Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

упранса (тĕпĕ: упран) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шӑнтнӑ чухне сивӗпе мӗнпур микроорганизм пӗтет, усӑллӑ япаласем туллин упранса юлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

ТӖРӖС АПАТЛАННИ СЫВЛӐХШӐН ПӖЛТЕРӖШЛӖ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.09.28. 38№

Авалтан упранса юлнӑ халӑх вӑййисене выляҫҫӗ, юрлаҫҫӗ, такмаклаҫҫӗ, юмах-халап юптараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Вӗсен те хӑйсен йӑли-йӗркисем упранса юлнӑ.

И у них остались свои обычаи.

Уяв // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

Сирӗн сипетпе чӗрӗлӗх упранса тӑрать, сирӗн рехетпе савӑнса пурӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сӑвап (1) // халӑх пултарулӑхӗ. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 12 с.

Фильм сценарийӗ упранса юлнӑ.

Сценарий фильма сохранился.

Малтанхи чӑваш фильмӗсем // Надежда РОДИОНОВА. «Урал сасси», 2016.06.22

Пӗтӗм чӑвашсен Ҫимӗкне килнӗ Чӑваш Енӗн культура министрӗн ҫумӗ Вячеслав Оринов ҫапла палӑртрӗ: «Ку уявра халӑх чунӗ палӑрать. Хӑйӗн йӑли-йӗркипе, пултарулӑхӗпе вӑл ачасене те аслисене те ваттисене те пӗрлештерет. Уяв тӗллевӗ — пирӗн мӑн асаттесем ӗмӗр-ӗмӗр хушшинче туптаса хӑварнӑ авалхи чӑваш культуринче упранса юлнӑ пахалӑха упраса хӑварасси. Ку вӑл тункатана пуҫ ҫапнине тавӑрни мар, ку вӑл пирӗн истори, пирӗн культура, пирӗн пурнӑҫ».

Присутствовавший на Всечувашском Симеке заместитель министра культуры Чувашии Вячеслав Оринов заметил: «В этом празднике проявляется душа народа. Своими традициями и творчеством он объединяет и детей, и взрослых, и стариков. Цель праздника — сохранить то драгоценное, что имеется в древней чувашской культуре, ковавшейся веками нашими предками. Это не возрождение язычества, это наша история, наша культура, наша жизнь».

«Чемен картинче» пӗтӗм чӑвашсен Ҫимӗкӗ иртрӗ // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/12773.html

Юрать, сӑвви тетрадь ҫинче те упранса юлнӑ! Ҫавӑн хыҫҫӑн Юрий Сементерпе тӗл пултӑмӑр.

Ладно копия стиха сохранилась в тетради! После этого мы встретились Юрием Семендерем.

Кам ҫине кӑвар сиксе ӳкнӗ, ҫавӑн ҫунмалла, е Амӑшӗн пехилӗ пурнӑҫланса пырать // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Чунлӑхпа ҫынлӑх, кӑмӑл-сипет унра упранса юлнӑ.

В ней сохранились душевность и человечность, эстетичность.

Ҫынсем ун патне туртӑнатчӗҫ // Сантӑр АКСАР. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Анчах пирте те «чувашизм» упранса юлайнӑ.

Однако и в нас сохранились «чувашизмы».

Чӑваш сӑмахлӑхӗн те черечӗ ҫиттӗрех // Денис ГОРДЕЕВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Вӑрӑсене шырамашкӑн телефонра упранса юлнӑ «йӗрсем» кирлӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Чее те ӑслӑ, питӗ сӗмсӗр... // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Ниме йӑли-йӗрки те упранса юлнӑ пирӗн.

И обряд коллективной помощи у нас сохранился.

Йӗри-тавра пӗве, пусӑра шыв ҫук... // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Ҫавӑн пекех чӑвашлӑх та кашни ҫемьере упранса юлса, малашлӑхра вӑй илессе шанас килет.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Сурӑм шкулӗ чӑвашлӑха аталантаракан ҫемьесене палӑртрӗ // Алина. http://chuvash.org/news/12258.html

23. Канӑҫлӑх паракан Турӑ Хӑй сире пӗтӗмпех тасаттӑр; Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр килнӗ тӗле сирӗн сывлӑшӑр та, чунӑр та, ӳтӗр те пӗтӗмпе тӗрӗс-тӗкел, пӗр айӑпсӑр упранса тӑтӑр.

23. Сам же Бог мира да освятит вас во всей полноте, и ваш дух и душа и тело во всей целости да сохранится без порока в пришествие Господа нашего Иисуса Христа.

1 Фес 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хӑй нумай ырӑлӑхлӑ пулнӑран, Иисус Христос вилӗмрен чӗрӗлсе тӑни урлӑ Вӑл пире ҫӗнӗрен ҫуратса хамӑр валли тӳпере упранса тӑракан ҫӗрми, таса, иксӗлми еткер илессине иккӗленмесӗр шанса тӑма панӑ.

по великой Своей милости возродивший нас воскресением Иисуса Христа из мертвых к упованию живому, 4. к наследству нетленному, чистому, неувядаемому, хранящемуся на небесах для вас,

1 Пет 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

37. Ҫӗнӗ эрехе те никам та кивӗ сӑран хутаҫа тултармасть; апла тусассӑн ҫӗнӗ эрех кивӗ сӑран хутаҫа ҫурса ярӗ те, эрехӗ те юхса тухӗ, хутаҫӗ те сая кайӗ; 38. ҫӗнӗ эрехе ҫӗнӗ сӑран хутаҫа тултарас пулать, вара иккӗшӗ те упранса юлӗ.

37. И никто не вливает молодого вина в мехи ветхие; а иначе молодое вино прорвет мехи, и само вытечет, и мехи пропадут; 38. но молодое вино должно вливать в мехи новые; тогда сбережется и то и другое.

Лк 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Ҫӗнӗ эрехе те кивӗ сӑран хутаҫа тултармаҫҫӗ; апла хутаҫӗ ҫурӑлать те, эрехӗ те юхса тухать, хутаҫӗ те сая каять; ҫӗнӗ эрехе ҫӗнӗ сӑран хутаҫа тултараҫҫӗ, вара иккӗшӗ те упранса юлать, тенӗ.

17. Не вливают также вина молодого в мехи ветхие; а иначе прорываются мехи, и вино вытекает, и мехи пропадают, но вино молодое вливают в новые мехи, и сберегается то и другое.

Мф 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

48. Манӑн халӑхӑмран хӑшӗсем Манӑн сӑваплӑ ҫӗрӗм ҫинче юлаҫҫӗ, ҫавсем упранса юлӗҫ.

48. Но которые оставлены от народа твоего, это те, которые находятся внутри пределов Моих.

3 Езд 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Е тата Эсӗ пурӑнтарас теменни епле упранса юлайтӑр?

Или бы как сохранилось бы то, что не было призвано Тобою?

Ӑсл 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

21. Эппин, патшан кӑмӑлӗ пулсассӑн, Кир патшан кӗнекисем упранса тӑракан ҫӗрте шыраса пӑхчӑр, 22. Иерусалимра Ҫӳлхуҫа Ҫуртне Кир патша ирӗкӗпе туни палӑрсассӑн, патша хуҫамӑр кӑмӑл тусассӑн, пире ҫакӑн ҫинчен пӗлтермелле пултӑрччӗ» тенӗ ҫырура.

21. Итак, царь, если угодно, пусть поищут в царских книгохранилищах Кира, 22. и если окажется, что строение дома Господня в Иерусалиме производилось по воле царя Кира, и угодно будет это господину царю нашему, пусть дано будет нам знать о том.

2 Езд 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Вӑл паян кун та Авиезер Офринче упранса ларать.

Он еще до сего дня в Офре Авиезеровой.

Тӳре 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех