Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл хытӑ шухӑша кайнипе Рубцов-Емницкий мӗн тухса каланине те асӑрхамарӗ, юлашки сӑмахӗсене анчах илтсе юлчӗ: «Эпир, кӑмӑл тумашкӑн, Сергей Тимофеевича хытӑ шанатпӑр, вӑл пулӑшнипе хамӑр ҫул ҫинчи кирек мӗнле йывӑрлӑха та сирсе ярӑпӑр».
XI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Чунӗ тулашнипе, хӑй те асӑрхамарӗ вӑл, карланкине, пӑвӑннӑ чухнехи пек ыраттарса, Матвей Юргина Ольховка патӗнчи пӗр-пӗччен ларакан хурӑн айӗнче панӑ ыйтӑвах тепӗр хут каларӗ:
X // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Марийка, вӗренӳпе интересленнине пула, Крылатов тӗрлӗ сӑлтавпа ун умне курӑнасшӑн пулнине асӑрхамарӗ.
II // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Вӑл ура тупанӗнчен пуҫласа пуҫ тӳпине ҫити вараланнӑ, анчах ҫакна вӑл асӑрхамарӗ.
XIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Вӑл хӑйӗн сӗтел ҫине хунӑ аллисене Крылатов, тен, усал шухӑшпа мар пулӗ, пӑлханнипе кӑна, вӗри аллипе тытнине те асӑрхамарӗ.
XIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Ҫавӑнпа та Крылатов ҫӗр пӳрте кӗнине никам та асӑрхамарӗ пулас.Должно быть, только поэтому никто и не заметил появления Крылатова в землянке.
XIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Серьга Хахайпа Костьӑна нихӑшӗ те асӑрхамарӗ, пӗр сарлака питлӗ йӗкӗт кӑна, Хахая лайӑх паллаканскер пулас, ӑна алӑкран кӗнӗ-кӗменех хулпуҫҫийӗнчен ярса тытрӗ.
XVIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Вӑл кӗрсе ларнине никам та асӑрхамарӗ.
XI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Тата нумай шухӑшласа пычӗ Озеров, шухӑшланӑ хушшӑра вӑл хӑй пӗрмай ҫаптарса пыракан ӑйӑрӗ шап-шур кӑпӑка ӳкнине те, кӑпӑкӗ сирпӗнсех пынине те асӑрхамарӗ.
XIX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Сапер ӑна асӑрхамарӗ те.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Володя, ҫутӑран кӗнӗскер, тӗттӗм ҫӗрте ӑна асӑрхамарӗ те.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Володя ӑса вӗрентекен калаҫупа интересленсе, нумайччен аллине ҫӗклесе, айккинче ларакан ачана асӑрхамарӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ҫул ҫине тухса каяканни вара хӑй ҫинчен ҫеҫ калаҫма пуҫларӗ, вӑл хӑйӗн сӑмахӗсем ыттисемшӗн, хӑйне интереслӗ пулнӑ пек, интереслӗ маррине пачах асӑрхамарӗ.
I // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Шведсен сӑран курткине тӑхӑннӑ Брем полковник чӳрече умӗнче, алӑка кутӑн тӑратчӗ, ҫавӑнпа Ромашов кӗнине асӑрхамарӗ.
XII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Анчах мӗнле кӑна кӗске пулмарӗ пулӗ ҫак самант, Раиса асӑрхамарӗ тесе, мӗнле ҫех ӗнентересшӗн тӑрӑшмарӗ иккен хӑйне подпоручик, — ҫапах та сехӗрленӳ палӑрса, сисӗнсех тӑчӗ; еркӗнӗн пӗчӗк куҫӗсенче ӑна темӗскер ҫӗнӗ те канӑҫсӑрскерри, темле хаяр, ҫиллес те шанӑҫлӑ юнав пур пеклӗн курӑнса кайрӗ.
VIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ромашов, адъютанта тӑвӑрлас мар тесе, евӗклӗхшӗн, хӑяккӑнтарах пыма тӑрӑшрӗ, анчах лешӗ ҫакна пач та асӑрхамарӗ темелле.
VII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Анчах Рада вӗсене асӑрхамарӗ.
XXXVI. Рада // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Анчах унӑн илемӗ ҫулҫӳревҫе пачах та илӗртмест, — вӑл ҫавна асӑрхамарӗ те.Но ее красоты не привлекали внимания путника — он их и не замечал.
XXX. Стрем айлӑмӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Рада ӑна асӑрхамарӗ, пуҫне чиксе утатчӗ вӑл, хапхаран тухнӑ чухне те, ҫаврӑнса утнӑ хушӑра та вӑл ниҫталла та пӑхмарӗ.
XIX. Ирхи курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Анчах Кандов ҫаксене нимӗн чухлӗ те асӑрхамарӗ, ӑна хӗвел те, шӑв-шав та, иртен-ҫӳрен те, йӗри-тавра вӗркесе тӑран пурнӑҫ та ним чухлӗ палӑрмарӗ.
XIX. Ирхи курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.