управленйӗн начальникӗ И. Рубцова, Чӑваш Республикин ӗҫ министерствин районти халӑха социаллӑ пулӑшупа тивӗҫтерекен учреждени директорӗ, ача прависен уполномоченнӑйӗ А. Воробьева тата ыттисем те саламларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ырӑ кӑмӑл-туйӑм хуҫаланчӗ // А. ИВАНОВА. «Авангард», 2019.06.04

Тимирязев ячӗпе хисепленсе тӑракан ялхуҫалӑх академинчен вӗренсе тухнӑ Петров колхоза таврӑннӑ.

Петров, окончив сельскохозяйственную академию имени Тимирязева, вернулся в колхоз.

Вӗсем пӗлеҫҫӗ // Иван Мучи. Иван Мучи. Кулӑшла калавсем: Калавсем, фельетонсем. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1982. — 175–176 с.

Упукушкӑнче ҫуралса ӳснӗ, хӑй вӑхӑтӗнче районти милици уйрӑмӗнче ӗҫленӗ ҫыншӑн хӗрлӗчутайсем пӗрле кар тӑрса ытларах сасӑланӑран халӗ Шупашкарта пирӗн ентеш ячӗпе хисепленекен урам пур.

Куҫарса пулӑш

Ентешӗн палӑкне уҫнӑ // А.КАРПОВА. Пирӗн пурнӑҫ, 2019.05.17

Шупашкарта халӗ пирӗн ентеш, Совет Союзӗн Геройӗ Алексей Логинов ячӗпе хисепленекен урам пур.

Куҫарса пулӑш

Ентешӗн палӑкне уҫнӑ // А.КАРПОВА. Пирӗн пурнӑҫ, 2019.05.17

Хальхи вӑхӑтра Георгий Рязаньти В.Ф.Маргелов арми генералӗ ячӗпе хисепленекен сывлӑшпа десант ҫарӗсен аслӑ училищинче пӗрремӗш курсра пӗлӳ илет.

Куҫарса пулӑш

Кив Ирчемес каччи Хӗрлӗ площадьри парада хутшӑннӑ // А.КАРПОВА. Пирӗн пурнӑҫ, 2019.05.31

Каҫхи вара учительпе вӗренекенӗ киле киличчен Мускавра хӑйсем тӗллӗн курса ҫӳренӗ, Ҫӗнтерӳ кунӗ ячӗпе пулнӑ илемлӗ фейерверксем пӑхса савӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Историпе ҫырнӑ проектне Мускавра хӳтӗленӗ // А.КАРПОВА. Пирӗн пурнӑҫ, 2019.05.31

Сире Анне кунӗ ячӗпе пӗтӗм чунтан саламлатӑп!

От всей души поздравляю вас с Днем матери!

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Анне кунӗ ячӗпе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. http://m.tavanen.ru/%D0%BF%D0%BE%D0%B7%D ... %D0%B1-13/

Унтан районти кашни предприяти Ҫӗнтерӳҫӗ салтаксем ячӗпе палӑк умне чӗрӗ чечексем, кӑшӑлсем хучӗҫ.

Затем во имя воинов-победителей каждое предприятие района возложил к памятнику живые цветы и гирлянды.

Паттӑрлӑха асра тытса, Ҫӗнтерӗве халалласа // Пурнӑҫ ҫулӗпе. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2019.05.09, http://alikovopress.ru/pattarlaxa-asra-tyitsa,-centereve-xalallasa.html

Ҫуркуннепе Ӗҫ уявӗ ячӗпе тӳпенелле вӗҫтерсе янӑ хӑмпӑсем вара кашнин чӗринче ырӑ туйӑм ҫуратрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӗл вӗҫрӗҫ ялавсем, шӑранчӗҫ юрӑсем // А. ЕГОРОВА. «Авангард», 2019.05.07

Саврӑшпуҫӗнчи Культура ҫурчӗн директорӗ А.В.Иванов пурне те уяв ячӗпе саламланнӑ, праҫнике хастар хутшӑннӑшӑн тав тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Саврӑшпуҫсем ӗҫлесе те, канса та ӗлкӗреҫҫӗ // Вера Александрова. http://suvargazeta.ru/news/aksu-aksubaev ... -ta-lkrecc

Иоанн атте Мӑнкун ячӗпе кӗлӗ вуланӑ, ҫӑла светить тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Саврӑшпуҫсем ӗҫлесе те, канса та ӗлкӗреҫҫӗ // Вера Александрова. http://suvargazeta.ru/news/aksu-aksubaev ... -ta-lkrecc

Иоанн атте Мӑнкун ячӗпе кӗлӗ вуланӑ, ҫӑла светить тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Саврӑшпуҫсем ӗҫлесе те, канса та ӗлкӗреҫҫӗ // Вера Александрова. http://suvargazeta.ru/news/aksu-aksubaev ... -ta-lkrecc

Халӑх тарҫисем ку ыйтупа хирӗҫ каламан, тӑкӑрлӑка паллӑ ученӑй ячӗпе хисеплеме йышӑннӑ.

Слуги народа по этому вопросу против не высказывались, приняли считать переулок именем известного учёного.

Муринӑри тӑкӑрлӑка Никита Бичурин ятне панӑ // Никита Сурский. https://chuvash.org/news/21920.html

Ленинград облаҫӗнчи Всеволожск районӗнчи Мурино поселокӗнчи пӗр тӑкӑрлӑк малашне Чӑвашран тухнӑ паллӑ ӑсчах, китаевед, востоковед Никита Яковлевич Бичурин ячӗпе хисепленӗ.

Один переулок в посёлке Мурино Всеволжского района Ленинградской области отныне будет называться по имени известного мыслителя, китаеведа, востоковеда Никиты Яковлевича Бичурина родом из Чувашии.

Муринӑри тӑкӑрлӑка Никита Бичурин ятне панӑ // Никита Сурский. https://chuvash.org/news/21920.html

Кашни ҫулах йӗркелекен турнира районта пуҫласа классикӑллӑ тата ирӗклӗ майпа кӗрешекенсен секцине йӗркелесе янӑ пӗрремӗш кӗрешӳҫӗсене хатӗрленӗ ентешӗмӗр Петр Георгиевич Матросов ячӗпе ирттереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Петр Матросов парнисене тивӗҫрӗҫ // А.МАРИЯН. http://kasalen.ru/2019/03/26/%d0%bf%d0%b ... c%d1%80ec/

Юбилей ячӗпе саламланӑ май, район администрацийӗн пуҫлӑхӗ А. Кузнецов, кунти социаллӑ аталану тата архив ӗҫӗн пайӗн начальникӗ Р. Осипова, «Трак ен» ентешлӗхӗн председателӗ, район депутачӗсен Пухӑвӗн председателӗ А. Львов, Чӑваш халӑх поэчӗ Ю. Сементер, Кӗҫӗн Шетмӗ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Г. Ефимова Кӗҫӗн Шетмӗри кану центрӗ ку тӑрӑхшӑн чӑн-чӑн культура вучахӗ пулнине палӑртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӗҫӗн Шетмӗри кану ҫуртне — 45 ҫул // В. Ильина. «Ял пурнӑҫӗ», 2019.02.22

Валентина Ильинична коллектива юбилей ячӗпе ӑшшӑн саламларӗ, ӑнӑҫусем сунчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗҫӗн Шетмӗри кану ҫуртне — 45 ҫул // В. Ильина. «Ял пурнӑҫӗ», 2019.02.22

Аппасене педучилищӗре Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе кӑштах сахӑр панӑ пулнӑ.

Сестрам в педучилище в честь Нового года дали немного сахара.

Сахӑр катӑкӗ // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7332.html

Социализмлӑ реализм меслечӗ иртнипе хальхине те пуласси ячӗпе уҫса кӑтартма хушать.

Метод социалистического реализма требует, чтобы прошлое и настоящее было раскрыто во имя будущего.

1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех