Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ытла кичем-ҫке ҫамрӑк ҫын хӑйӗн чи лайӑх ӗмӗчӗпе шанчӑкне ҫухатнине пӑхса тӑма; халиччен вӑл этемӗн ӗҫӗпе туйӑмне кӗрен чатӑр витӗр кӑна курса тӑнӑ та халь акӑ сирнӗ ӗнтӗ ҫав чатӑра, ҫапах та ҫамрӑкӑн хӑйӗн ӗлӗкхи аташӑвӗсене ҫӗнелнисемпе улӑштарас шанчӑкӗ пур, вӗсем ӗлӗкхи пекех иртеҫҫӗ пулин те, ӗлӗкхи техӗмпех пулсан та, унӑн ҫӗннипе улӑштарас шанчӑкӗ пур-ха…
Максим Максимыч // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
— Чимӗр-ха: «Пирӗн ҫамрӑк йӗкӗтсем яштак та, имӗш, вӗсен сӑхманӗсене те кӗмӗлпе тӗрленӗ иккен те, анчах вырӑс ҫамрӑк офицерӗ вӗсенчен яштакарах, галунсем унӑн ылтӑнран. Вӑл вӗсем хушшинче тирек пек курӑнать; ӑна ӳссе ешерме ясӑна пӳрмен пирӗн сад-ра», — тесе юрлать, Печорин ҫӗкленчӗ, пуҫ тайрӗ ӑна, аллине хӑй ҫамки патне, унтан чӗри патне тытрӗ те мана тавӑрса калама ыйтрӗ, эпӗ вӗсемпе калаҫма лапах пӗлеттӗм те унӑн сӑмахӗсене куҫарса патӑм.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Каҫхи апат ҫиме тытӑннӑ, ҫак вӑхӑтра лашасем те ҫитнӗ, станца пуҫлӑхӗ, лашасене ҫитермесӗрех, часах килнӗ ҫыннӑн кӳммине кӳлме хушнӑ, анчах, пӳртне каялла кӗрсенех, ҫамрӑк ҫын сак ҫинче ӑнсӑр пулса выртнине курах кайнӑ: ҫамрӑк ҫын пӗтӗмпе аптӑраса ҫитнӗ, пуҫӗ ыратнӑ, вӑл ниепле те кайма пултарайман…
Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Унтан, вӗсем хушшинчи пӗр-пӗрине курмасӑрах пулнӑ паллашу ҫирӗпленсе пынӑ май, ун умне Отечественнӑй вӑрҫӑри палламан герой вырӑнне — чӗрӗ ҫамрӑк ҫын тухса тӑчӗ, ҫав ҫамрӑк ҫын ӑна ытларах та ытларах интереслеме пуҫларӗ.
13 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Анчах та выҫнӑ хырӑма нимӗнпе те улталама ҫук; пӗрмаях кышласа ҫӑтса пынӑ ҫамрӑк чӑрӑш хупписем те» хурӑн кӑчки те, шӑл хушшине ларса ҫилӗм пек тӑсӑлакан пулнӑ сӗткенлӗ ҫамрӑк ҫӑка хуппи те ӑша лӑплантараймасть.
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
31-мӗш пунктра «Федерацин 2015–2020 ҫулсем валли йышӑннӑ «Ҫурт-йӗр» тӗллевлӗ программин «Ҫамрӑк ҫемьесене ҫурт-йӗрпе тивӗҫтересси» ҫум программи шайӗнче» сӑмахсене «Раҫҫей Федерацийӗн «Раҫҫей Федерацийӗн гражданӗсене туянма май пур тата хӑтлӑ ҫурт-йӗрпе тата коммуналлӑ пулӑшу ӗҫӗсемпе тивӗҫтересси» патшалӑх программин «Ҫамрӑк ҫемьесене ҫурт-йӗрпе тивӗҫтересси» тӗп мероприяти шайӗнче» сӑмахсемпе улӑштарас;
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин 2018 ҫулхи тата планпа пӑхнӑ 2019 тата 2020 ҫулсенчи тапхӑрти республика бюджечӗ ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №1 от 08 февраля 2018 г.
Вӑл илемлӗхе туякан пултаруллӑ шкул ачисемпе ҫамрӑксене тупса палӑртас, ҫамрӑк ҫыравҫӑсене литература ӗҫне анлӑрах явӑҫтарас, вӗсен илемлӗ хайлав ҫырас туртӑмне малалла аталантарас тӗллевпе пултарулӑх ӑмӑртӑвне йӗркеленине пӗлтернӗ.
Атӑлтан пуҫласа Хура тинӗс таранах // Сувар. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... s-taranakh
Мероприятие Патӑрьел тата Шӑмӑршӑ районӗсен ҫар комиссарӗ В. Семенов, республикӑри «Пограничное братство» общество правленийӗн председателӗ А. Шорников (сӑн ӳкерчӗкре ҫамрӑк кадетсене саламлать), район администрацийӗн социаллӑ аталану, туризм тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен пай пуҫлӑхӗ А. Куданова, кадет класӗнче вӗренекенсен ашшӗ-амӑшӗ хутшӑнчӗҫ, пурте ҫамрӑк туссене ҫирӗп вӑй-халлӑ, пултаруллӑ, кӑтартуллӑ кадетсем пулса ҫитӗнме ырӑ сунчӗҫ.
Ырӑпа пурӑнакан ырӑ ят хӑварать // А. ЕГОРОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/11294-yr-pa ... t-kh-varat
Председатель Яштайкин ҫемйине пӑрахса ҫамрӑк учительницӑна качча илет кӑна — кӗҫех унӑн ҫамрӑк арӑмӗ, кӗтмен ҫӗртен унчченхи савнийӗпе тӗл пулса, аташса каять.
1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.
«Интеграл» технопарк хутшӑннипе республикӑра унччентерех пурте лайӑх пӗлнӗ ҫамрӑк техниксен станцийӗ евӗр ҫамрӑксен наукӑпа техника пултарулӑх центрӗсем йӗркеленеҫҫӗ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222
Эдера Лаврентьева тата Артем Щербаков ҫамрӑк самбистсем те хӑйсем ҫинчен тивӗҫлипе пӗлтерчӗҫ, вӗсем ҫамрӑксен тӗнчери чемпионатӗнче чӑваш самбо историйӗнче пуҫласа ылтӑн медаль ҫӗнсе илчӗҫ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222
Телейлисен йышне Калининӑри Раҫҫей Геройӗ С.Ашихмин ячӗллӗ отряд, Н.Бударин тата А.Николаев ячӗллӗ ҫамрӑк космонавтсен, В.Федоров контр-адмирал отрячӗ, ҫамрӑк кадетсен шутӗнчи, ҫавӑн пекех Хӑмӑшри, Чӑрӑшкас Хирлепри, Вӑрманкасри шкулсен ачисем лекнӗ.
Паллӑ каникул // Светлана ЧИКМЯКОВА. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2016,07,06
Ҫак конкурс ачасемпе ҫамрӑксене Чӑваш Республикин патшалӑх символӗсен историйӗпе кӑсӑклантарӗ; вӗсенче патриотлӑх туйӑмне йӗркелеме, тӑван халӑхпа ҫыхӑннине ӑнланма, ҫамрӑк ӑрӑвӑн пултарулӑхне аталантарма, республикӑри культурӑпа вӗренӳ учрежденийӗсен пӗрлехи ӗҫне вӑйлатма пулӑшӗ.
«Герб, ялав, гимн - пирӗн пуянлӑх» // Тантӑш. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№
Пӗрлешӗве ҫамрӑк ученӑйсен канашӗ, Хусан волонтерӗсем, промышленность предприятийӗсенче ӗҫлекен ҫамрӑксен организацийӗсем, спорт организацийӗсем тата ыттисем кӗнӗ.
Уявпа сире, яш-кӗрӗм! // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29
Фонд ертӳҫи Талгат Абдуллин пӗлтернӗ тӑрӑх халӗ виҫӗ программа ӗҫлет: социаллӑ ипотека; ҫамрӑк ҫемьесене тата ялта пурӑнакан ҫамрӑк специалистсене.
Кашни ҫемьене хӑтлӑ хваттер // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08
«Эпир тӗрлӗрен программӑсемпе конкурссене хутшӑнатпӑр. Кӑҫал та Раҫҫей шайӗнчи конкурсра ҫӗнтертӗмӗр. Ҫамрӑк профессионалсене хатӗрлес тӗлӗшпе ҫӗршер миллион тенкӗ явӑҫтаратпӑр. Ҫамрӑксене хӑйсен ӗҫ вырӑнне тупма пулӑшасси - тӗп тӗллев», - тенӗ Михаил Васильевич.
Дмитрий Медведев: "Тума пултарайманнине шантармалла мар, шантарнине пурнӑҫламалла" // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.07.01
Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Светлана Петрова, ЧР ҫар комиссарӗ Александр Мокрушин тата ытти хаклӑ хӑна ҫамрӑк ҫарҫӑсене ҫак хӑй евӗр уяв ячӗпе хӗрӳллӗн саламласа сывлӑх сунчӗҫ.
Паян — вӗренӳри, спортри хастарсем, ыран — ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.06.30, 25№
Ялти ҫамрӑк ҫемьесемпе ҫамрӑк специалистсене, чӑн малтанах агропромышленноҫ комплексӗн ӗҫченӗсене, ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерме уйӑракан патшалӑх пулӑшӑвӗн калӑпӑшне сыхласа хӑварма тӗллев лартатӑп, ял ҫыннисен пурӑнмалли ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатма палӑртса хунӑ укҫа-тенкӗн 70 процентӗнчен кая мар пайне ҫав тӗллевсем валли ямалла.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792
Ялӑн социаллӑ аталанӑвӗн программине тата ял территорийӗсене ҫирӗппӗн аталантармалли программӑсене ялта пурӑнакан пиншер ҫын, ҫав шутра ҫамрӑк ҫемьесемпе ҫамрӑк специалистсем те хутшӑннӑ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792
8. Иаковӑн йӑлкӑмӗ халӑхсем хушшинче, нумай-нумай йӑх хушшинче, вӑрманти тискер кайӑксем варринчи арӑслан пек, сурӑх кӗтӗвӗ варринчи ҫамрӑк арӑслан пек пулӗ, тапӑнсан ҫав ҫамрӑк арӑслан тапта-тапта ӳкерет, турта-турта ҫурать, ӗнтӗ унран никам та ҫӑлӑнаймӗ.
Мих 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.