Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Кивӗ сăмах пирĕн базăра пур.
Кивӗ (тĕпĕ: кивӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Старик, чӗлпӗре аллинчен ярса, кивӗ казак карттусне хывса тытрӗ, утнӑ ҫӗртех сӑхсӑхса, питне хӗвеланӑҫ еннелле пӑрчӗ.

Старик выпустил из рук налыгач, снял старенькую казачью фуражку; крестясь на ходу, повернулся на восток лицом.

LIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Поликарп тесе чӗнекенни, — кивӗ тӗн-тӗшмӗше ӗненекен ҫӳллӗ кӗлеткеллӗ патвар казак, — пынӑ ҫӗртех йӗнер ҫинчен сиксе анса, тӑрантас патнелле утса кайрӗ.

Тот, кого он называл Поликарпом — высокий молодцеватый старовер, — на ходу спешивался, подходил к дрожкам.

LIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Чукун Ҫеменӗн тимӗрҫе вӗреннӗ вунпилек ҫулхи ывӑлӗ (вӑл восстани пуҫланнӑ хыҫҫӑн Татарскинче пӗртен-пӗр тимӗрҫӗ юлнӑ) Мелеховсен кивӗ акапуҫне аран майлакаласа тӗрен лартса пачӗ.

Пятнадцатилетний сынишка Семена Чугуна, выучившийся кузнечному ремеслу и оставшийся со дня восстания единственным кузнецом в Татарском, с грехом пополам наложил лемех на стареньком мелеховском плуге.

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Гришака асатте ҫухи ҫумне хӗрлӗ петлицӑсем ҫӗленӗ кивӗ кӑвак мундирнех тӑхӑннӑ, путмар сакки ҫинче выртать.

Дед Гришака, все в том же армейском сером мундирчике с красными петлицами на отворотах, сидел на лежанке.

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кивӗ уставра мӗн каланӑ?

В старом уставе как?

XLV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Гранатӑсем е хуторти урамсене пыра-пыра ӳкрӗҫ (вара тӑкӑрлӑксем тӑрӑх, хӑрушла хуйханса кайса, картасене аркатса, выльӑхсем кӗпӗртетсе чупрӗҫ, ҫынсем кӗлеткисемпе хутланса вӑркӑнса каҫрӗҫ), е, шӑн ирӗлсен чӑмакаллӑ хӑмӑр ҫӗре сирпӗтсе, кивӗ масар хыҫӗнчи ҫил арманӗсем патӗнче ҫурӑлчӗҫ.

Гранаты то ложились по хутору, — и по проулкам, в диком ужасе, ломая плетни, мчался скот, перебегали, согнувшись, люди, — то рвались за старообрядческим кладбищем, возле ветряков, на безлюдных песчаных буграх, вздымая бурую, не оттаявшую комкастую землю.

XXXIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Икӗ пӳлӗмлӗ кивӗ пӳртре, сивӗ ҫил ҫинчен килсе кӗнӗ хыҫҫӑн, канлӗ те ӑшӑ.

В ветхой хате, из двух комнат, было после морозного ветра по-домашнему уютно и тепло.

XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫырса паччӑр ӑна пропуск, — терӗ те Григорий казаксем ҫинелле пӑхмасӑр хӑйӗн пӳлӗмне таврӑнчӗ, кивӗ тӗкӗр умӗнче чарӑнса тӑрса, аллисене ним тума аптранӑ пек сарса хучӗ.

Пущай ему пропуск напишут, — не глядя на казаков, сказал Григорий и вернулся в комнату, стал перед стареньким зеркалом, недоуменно развел руками.

XXXVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Чукаринран тухнӑ чухне, хӑлтӑр-халтӑр кивӗ чиркӳ патӗнче, Лихачев отрячӗн батарейи ҫырмари лачакана лакса ларчӗ.

На выезде из Чукарина, возле убогой церковенки, застряла в речке лихачевская батарея.

XXXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Никама кирлӗ мар кивӗ хӑях купи ӑшӗнче ҫӗр каҫма шут тытрӗ.

Ночевать решил в брошенной копне сухого чакана.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унтан вӑл хӗрринчи пӳлӗме атӑ-пушмак юсамалли хатӗр-хӗтӗр кайса илчӗ, пукан вырӑнне усӑ куракан ҫирӗк муклашкине чӳрече ҫывӑхнерех шутарса, пӗчӗкҫӗ кӗленчери ҫурта ҫиппине майларӗ те кивӗ сӑран атӑпа ыталанса ларчӗ.

После этого он принес из бокоуши сапожный инструмент, подвинул к окну ольховый обрубок, служивший ему стулом, приладил в пузырьке жирник и сел со старым сапогом в обнимку.

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унӑн куҫӗ умӗнче шинелӗ ҫине «52» номерлӗ кивӗ урядник пакунӗ ҫӗленӗ, чарса пӑрахнӑ ҫиллес куҫӗсене нӳррӗн мӑчлаттарса хупакан дезертир-атаманецпа унӑн упанни пек лӳппер утти ӗмӗлтетсе тӑчӗ.

Перед глазами его стоял строгий, влажно мерцающий взгляд широко посаженных глаз дезертира-атаманца, одетого в шинель с истертым номером «52» на урядницких погонах, медвежковатая его поступь.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫав кун иртенпех Вешенскинче, кивӗ чиркӳ патӗнчи площадьре, митинг пычӗ.

С утра в тот день в Вешенской на плацу, около старой церкви, был митинг.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хутортан ҫӳлерехре, ҫут ҫинче, кирек хӑш ҫилпе те авӑрма пултаракан кивӗ ҫил арманӗ ларать.

Выше хутора, на взгорье, доступный всем ветрам, стоял старый ветряк.

IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кивӗ ҫарӑн аслӑ унтер-офицерӗ.

Старший унтер-офицер старой армии.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Урисене вӑрӑммӑн ярса пусса, симӗс шӑлаварӗн сӗркеленсе якалнӑ кивӗ сӑранне типпӗн кӑштӑртаттарса, Горчаков пӳрте кӗчӗ.

Широко шагая, сухо шурша вытертыми леями защитных бриджей, Горчаков вошел в дом.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кӑнтӑрла тӗлӗнче, ҫуллахи пек вӗри те шурӑ янкӑрлӑ кун, вӗсем вокзалла юнашар урамри пӗр кивӗ ҫурт умӗнче чарӑнчӗҫ.

В полдень, по-летнему горячий и белый, они подъехали к сутулому особнячку на одной из привокзальных улиц.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Фельдмаршалӑн халӗ те улӑштарман вырӑссен кивӗ форми ҫине тӗксе кӑтартса, кӑшкӑрса пӑрахнӑ:

Повернулся к Суворову, ткнул на до сих пор не смененную фельдмаршалом старую русскую форму, закричал:

Пудра — пӑшал тарӗ мар // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Унтан кивӗ тимӗртен хӑй валли коньки тунӑ.

А потом смастерил для себя коньки из старой железки.

Коньки // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Вӑл кивӗ, сӑтӑркаланса пӗтнӗ, вырӑн-вырӑн саплӑклӑ.

Была она старая, местами латаная.

Ашшӗ шинелӗ // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех