Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Чӗри (тĕпĕ: чӗре) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл, аллисене кӑкӑр ҫумне тытса, чӳрече умӗнчен пӑрӑнчӗ, вара унӑн чӗри сасартӑк шӑп пулчӗ: ҫатан, урапа пырса кӗнӗ пек, хытӑ ҫатӑртатса илчӗ, садри курӑк чаштӑртатрӗ, вара уҫӑ чӳречере Андрей пуҫӗ курӑнчӗ:

Она сжала на груди руки и отошла от окна, и вдруг ее сердце замерло: резко и сильно треснул плетень, точно на него наехало колесо, зашевелился бурьян в саду, и в окне появилась голова Андрея:

X // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Татьянӑна вӑхӑт-вӑхӑт кулас килни пекки аптратнӑ, пырӗ патне темскер йӳҫӗ те кӳрентерӳллӗ япала шуса пынӑ, чӗри хӑвӑрт та хытӑ тапнӑ.

Татьяну душил смех, к горлу подкатывались обидные слезы, а сердце билось так часто и сильно,

X // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Озеров майор хӑй полкӗ ҫӗнтерессе хытӑ ӗненнӗ пулин те, нимӗҫсем пеме тытӑннӑ самантра унӑн чӗри сасартӑк хӗссе ыратса кайрӗ.

Хотя майор Озеров и твердо верил в победу полка, но в те секунды, когда немцы открыли огонь, у него вдруг больно защемило сердце.

XXIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Чӗри ӗнтӗ хӑйӗн ҫерҫи чӗри пек кӑна пулӗ те, ҫапах та… хуйхӑрма пӗлет, ачам!

Сердце у него, должно быть, еще как у воробышка, а уже… болеет, брат!

XXI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ракета ҫутинче курмиех пулса, Андрей тӳрех ҫӗре ӳкрӗ те шӑтӑкалла йӑванса анчӗ, — чӗри тапма чарӑннӑ пекех пулчӗ.

Ослепленный светом ракеты, Андрей бросился на землю и покатился в яму, — так и оборвалось сердце.

XVIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Вӑл сехет ҫакӑнса тӑнӑ стена патнерех шуса пычӗ те хӑйӗн куҫҫулӗпе тата тарпа йӗпеннӗ питҫӑмартине аялалла туса, пӑчӑртанса выртрӗ, сехетӗн ачаш, уҫӑ сассине пӗтӗм ӳт-пӗвӗпе туйнӑран унӑн чӗри лӑштах пулчӗ.

Он подполз ближе к стене, на которой они висели, и, всем телом чувствуя ласковое тепло их звона, облегченно прижался к полу мокрой от слез и пота щекой.

X // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Макарихӑн чӗри ҫав тери хытӑ кӑртлатма тытӑнчӗ тата темшӗн хӑлхи нимскер илтми пулса ларчӗ, ҫавӑнпа вӑл пӗр сӑмахне те илтсе юлаймарӗ.

У Макарихи так стучало сердце и так отчего-то заложило уши, что она не могла расслышать ни одного слова.

XXIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Чӗри кӑртлатса тапать, сиксе тухас пек, ӑшчикӗ, темскер хыпса илнӗн ҫунать.

Слышал, как болью сердца опалило всю грудь.

XXIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Анчах Марийкӑн чӗри пӗтӗм вӑйпа, хавассӑн кӑртлатса тапать.

Но у Марийки радостно, шумно, со всей силой билось сердце.

XIX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ерофей Кузьмич пӗлсе тӑрать: унӑн тӑхлачи юлашки вӑхӑтра хӗрарӑмсем хушшинче ертсе пырать, — ҫавӑнпа та унӑн чӗри картах сикрӗ.

Ерофей Кузьмич знал, что сватья последнее время верховодит среди баб, и сердце его дрогнуло.

XI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Андрей ҫинчен аса илсен, кӑмӑлӗ чӑнах та хуҫӑлчӗ унӑн, чӗри ыратса кайнипе вӑл питне чалӑштарса илчӗ.

Когда он вспомнил об Андрее, настроение его испортилось, лицо перекосилось от боли в сердце.

XI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Марийкӑн чӗри те ӗҫлеме пӑрахнӑ пек пулчӗ, вӑл вара ҫак вилӗ вӑрмантан малалла ыткӑнчӗ; мӑксемпе шур ҫырли аврисенчен ҫаклана-ҫаклана чупрӗ.

С замирающим сердцем Марийка бросилась вперед из этого мертвого леса; она бежала, путаясь во мхах и брусничнике.

V // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ҫак ҫулҫӑ кӑшӑлтатса тӑкӑннӑ кун вӑл кунӗпех хӑйӗн чӗри мӗне систернине итлесе, хӑраса пурӑнчӗ.

Весь этот день, наполненный шумом листопада, она жила, со страхом прислушиваясь к тому, что говорило ей сердце.

I // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ҫӗрӗпех ҫавӑн пек ларса пынӑ ӗнтӗ вӑл, хушӑран, ҫӳҫене-ҫӳҫене илсе, чӗри тӗлӗнчен яра-яра тытнӑ.

Наверно, он так сидел всю ночь, поеживаясь и хватаясь за сердце.

XXVIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Камӑн чӑх чӗри, вӑл, паллах ӗнтӗ, хӑй мӗлкине курсан та — ӑнран кайса тӗмӗсем хушшинелле вӗҫтерме пултарать.

У кого заячья душа, тот, понятно, и свою тень увидит — без памяти шуганет в кусты.

XII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Таҫта, инҫетре, бомбӑсем пӑрахаҫҫӗ; ҫӗр, кӑлт-калт тукаласа, кисренсе илет, унӑн чӗри ҫапла, сикчевлӗн тапа-тапа илет тейӗн.

Где-то далеко шла бомбежка; в земле глуховато стукало, словно с перебоями билось ее сердце.

X // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Андрейӑн чӗри тепӗр хут ыратса кайрӗ, хӑйшӗн тӑван, ҫывӑх, хӑйӗн пурнӑҫӗпе ҫирӗп ҫыхӑннӑ вырӑнсене, кил-йышне пӑрахса кайма ҫав тери йывӑррине вӑл тепӗр хут туйса илчӗ.

И вновь Андрей с тяжкой болью ощущал горькое чувство утраты всего родного, что было прочно связано с его жизнью.

VIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Андрее иккӗмӗш хут килтен тухса кайма хӑрушӑ пек туйӑнчӗ, унӑн каллех чӗри ыратса кайрӗ.

Страшно и больно было Андрею второй раз уходить из дому…

VII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ҫакна пула Андрейӑн чӗри ыратать.

От этого у Андрея сердце болело.

VII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

— Ҫук, пултараймастӑп! — тенӗ вӑл кил-йышне, хӑйне хӑй чӗри тӗлӗнчен ярса тытса.

— Нет, не могу! — сказал семье, хватаясь за сердце.

III // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех