Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗлтерчӗ (тĕпĕ: пӗлтер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ хам акӑ ыранах кунтан тухса каятӑп, — тесе пӗлтерчӗ Барташев.

Я выезжаю завтра, — закончил Барташев.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Хӑйне хӑй ирӗклӗн тыткалакан лакей майлӑ ҫатӑлти конферансье публикӑна, артистсем кунтан тухса каяҫҫӗ, тесе пӗлтерчӗ.

Трепач-конферансье, похожий на разбитного лакея, заявил публике, что труппа уезжает.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Аран сисӗнмелле духи шӑрши кӗни ҫумма хӗрарӑм ларнине пӗлтерчӗ.

Тонкий запах духов подсказывал, что рядом сидит женщина.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

«Ку пӗтӗмпех манӑн ӗҫ. Корчагинӑн мар» тет вӑл, — тесе пӗлтерчӗ Лида, темӗнле салхуллӑн.

«Это, — говорит, — моя прямая функция, а не Корчагина», — как-то неохотно ответила Лида.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Каллех комисси килмелле, — тесе пӗлтерчӗ вӑл Корчагина хыпӑнса.

Сейчас приедет комиссия, — запыхавшись, сообщил он Корчагину.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Крещатик урамӗнче, округри Уйрӑм пайӑн пропусксем паракан бюровӗнче, дежурнӑй комендант Корчагина Жухрай хулара чылайранпа ҫукки ҫинчен пӗлтерчӗ.

На Крещатике, в бюро пропусков Особого отдела округа, дежурный комендант сообщил Корчагину, что Жухрая в городе уже давно нет.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Губкома Бояркӑран килнӗ кӗске телеграмма Корчагин вилни ҫинчен пӗлтерчӗ.

Краткая телеграмма из Боярки извещала губком о гибели Корчагина.

Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Токарев хуларан ҫиленсе тавӑрӑнчӗ, вӑл Холява пӳлӗмне актива пухрӗ те кӳренмелле хыпарсем пӗлтерчӗ.

Токарев приехал из города раздраженный, собрал в комнату Холявы актив и передал ему невеселые новости.

Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Дубава Токарева вӑратрӗ те ҫакӑн ҫинчен пӗлтерчӗ.

Дубава разбудил Токарева и сообщил ему об этом.

Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Кукша пуҫӑн чӗри сасартӑках тапма чарӑнчӗ, вӑл аран-аран: — Чер… винский… — тесе пӗлтерчӗ.

С обрывающимся сердцем лысый проикал: — Чер…винский…

Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Рита хӑйӗн каҫхине пушӑ вӑхӑт пуласси ҫинчен тата «Париж коммунине аркатнин сӑлтавӗсем» ятлӑ темӑна пӗркун вӗренсе пӗтерейменни ҫинчен пӗлтерчӗ.

Рита сообщила о свободном вечере и о незаконченной проработке темы: причины разгрома Парижской коммуны.

Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Вӑл хӑйӗн сӑнавӗсенчен мӗн пӗлни ҫинчен Гленарвана пӗлтерчӗ.

Он сообщил Гленарвану результат своих наблюдений.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Анчах, паянхи кун мӗскер пулса иртнине ӑнлантарса париччен малтан, майор Элена вӑл мӗн пӗлменнине каласа кӑтартрӗ: вӑл ӑна Перт тӗрминчен пӗр ушкӑн каторжниксем тарни ҫинчен пӗлтерчӗ, вӗсем Виктори провинцине килни ҫинчен тата чугун ҫул ҫинчи катастрофӑна вӗсем туни ҫинчен каласа пачӗ.

Но, прежде чем перейти к объяснению событии, случившихся в этот день, майор рассказал Элен всё то, чего она не знала: о побеге кучки каторжников из Пертской тюрьмы, об их появлении в провинции Виктория и о вызванной ими железнодорожной катастрофе.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Айртон ҫинчен ку ҫын пур енчен те шанчӑклӑ тесе пӗлтерчӗ.

Он рекомендовал ему Айртона как человека, которому можно вполне довериться.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Гленарван Айртон планне йышӑнни ҫинчен пӗлтерчӗ.

Гленарван объявил, что принимает план Айртона.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вӑл часах канашлӑва килсе хӑй сӑнавӗсенчен мӗн пӗлнине пӗлтерчӗ.

Который вскоре доложил совещанию результаты своих наблюдений.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Ҫитменнине тата, — терӗ малалла инспектор, — Кэмден-Бридже кӗперӗн айӗпе каҫпа вунӑ сехет те хӗрӗх минутра иртсе кайнӑ суднон капитанӗ хӑй иртсе каясассӑнах сторож кӗперӗ пӗрлештерсе хуни ҫинчен пӗлтерчӗ.

— А между тем, — продолжал инспектор, — капитан судна, прошедшего под мостом Кэмден-Бридж в десять часов сорок минут вечера, заявил, что после его прохода мост немедленно был сведён сторожем.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Гленарван унпа килӗшрӗ, анчах ҫӗннине пурне те пӗлесшӗн ӑшаланса ҫӳрекен Паганель хӑйӗн ҫак хулана мӗнле пулсан та кӗрсе тухмалли ҫинчен пӗлтерчӗ.

Гленарван согласился с ним, но всегда жадный к новым впечатлениям Паганель заявил, что он непременно должен заехать в Карлсбрук.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫав минутра мистер Ольбинет апат хатӗрри ҫинчен пӗлтерчӗ.

В эту минуту мистер Ольбинет доложил, что кушать подано.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Паганелӗн планне ырларӗҫ, Гленарван ҫавӑнтах мӗнпур кирлӗ хатӗрсене чи кӗске вӑхӑтра туса ҫитерме хушса ыран мар тепӗр кунне, декабрӗн 22-мӗшӗнче, ҫул ҫине тухасси ҫинчен пӗлтерчӗ.

Как только план Паганеля был принят, Гленарван тотчас же приказал в самый короткий срок сделать все необходимые приготовления и назначил отъезд на послезавтра, то есть на 22 декабря.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех