Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Анне кунӗ ячӗпе саламлани (2017)

Автор: Михаил Игнатьев

Ҫӑлкуҫ: http://m.tavanen.ru/%D0%BF%D0%BE%D0%B7%D ... %D0%B1-13/

Хушнӑ: 2019.05.20 12:36

Пуплевӗш: 18; Сӑмах: 251

Текст тӗсӗ: Салам сӑмахӗсем

Вырӑсла Тема: Ҫемье

Хаклӑ хӗрарӑмсем!

Сире Анне кунӗ ячӗпе пӗтӗм чунтан саламлатӑп!

Анне кунӗ – ҫутӑран та ҫутӑ, таса, чуна хумхантаракан уявсенчен пӗри, ҫав ытарми вӑхӑтра эпир ачасене пӑхса ҫитӗнтерекен мӗнпур хӗрарӑма чунтан хисеплесе ӑшпиллӗн тав тӑватпӑр. Вӗсен ачаш аллисем кил вучахне типтерлӗн сыхласа упраҫҫӗ, пепке тивӗҫлӗн ӳссе ҫитӗнекен тата унӑн тавракурӑмӗ йӗркеленекен кил-ҫурта хӑтлӑх кӳреҫҫӗ.

Пирӗнтен кашнийӗншӗнех анне – пурнӑҫри чи хаклӑ ҫын. Вӑл яланах пулӑшма хатӗр шанчӑклӑ тус та, ҫӗнӗ ҫитӗнӳсемпе ҫӗнтерӳсем тума хавхалантаракан пӗрремӗш вӗрентекен те. Ача амӑшӗн ырми-канми тата яваплӑ ӗҫӗ лайӑх шайри социаллӑ пулӑшӑва тивӗҫ.

Ҫемье институтне ҫирӗплетесси тата ҫемье хаклӑхӗсене сыхласа упрасси, амӑшлӑхпа ачалӑха сыхласси яланах патшалах политикин тӗп ҫул-йӗрӗсен шутӗнче. Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинӑн йышӑнӑвӗпе Чӑваш Республики виҫҫӗмӗш тата ун хыҫҫӑнхи ачасене кашни уйӑхра паракан тӳлев валли уйӑракан федераци укҫи-тенкине 2018 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа илсе тӑма тытӑнать. Пирӗн ҫемьесем ҫирӗп те сывӑ, телейлӗ пулччӑр тесе республика Правительстви хӑй ҫине илнӗ тивӗҫсене малалла та йӗркеллӗн пурнӑҫласа пырӗ.

Аннен ҫутӑ та таса сӑнарне чыс тунипе пӗрлех пирӗн шанчӑклӑ кил хуҫисӗр ачана кирлӗ пек пӑхса ҫитӗнтерме, ҫемьене телейлӗ тума май ҫукки ҫинчен те манмалла мар. 2017 ҫула Чӑваш Енре Амӑшӗпе Ашшӗн ҫулталӑкӗ тесе пӗлтернӗ. Пирӗн хаклӑ хӗрарӑмсемшӗн арҫыннӑн ҫирӗп те тӗреклӗ хулӗ пурнӑҫра яланах шанчӑклӑ тӗрев пултӑр.

Юратнӑ аннесем! Пире пурнӑҫ тата вӗҫсӗр-хӗрсӗр юрату парнеленӗшӗн эпир сирӗн умӑрта тӳлесе татайми парӑмра. Витӗмлӗ пулӑшӑвӑршӑн, ачаш та ырӑ кӑмӑллӑ пулнӑшӑн, пире ӑнланнӑшӑн тата пысӑк ӑслӑ пулнӑшӑн сире чун-чӗререн тайма пуҫ. Сирӗн килӗрте яланах килӗшӳпе тӑнӑҫлӑх хуҫаланччӑр! Пурсӑра та ҫирӗп сывлӑх, телей тата йӑл кулӑпа савӑнӑҫ пиллекен самантсемпе май пур таран ытларах юп курма сунатӑп!

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех