Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

мӑй сăмах пирĕн базăра пур.
мӑй (тĕпĕ: мӑй) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Майӑн 24-мӗшӗнче эпир ҫула мӑй Ямполь — Маков чугун ҫулӗ ҫинчи кӗпере тата Глуховпа Маков хушшинчи лашапа ҫӳремелли ҫул кӗперне сывлӑша сирпӗнтерсе хӑвартӑмӑр та Путивль районне тухрӑмӑр.

24 мая, взорвав по пути железнодорожный мост на перегоне Ямполь — Маков и гужевой мост на дороге Глухов — Маков, партизанское соединение вышло в Путивльский район.

Клевень шывӗ хӗрринчи лагерь // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Пӗри шурӑ мӑй ҫине, тепри, панцыре шӑтарса, Эвтибида кӑкӑрӗ ҫине тӑрӑнса ларнӑ.

Одна вонзилась в шею, а другая, пробив серебряный панцирь, в грудь Эвтибиды.

XXI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Унтан мӑй ҫыххи туса ҫака-ҫака яраҫҫӗ.

И потом надевали себе на шею.

Эпӗ хӗрачапа чутах ҫапӑҫаттӑм // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

— Пачпорт мар, мӑй ҫинчи хӗресе ыйтать, — тӳрлетрӗ Илюха.

— Не пачпорт, а крест на шее, — поправил Илюха.

1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Ҫапла майпа хӑйӗн шӑм-шаккине ҫемҫетсе тарлама пуҫласан, вӑл мӑй таранах бассейна кӗрсе тӑчӗ.

Проделывав гимнастические упражнения и тем вызвав пот, он опустился в бассейн по шею.

VII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Буратино мӑй таран курӑк хушшинче унӑн хыҫҫӑн чупать, йӗпе курӑксем ӑна питҫӑмартийӗсенчен ҫатлаттарса юлаҫҫӗ.

Буратино бежал за ней по траве; мокрые кашки хлестали его по щекам.

Буратино Ухмахсен Ҫӗршывне пырса лекет // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Кӗҫени Матвин сылтӑм аллине шыраса тупрӗ те ӑна, мӑй ҫывӑхӗнчи кӑлт-кӑлт юн тымарӗ тӗлӗнче шӑппӑн выртаканскере, танлӑн, тав тунӑн чӑмӑртарӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫурӑма ҫӳҫентермелле кӑтӑкласа, мӑй тӑрӑх, унтан хул калаккисем хушшипе йӑрлатса юхса анчӗ.

По шее стекла струйка крови и неприятно защекотала спину меж лопаток.

32 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Авалхи кӗмӗл тенкӗсемпе, нухратсемпе илемлетнӗ мӑй ҫакки ҫыхса янӑ, юр пек шурӑ кӗрӗкӗн аркине икӗ йӑрӑм урӑх тӗспе тӗрленӗ.

Ожерелье из старинных серебряных монет и сердак — белоснежная куртка с двумя бортовыми полосами цветной вышивки.

1 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Казармӑна кӗрсен, хӑйне евӗрлӗ йывӑр сывлӑш, темиҫе ҫӗр ҫын харлаттарса ҫывӑрнӑ сасӑ мана хытӑ тӗлӗнтерчӗ, хамӑра ертсе пыракан салтакпа пуринчен малта нарсем хушшипе ҫирӗппӗн пуса-пуса утакан Зухин хыҫҫӑн пынӑ мӑй, эпӗ кашни рекрут ҫине ҫӳҫенчӗклӗн пӑха-пӑха илтӗм, кашнинех Семеновӑн ман асра юлнӑ сарлака та тӗреклӗ кӗлеткипе танлаштартӑм, эпӗ унӑн кӑвакарнӑ ҫӳҫӗ тӑрмаланчӑк пулнине, шурӑ шӑлӗсене, йӑлтӑркка куҫӗсем салхуллӑ пулнине астӑватӑп.

Вступив в казарму, меня поразил особенный тяжелый запах, звук храпения нескольких сотен людей, и, проходя за нашим проводником и Зухиным, который твердыми шагами шел впереди всех между нарами, я с трепетом вглядывался в положение каждого рекрута и к каждому прикладывал оставшуюся в моем воспоминании сбитую жилистую фигуру Семенова с длинными всклокоченными, почти седыми волосами, белыми зубами и мрачными блестящими глазами.

ХLIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— Мана хисепе хунӑшӑн, савнӑ чунӑм, сире хытӑ тав тӑватӑп; Михайло князь килменни пирки асӑнтӑр та, ун пирки мӗнех калӑн-ха… унӑн яланах мӑй таран ӗҫ; тата калас-тӑк, карчӑкпа ларасси ӑна кӑмӑллах та мар пулӗ?

— Очень вам благодарна, моя милая, за вашу внимательность; а что князь Михаило не приехал, так что ж про то и говорить… у него всегда дел пропасть; да и то сказать, что ему за удовольствие с старухой сидеть?

XVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Вӗсем хыҫҫӑн вӗтӗ шӑрҫасемпе илемлетнӗ мӑй ҫыххиллӗ Чиперкке, нухрачӗсене чӑнкӑртаттарса, хаваслӑн чупса тухрӗ.

Вслед за ним, в бисерном ошейнике, побрякивая железкой весело выбежала Милка.

VI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ман хулпуҫҫисем ҫумне ҫунатсем ӳссе ларнӑ, урасенче — кӗмӗл чӗрне, мӑй ҫинче — ылттӑн ҫилхе.

У меня на плечах выросли крылья, на ногах — серебряные когти, на шее — золотая грива.

Виҫӗ сунарҫӑ // Михаил Андреев. Казах юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 60 с. — 40–44 с.

Мӑй таранах ҫисе тултарнӑ хыҫҫӑн, эпӗ хамӑн аттӑмсене ҫупа сӗрсе хума шухӑшларӑм.

Пришло мне в голову этим салом смазать свои сапоги.

Хӗрӗх юмах // Михаил Андреев. Казах юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 60 с. — 5–11 с.

Шавлаҫҫӗ, хавассӑн калаҫаҫҫӗ, кашниннех мӑй таран ӗҫ — кун пекки туй умӗн ҫеҫ пулать.

Веселая суматоха, сутолока, у всех хлопот по горло — такое бывает только перед свадьбой.

63 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Ачан пысӑк пуҫӗ ҫинҫешке мӑй ҫинче аран ҫеҫ тытӑнса тӑрать тейӗн.

Крупная голова ребенка, казалось, чудом держалась на тоненькой шейке.

Тӗлӗнмелле американец // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Эх, хутшӑнма мӑй пулнӑ пулсассӑнччӗ!

Эх, если бы можно было вмешаться!

23 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Пӗррехинче, каҫхи линейка хыҫҫӑн, эпӗ: — Суржикпа Колышкин, ҫывӑрас умӗн мӑй пӑтӑмӑр кӗрсе тухӑр-ха, — терӗм.

Однажды после вечерней линейки я сказал: — Суржик и Колышкин, перед сном зайдите ко мне.

19 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Келлин ӗҫӗсем мӑй таранах пулнӑ, анчах вӗсем ӑнман.

Дел у Келли было выше головы; к тому же ему не повезло.

III // В.Г. Шильдяков. Джек Лондон. Мексикенец: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 52 с. — 6–51 с.

Ильсеяр вӗсене хаваслансах сывпуллашма вӗрентнӗ пулӗччӗ, анчах халӗ вӑхӑт ҫук, ҫавӑнпа вӑл, Актуша мӑй ҫыххинчен тытса, батальон патне чупрӗ.

— Ильсеяр с удовольствием научила бы их прощаться, но сейчас ей было некогда, и она, схватив Актуша за ошейник, побежала к батальону.

XVII // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех