Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Сӑмахран сăмах пирĕн базăра пур.
Сӑмахран (тĕпĕ: сӑмахран) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сӑмахран, ял хуҫалӑх организацийӗсенче вакантлӑ вырӑн нумай.

К примеру, в сельскохозяйственных организациях много вакантных мест.

Ял пурнӑҫне лайӑхлатсах пырасшӑн // Михаил СЕРЕГИН. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Акӑ, сӑмахран, Анат Уратьма ялнех илер.

Куҫарса пулӑш

Яла савӑнтаракан «Кӗмӗл ҫӑлкуҫ» // Светлана САДЫКОВА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Сӑмахран, 1976 ҫулхи раштавӑн 28-мӗшӗнче бюро ларӑвӗнче «КПСС Тӗпкомӗн «Творчествӑри ҫамрӑксемпе ӗҫлесси ҫинчен» хушӑва пурнӑҫа кӗртес тӗлӗшпе тумалли мерӑсем пирки тӗплӗ калаҫу пынӑччӗ.

Например, 28 декабря 1976 года на заседании бюро был обстоятельный разговор о мерах по воплощению в жизнь распоряжения "Центрального комитета КПСС "О работе с творческой молодежью".

Ҫынсем ун патне туртӑнатчӗҫ // Сантӑр АКСАР. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Сӑмахран, Пальмира /«Сирень»/ Тунюк тата Сирень ятлӑ ӗнисене питӗ юратать, вӗсене ҫитерме ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

«Пылак сухан» тата хаваслӑ ачасем // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Сӑмахран, акӑ, ҫу уйӑхӗ вӗҫленсе пырать.

Например, вот, заканчивается май месяц.

Тӗп вырӑнта - экзамен, хутшӑну, хӑрушсӑрлӑх // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Сӑмахран, унӑн виҫҫӗмӗш мӑшӑрӗпе Джонрид Сванидзепе те ҫапла пулнӑ.

Так было, например, с ее третьим мужем, Джонридом Сванидзе.

Хӗрне ашшӗшӗн тавӑрнӑ // Анна ВЕЛИГЖАНИНА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Сӑмахран, тӗрлӗ тенкӗпе тата вӗтӗ шӑрҫапа эрешленӗ тухья ҫар ҫыннин шлемне аса илтерет, кӑкӑр умне ҫакмалли ама, шӳлкеме, тевет те вӑрҫӑ хатӗрӗсем евӗр.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш чӗлхи кирлине туйрӑм» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Амӑшӗ пепкине пӑхманнине ют хӗрарӑм пушшех тимлес ҫук. Эпӗ ватӑлса, халсӑрланса пыратӑп. Пӗтӗм шанӑҫӗ те ун ҫинче. Кӗлеткерен те Валерия ӳсрӗ, йӑтма йывӑр. Сӑмахран, хам тӗллӗн мунчана илсе тухаймастӑп ӑна», — чунне уҫрӗ Марье аппа.

Если мать не присматривала, то чужая женщина тем более не проявит инициативу. Я старею, ослабеваю. Вся надежда на него. Валерия выросла, поднимать трудно. Например, сама не могу ее в баню отнести", - открыла душу тетя Марья.

Ашшӗ сусӑр ачине интерната паман // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Сӑмахран, хӑй тӗллӗн ҫаврӑнса выртаймасть вӑл.

Например, самостоятельно поворачиваться не может она.

Ашшӗ сусӑр ачине интерната паман // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Муркаш районӗнче вӑл ҫулсеренех иртет сӑмахран.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чӑваш киновӗ камит енне сулӑнчӗ // Владимир КАРСАКОВ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Сӑмахран, республикӑри халӑх пултарулӑх ҫуртӗнчи наукӑпа методика центрӗнче кино ӳнерӗ енӗпе тӗшмӗртекен ҫынна ӗҫе илме пулать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чӑваш киновӗ камит енне сулӑнчӗ // Владимир КАРСАКОВ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Сӑмахран, стройпа утассинче «Зарница» ушкӑнра Юнтапа шкулӗн хастарӗсем, «Орленок» ушкӑнра вара Элӗк шкулӗн маттурӗсене ҫитекенни пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗри - пуриншӗн, пурте - пӗриншӗн // В.СИВВИ. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.20

Сӑмахран, «Исток» агрофирмӑра пӗлтӗр кӑшман ҫитӗнтерсе 118 миллион тенкӗ услам илнӗ, халь тата хӗвелҫаврӑнӑш ҫитӗнтерме пуҫласшӑн.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарать // Леонид НИКИТИН. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Сӑмахран, Юрий Поповпа Петр Краснов тата ӗҫлӗ ушкӑн паллашнӑ уй-хирте ҫӗр улмине шӑвармалли агрегатсем вырнаҫтарасшӑн.

Куҫарса пулӑш

Юрий Поповпа Петр Краснов ял ӗҫченӗсемпе курнӑҫрӗҫ // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Акӑ, сӑмахран Владимир Пушкин, Рафаил Тагиров, Анатолий Макаров ӗҫченсем хуҫалӑхра 40-шер ҫул ытла тӑрӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрий Поповпа Петр Краснов ял ӗҫченӗсемпе курнӑҫрӗҫ // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Кӑҫал, сӑмахран, ял хуҫалӑх, вӗрентӳ аталанӑвне укҫа-тенкӗ ытларах та хываҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Министр сас-хурана сирчӗ // ЛЮБОВЬ СЕМЕНОВА, ВЕРА ШУМИЛОВА, ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Сӑмахран, кӑҫал пӗрремӗш хут йӗтӗн акнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫитӗнӳ хамӑртан килет // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Шкулсемпе туслӑ ҫыхӑну тытни, сӑмахран, «Пӗчӗк физмат» йышши предмет кружокӗсене пуҫарнинченех курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Андрей Александров: Вӑхӑтпа тан утсан ӑнӑҫу пулатех // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Сӑмахран, Элӗк, Красноармейски районӗсенче халӑх судйинче ӗҫленӗ А.Р.Логинов лейтенант 1943 ҫулта кӗркунне Днепр шывӗ урлӑ каҫнӑ чухне ӗмӗр асран кайми паттӑрлӑх кӑтартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫӗнтерӳҫӗ салтак асра // Надежда СЯДАРОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.06

Сӑмахран, Красин урамӗнче вырнаҫнӑ пӗтӗмӗшле практика врачӗн офисӗнче пациентсем малтан ҫырӑнмасӑрах, «чӗрӗ» черет тӑрса санаторипе курорт сиплевӗн справкине тата карттине йӗркелеме, пӗтӗмӗшле клиника тата планпа палӑртнӑ госпитализаци анализӗсене памашкӑн направлени йӗркелеме, сиплевҫе хутшӑнтармасӑр татса памалли ыйтусене уҫӑмлатма пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Чир те сирӗлнӗн туйӑнать…» // Хыпар. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех