Шырав
Шырав ĕçĕ:
Володя картиш варринче хӑй умӗнче икӗ аллипе хӗрлӗ ҫӑлтӑрлӑ пысӑк та илемлӗ самолет тытса, мӑнаҫлӑн хавхаланса тӑрать.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Оленин, ун хыҫӗнчен крыльца ҫине тухса, пӑшал хӗлхемӗсем йӑлтӑртатнӑ еннелле, ҫӑлтӑрлӑ тӗттӗм тӳпе ҫине ним чӗнмесӗр пӑхса тӑчӗ.
XXVIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Хура пӗлӗт, хӗвеланӑҫнелле тӑсӑлса, хӑйӗн таткаланса пӗтнӗ хӗрринчен ҫӑлтӑрлӑ таса тӳпене уҫса кӑтартрӗ, уйӑхӑн пуҫхӗрлӗ ҫавӑрса лартнӑ ылтӑн мӑйраки тусем ҫийӗнче йӑмӑх хӗрлӗн ҫуталса илчӗ.
VIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Хура пӗлӗт, тусемпе пӗрлешсе кайса, хӑйӗн кукӑр-макӑр хӗррисемпе ҫӑлтӑрлӑ тарӑн тӳперен пачах уйрӑм курӑнать, вӑл ҫилсӗрех ерипен малалла та малалла шуса пырать.
VIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Хӑйне йӗрлекенсем чарӑнас ҫуккине сиссех тӑнӑ вӑл, ку урамра пулмасан, тепӗр урамра хуса ҫитӗҫ те персе пӑрахӗҫ тесе шухӑшланӑ вӑл, — ҫитменнине, каҫӗ те тата ҫӑлтӑрлӑ, уяр.
XII. Пӗр пӑлханман хула историйӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Уйӑх аннӑ, ҫӑлтӑрлӑ тӳпене пӑхса шӑппӑн калаҫаҫҫӗ.Укрывшись плащами, люди негромко переговаривались, устремив глаза в безлунное звездное небо.
ХХХIII. Каҫ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫур ҫӗр иртсен ҫӑлтӑрлӑ тӳпе тӑрӑх ҫумма-ҫуммӑн хура ҫӑра пӗлӗтсем чупма пуҫларӗҫ, кӗркуннехи пек йӑлӑхтармӑш, вӗтӗ ҫумӑр вӗтӗртетрӗ, часах вара ҫеҫен хирте тарӑн та нӳрлӗ нӳхрепри пекех тӗттӗм, сулхӑн та шӑп пулса тӑчӗ.
VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Куҫҫульпе епресе тӑракан ҫурма хупӑннӑ куҫӗсемпе вӑл ҫӑлтӑрлӑ тӳпе ҫинелле пӑхать, улӑм тата ҫеҫенхир шӑрши ҫапакан сывлӑша сывла-сывла ҫӑтать, пӗтӗм йӗри-тавралӑх ӑна ҫав тери илемлӗ те ансат пек туйӑнать…
23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫил хӑшпӗр тӗлте пӗлӗтсене сирнӗ те, пӗлӗт хушӑкӗсенчен пӗрер-икшер ҫӑлтӑрлӑ сенкер тӳпе татӑкӗсем курӑнкалаҫҫӗ.
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Ҫынсем вара ҫӑлтӑрлӑ тӳпене пӑхсанах «Мӗн ку ҫав тери ҫутӑ ҫунать, сӳнме пӗлмест. Мӗнле ҫӗнӗ ҫӑлтӑр ҫуралчӗ-ши?» теччӗр.
39-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫӑлтӑрлӑ тӳпене пӑхатӑн та ҫӗр ҫинчи илем ӑҫтан, мӗнрен килнине ӑнланма пуҫлатӑн: акӑ Ала ҫӑлтӑр, акӑ Малая, лере, ав, Тельца, Геркулес, Дракон, Козерог ятлӑ ҫӑлтӑрсен ушкӑнӗсем.
39-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Кӑшт ҫеҫ кивелнӗ, хӗрлӗ ҫӑлтӑрлӑ пилотка ӑна лӑп та шӑп пулчӗ, тӑхӑнасса та вӑл ӑна ҫар уставӗнче кӑтартнӑ пек, куҫхаршинчен пӗр икӗ пӳрне хӑварса сулахай тӑнлавӗ ҫине пусарах лартса, тӑхӑнса ҫӳретчӗ.
19-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Маша хӑй палланӑ хӗрлӗ ҫӑлтӑрлӑ пилоткӑна вӑрахчен пӑхса тӑчӗ.Маша долго рассматривала знакомую пилотку с красной звездочкой.
18-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Хальхинче Степа кӗсье тӗпӗнчен хӗрлӗ ҫутӑ ҫӑлтӑрлӑ симӗс сукна пилотка туртса кӑларчӗ те Машӑна тӑсса пачӗ.
18-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӗсем ире ним пӑлханмасӑр кӗтсе илмеҫҫӗ; ҫӑлтӑрлӑ, ӑшӑ каҫсене те ним туйӑмсӑр ирттермеҫҫӗ.Не встречали они равнодушно утра; не могли тупо погрузиться в сумрак теплой, звездной, южной ночи.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Час-часах ҫулла, лӑпкӑ та пӗлӗтсӗр, ҫӑлтӑрлӑ каҫхине, ҫывӑрса каятӑн та: ыран ирхинехи шевле ҫутинче уй-хирте мӗнле лайӑх пулать-ши, тесе шухӑшлатӑн.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Петя йӗс меридианлӑ глобуссене, ҫӑлтӑрлӑ пӗлӗтӗн хура карттине тӗлӗнсе пӑхать.
XXX. Хатӗрлемелли класра // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Матрос ҫӑлтӑрлӑ пӗлӗте курчӗ, анчах вӑл мӗн иккенне ӑнланмарӗ.
XVI. «Башеннӑй, пер!» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ун ҫипуҫӗ яланхи пекех тирпейлӗ, пиҫиххине тӑп кӑна туртса ҫыхнӑ, хӗрлӗ ҫӑлтӑрлӑ шукӑль пилотка тӑхӑннӑ.Как всегда аккуратный, подтянутый, в щегольской пилотке с красной звездой.
10 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Водохранилище тӗлӗнче, чӗмсӗр шывӑн кӗленчи ҫинче, ҫӑлтӑрлӑ пӗлӗт хуллен ҫаврӑнать.А над водохранилищем, над молчаливой стеклянной водой медленно поворачивалось звездное небо.
2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950