Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Анчах каҫ пуласпа гостиница прислугине шывран туртса кӑларнӑ картуза пӑхма чӗнтернӗ: картуза чӑнласах персе шӑтарнӑ пулнӑ, — пурте ӑна шӑпах хайхи килнӗ ҫын тӑхӑннӑ картуз тесе йышӑннӑ.
I. Ухмах // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
«Пӗлӗтсем капланаҫҫӗ — ку лайӑх. Халӗ ҫумӑр тем пек кирлӗ!» — тет хайхи мана.А он мне в ответ: «Тучки находят — хорошо. Дождя зараз край как надо!»
XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Курчӗ те мана хайхи Селиванов, кӑшкӑрать: «Эй, тимӗрҫ, кил-ха кунта!» — тет.Увидел меня Селиванов и шумит мне: «Эй, кузнец, иди-ка сюда!»
X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ҫапла пирӗн квартирант шӑппӑн та йӗркеллӗн виҫӗ талӑк пурӑнчӗ, чӗнмерӗ, тӑваттӑмӗш талӑка кайсан вара хайхи калаҫма пуҫларӗ…Прожил наш квартирант трое суток тихочко-смирночко, молчком, а на четвертый день заговорил…
X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Макар хайхи ыйтать унран:
IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Пӑхатӑп, тухать хайхи унтан: хул пуҫҫи урлӑ кобурне чикнӗ наганне ҫакса янӑ, аллинче пит шӑлли…
IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
— Ҫутӑра куратӑп хайхи: унӑн, Ҫӑрттанӑн ӗнтӗ, ҫамкине хыр турпасӗ пырса тӑрӑннӑ… пуля чӳрече янаххинчен турпас сирпӗтсе янӑ иккен те лешӗ Ҫӑрттанӑн ҫамкине тӑрӑнса ларнӑ иккен, тирне шӑтарнӑ, а вӑл, ухмах, ӑна пуля тесе шутланӑ та ҫӗре йӑванса кайнӑ.
IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Хайхи калать мала — каласса вӑл кун пек чухне яланах, ҫын умӗнче намӑслантарас мар тесе ӗнтӗ, пӗччен чухне калатчӗ:
VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Хайхи ҫын ҫӗлӗкне хыврӗ: асӑрханчӑклӑн йӗри-тавралла пӑхкаласа уҫланкӑна тухрӗ, кунта тин вара Яков Лукич ҫак палламан ҫын Тимофей Рваный иккенне чухласа илчӗ: — Ӑҫтан килетӗн эсӗ?.. — ыйтрӗ вӑл, Тимофей Рваная ӑнсӑртран тӗл пулнинчен тата вӑл хӑрушла ырханланса, паллама ҫук улшӑнса кайнинчен тӗлӗнсе.
40-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Молебен тутарас тесе ирӗк ыйтма пынӑ хайхи стариксем мӑшкӑлласа савӑнӗҫ ӗнтӗ манран, факт!Старичишки, которые приходили ко мне за разрешением молебствовать, будут злорадствовать, факт!
39-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Вӑл ертсе пынипе, хайхи тип ҫырма тӗпне свайсем ҫапрӗҫ, унта ҫапӑ-ҫатракасем хурса тислӗк тултарчӗҫ, ҫиелтен чул сарчӗҫ, шыв ҫулӗ тӑрӑх, тымарсем ярса ҫемҫе тӑпрана ҫыхӑнтарса хытарма, ҫамрӑк тирексемпе хӗрлӗ ҫӳҫе йывӑҫҫисем лартса тухрӗҫ.
38-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
— Иккӗмӗш бригада уйӗнчи хайхи тулӑ шӑтса тухаймастех пулмалла.
37-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫак шӑлтӑрмана, пӑратӑн та эсӗ, плуг тӗренӗ кӑштах чалӑшать, касӑ хӗрринерех пӑрӑнать, вара хӑйӗн сакӑр дюйм сарлакӑшӗпех мар, ултӑ дюйм сарлакӑшӗпе ҫеҫ илтерсе пыма пуҫлать, хайхи вӑкӑрсене те ҫӑмӑлтарах пулать.
36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ара ӑна эпӗ сире ӳкерсех кӑтартам акӑ, — хайхи Кондрат чарӑнса тӑчӗ те калекӗн шӗвӗр вӗҫӗпе ҫӗр ҫинче лаптӑк чӗрсе кӑтартрӗ.
36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
— Саншӑнах сиксе тухрӗҫ пулӗ-ха, каяннӑй! — хӑтӑрса тӑкнӑ хайхи хӗрарӑма Щукарь мучи.
36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Щукарь хайхи чӑхха, чи хаяр пӑсара пекех, ҫӑтӑр-ҫатӑрах пӑвса вӗлерет те ӑна миххе пӗтерсе чикме тӑрать, анчах ҫав вӑхӑтра йӑваш сасӑ: «Чӑхсене хыпашласа ҫӳретӗн пулать?» — тесе ыйтнине илтех каять, унтан ҫатан карта хыҫӗнчен Краснокутов ҫӗкленсе тӑнине курать.
36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Щукарь мучин планӗ тӗлӗнмелле ансат пулнӑ: ҫакӑнта унӑн пӗр-пӗр чӑх килсе тухасса сыхласа лармалла, ҫав чӑхха хуллен ярса тытмалла та пуҫне пӑрса татмалла, вара чӑх какайӗпе пӑтӑ пӗҫерсе памалла, ҫапла майпа хайхи бригадӑра чыслӑ та хисеплӗ ят илтмелле.
36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫавӑнпа та халӑх сучӗ ҫынран унашкал мӑшкӑллакансене, хайхи Игнатенок Михаил амӑшӗ пеккисене, хаяррӑн суд туса айӑплӗ.И народный суд жестоко осудит подобных издевателей, как мать того же Игнатенка Михаила.
35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫавӑн чухне тин ун карӑнчӑк ҫунатлӑ хура сӑмси шӑтӑкӗсене тутлӑ шӑршӑ пырса капланать: ку вӑл хайхи кайӑксен ӑшӑ тислӗкӗн йӳҫҫи тата вӗсен тӗк-мамӑкӗн пӗр ҫӗре пӗрлешнӗ ик тӗрлӗ шӑрши.
34-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Вӑл пур хӑпарать те хӑпарать, акӑ хайхи, манӑн хырӑм ҫине те ҫитсе пусрӗ…А оно все лезет себе и лезет, и вот уже на живот мне наступает…
33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959