Шырав
Шырав ĕçĕ:
«Эй, эсир, ҫынсем, ман ҫинчен ма маннӑ?» тенӗн, кӑмӑлсӑрланса, сиренӗн ҫара турачӗсемпе кантӑкран шакканӑ, анчах ҫынсем ҫакна туйман.
3 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
— Хам службӑра пулнӑ, пӗлетӗп, — ҫураҫас тенӗн кулса пӑхрӗ вӑл хӑйне тӑшман вырӑнне хуракан ҫын ҫине.— Сам служил, знаю, — примиряюще улыбнулся он тому, кто чувствовал в нем врага.
XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
«Акӑ мӗнпе пуян та вӑйлӑ эпир», — тенӗн туйӑннӑ вӗсен куҫӗсем.«Так вот чем мы богаты и всесильны», — точно говорили их восторженные взгляды.
XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Эпир кун йышши анчах ҫаврӑнма пӗлетпӗр-и…» — тенӗн туйӑнчӗ.
XIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Унӑн сӑн-пичӗ тӑрӑх пӗр сӑмахсӑрах вӑл «Эсир авантарах пӗлме кирлӗ. Пирӗн ӗҫӗ пӗчӗкҫӗ», тенӗн туйӑнать.Выражение его лица без слов говорило: «Вам лучше знать. Наше дело маленькое».
5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
— Мана пӗрмай такам хӑлхаран пӑшӑлтатнӑ пек туйӑнать, иксӗмӗр пирки калать пек: эсир малашне пӗр-пӗринпе час-часах тӗл пулаймӑр тенӗн туйӑнать.— Мне все что-то будто на ухо шепчет, что вперед нам не видаться так часто.
I. Ганна // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Вӗсем пӗр-пӗрин ҫине ачаш куҫсемпе пӑхса лараҫҫӗ, вӗсем кулни темӗнле уйрӑм кулӑ; «эпир ак ҫакӑн пек ларӑпӑр та, ҫитрӗ те, пире урӑх нимӗн те кирлӗ мар…» тенӗн туйӑнать вӗсен кулли.
XXII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Килкартинче шыв ӳкнӗ шав ҫӗр айӗнчен илтӗннӗ пек хыттӑн мар шаккакан сасӑпа хутшӑнать — ку арман чулӗсен сасси; вӗсем хӑлтӑртатни «са-хал, са-хал…» тенӗн илтӗнет.
XIX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Пӑхасса вӑл такама шыранӑн, хам вырӑна аттепе малалла калаҫма кам та пулин ҫук-ши, тенӗн пӑхса илчӗ.Словно искал кого-либо, кто смог бы вместо него продолжать разговор с отцом.
II // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Портрет ҫинчен пысӑк ҫамкаллӑ, хаваслӑ та кӑшт кутӑнланса тутине мӑкӑртнӑ, пысӑк куҫлӑ ача сӑнӗ пӑхать; унӑн йӑлтӑртатса тӑракан куҫӗсем, пурне те пӗлес тесе, хастаррӑн, хӑюллӑн пӑхаҫҫӗ, ҫут тӗнчере ман умра пурте уҫӑлма тивӗҫ, тенӗн туйӑнаҫҫӗ.
Керчьри урам // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Марьянкӑн ҫирӗп утти Оленина: «Манӑн та сан ҫумра, санӑн та ман ҫумра нимӗнле ӗҫ те ҫук», тенӗн туйӑнчӗ.
XV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Кӗнӗ юлташран пытанас тенӗн, кӗленче-туссем пӗр пӗрчӗ сӑмах кӑлармарӗҫ, шӑп-шӑпӑрт ларчӗҫ, лешӗ хӑйсем ҫийӗн пӗшкӗнсен те-ха, вӗсем, тӗттӗмре чеен кулкаласа, таҫта аяккалла пӑхрӗҫ.
XIX // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ҫапла каларӗ вӑл, ҫав вӑхӑтрах ун чӗрин чи-чи вӑрттӑн кӗтесӗсенче — пытаркӑҫсенче — хӑйӗн чӑтӑмлӑ парӑнӑвӗ пурне те куракан туррӑн чӗрине пырса тивӗ тата кӑмӑлне ҫемҫетӗ тенӗн айӑпсӑр шухӑш чеен йӑшӑлтатрӗ, ун чухне вара сасартӑках кӗтрет пулса иртӗ, паянхи мӗнпур тертлӗхпе ырӑмарлӑхран ухмахла тӗлӗк пекки ҫех тӑрса юлӗ.
XVI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Анчах ӑна ҫийӗнчех, суян курӑнас мар тенӗн пулас, сасартӑк ытла та хаярланса кайнӑ командир сасси чарса тӑратрӗ:
VII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Вара вӑл сасартӑк, пӗтӗмӗшпех ҫӗкленсе-хӑпартланса, итлемешкӗн нимӗн те ан чӑрмантартӑр тенӗн, подпоручик аллинчен ҫиппе те пулин кӑларса илсе, хӑйӗн хальхи пурнӑҫӗнче чи кӑсӑкки, чи тӗппи мӗн пулса тӑни ҫинчен хӗрӳленсех калама тытӑнчӗ:
IV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
«Мӗнле-ха эсир, ухмахсем, ҫавна та пӗлместӗр?» — тенӗн туйӑнаҫҫӗ хӑйӗн куҫӗсем.А глаза ее говорили: «Как же вы, дураки, такого пустяка не знаете?»
VIII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Кусем вара урӑхла йышшисем пулчӗҫ, хӑйсем пурне те пӗлесшӗн тӑрӑшнишӗн вӑтаннӑ пек: «чӑнах та ӗнтӗ, халӗ эсӗ ман ҫине хӑяккӑн пӑхатӑн акӑ, манран пытарма тӑрӑшатӑн, анчах мана пурпӗрех улталаймӑн», тенӗн пӑхкаларӗҫ.
XVII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Лаша айӗнче ҫуралнӑ та лаша ҫинче ӳснӗ, тенӗн ҫав!
VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Эпӗ, Дон ҫинчи Аслӑ ҫарӑн казакӗ, «Тӑван Дона ирӗке кӑларассишӗн кӗрешекен союза» кӗретӗп, хамӑн начальниксен приказӗ тӑрӑх, Христос тенӗн чи усал тӑшманӗсене тата Россия халӑхне пусмӑрлакан коммунист большевиксене хирӗҫ пӗтӗм вӑйпа тата пур майпа та юлашки юн тумламӗ юлмичченех ҫапӑҫма сӑмах паратӑп.
3-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
«Урӑх калаҫмӑпӑр ӗнтӗ ун ҫинчен» тенӗн ӑнланмаллаччӗ ӗнте вӑл калаҫманнине.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951