Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Пугачев (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пугачев ӑна, халӑх хушшинче тӑнӑскере, палласа илсе, пуҫӗпе сулнӑ имӗш.

Пугачев узнал его в толпе и кивнул ему головою.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк. Суд // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Манӑн тарҫӑ — эпӗ Емелька Пугачев патӗнче пулнине те, тӑшман мана хӑшпӗр парнесене панине те пытарман, ҫакӑнпа пӗрлех вӑл эпӗ сутӑнса патшалӑха хирӗҫ кайни тӗлӗшпе нимӗн те илтменнине тупа тусах каласа панӑ.

Дядька не утаил, что барин бывал в гостях у Емельки Пугачева и что-де злодей его таки жаловал; но клялся, что ни о какой измене он и не слыхивал.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк. Суд // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Вӑл каланипе, Пугачев мана Оренбурга шпион туса янӑ пулать; эпӗ, кулленех ҫапӑҫма туханҫи пулса, хулара мӗн пулса иртни ҫинчен хут ҫине ҫырса пӗлтернӗ пулать; юлашкинчен вара, пуҫӗпех самозванец енне куҫса, унпала пӗрле крепӑҫрен крепӑҫе ҫӳренӗ, Пугачев енне куҫнӑ юлта-сен пуҫне ҫиме, вӗсен вырӑнне ларма, Пугачев панӑ парнесемпе усӑ курма тӑрӑшнӑ пулать.

По его словам, я отряжен был от Пугачева в Оренбург шпионом; ежедневно выезжал на перестрелки, дабы передавать письменные известия о всем, что делалось в городе; что наконец явно передался самозванцу, разъезжал с ним из крепости в крепость, стараясь всячески губить своих товарищей-изменников, дабы занимать их места и пользоваться наградами, раздаваемыми от самозванца.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк. Суд // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Тарса килнисем каласа панӑ тӑрӑх, вӑл Пугачев патӗнче слободара пулса, унпала пӗрле Белогорск крепӑҫне, хӑй ӗлӗк службӑра тӑнӑ ҫӗре кайса килнӗ.

А слышно от перебежчиков, что он был у Пугачева в слободе и с ним вместе ездил в Белогорскую крепость, в коей прежде находился он на службе.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк. Суд // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эпӗ тарӑхса кайса, хам офицер тата дворянин пулнӑ май, Пугачев патне нимӗнле службӑна кӗме те тата вӑл хушнине тума та пултарманни ҫинчен каласа патӑм.

Я отвечал с негодованием, что я, как офицер и дворянин, ни в какую службу к Пугачеву вступать и никаких поручений от него принять не мог.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк. Суд // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ҫамрӑкки манран: мӗн сӑлтавпа тата хӑҫан эпӗ Пугачев службине кӗнине тата мӗнле ӗҫре вӑл манпа усӑ курнине ыйтрӗ.

Тогда молодой человек спросил меня: по какому случаю и в какое время вошел я в службу к Пугачеву и по каким поручениям был я им употреблен?

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк. Суд // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ҫакнашкал йӗр хӑварнӑ Пугачев хӑй хыҫҫӑн.

Таков был след, оставленный Пугачевым!

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк. Суд // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эпӗ вулама тытӑнтӑм: ку пур уйрӑм начальниксем патне те янӑ вӑрттӑн приказ иккен, вӗсене мана ӑҫта тупнӑ унта арӗслеме хушнӑ, тата тытсанах мана хурал аллине парса, Хусана, Пугачев ӗҫӗпе йӗрлесе тӗпчеме тунӑ следственнӑй комиссие ӑсатма каланӑ.

Я стал ее читать: это был секретный приказ ко всем отдельным начальникам арестовать меня, где бы ни попался, и немедленно отправить под караулом в Казань в Следственную комиссию, учрежденную по делу Пугачева.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк. Арӗслени // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Юлашкинчен, Иван Иванович Михельсон хӑваласа пынипе, Пугачев тарать.

В конце концов, Пугачев бежал, преследуемый Иваном Ивановичем Михельсоном.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк. Арӗслени // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Пугачев ҫав-ҫавах Оренбург ҫывӑхӗнче тӑрать-ха.

Пугачев все еще стоял под Оренбургом.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк. Арӗслени // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

— Мӗнле Пугачев кумӑшӗ?

— Какая кумушка Пугачева?

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк. Арӗслени // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Мӗн-ма халичченех тата Пугачев куммӑшне кунта илсе килмеҫҫӗ-ха?

Да что ж сюда не ведут кумушку-то Пугачева?

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк. Арӗслени // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Пугачев коменданта лартнӑ пысӑк сухаллӑ казак хыпӑнса ӳксе пире юрама тӑрӑшнинчен, лашасене хӑвӑрт кӳлнинчен тата хамӑра илсе килнӗ ямшӑк пакӑлтатма юратнине пула, мана кунта патша ҫумӗнчи временщик вырӑнне хунине сисрӗм эпӗ.

По скорости, с каковой их запрягали, по торопливой услужливости брадатого казака, поставленного Пугачевым в коменданты, я увидел, что, благодаря болтливости ямщика, нас привезшего, меня принимали как придворного временщика.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк. Арӗслени // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ҫапла пӗр-икӗ сехет кайнӑ пулӗ-и, сисмен те, Пугачев аллинчи кӳршӗ крепӑҫе пырса кӗнӗ.

Неприметным образом часа через два очутились мы в ближней крепости, также подвластной Пугачеву.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк. Арӗслени // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Пугачев кайрӗ.

Пугачев уехал.

Вуниккӗмӗш сыпӑк. Тӑлӑх // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Пугачев халӑх хушшинче Акулина Памфиловнӑна асӑрхарӗ иккен те, ӑна пӳрнипе юнаса хытах куҫ хӗсрӗ.

Пугачев, увидя в толпе Акулину Памфиловну, погрозил пальцем и мигнул значительно.

Вуниккӗмӗш сыпӑк. Тӑлӑх // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Тепӗр сехетрен урядник ман пата Пугачев чӗрмеклекелесе алӑ пуснӑ пропуска илсе пычӗ.

Через час урядник принес мне пропуск, подписанный каракульками Пугачева.

Вуниккӗмӗш сыпӑк. Тӑлӑх // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Пугачев аллине лекнӗ, ҫитменнине тата Швабрин пуҫ пулса тӑракан крепӑҫре ӑна юлма нимӗнле май та ҫук.

Оставаться ей в крепости, подвластной Пугачеву и управляемой Швабриным, было невозможно.

Вуниккӗмӗш сыпӑк. Тӑлӑх // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Пуппа майри Пугачев вӗсен ултавне, Марья Ивановна пирки суйнине, пӗлни ҫинчен илтсессӗн, сӑхсӑхса илчӗҫ.

Поп и попадья крестились, услыша, что Пугачеву известен их обман.

Вуниккӗмӗш сыпӑк. Тӑлӑх // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Пугачев крепӑҫе тӗрӗслесе пӑхса тухма кайрӗ.

Пугачев отправился осматривать крепость.

Вуниккӗмӗш сыпӑк. Тӑлӑх // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех