Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Тепӗр тесен, акӑ мӗн, ҫамрӑк ҫыннӑм, — терӗ вӑл, манпа мӗнле калаҫсан лайӑхрах-ши тенӗн витӗр чӑр-р пӑхса.
1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Офицерӗсем пуринчен ытла графсемпе князьсем, вӗсем ылттӑн погонлӑ, шалаварӗсен ҫӗввисем тӑрӑх кӗмӗл укасем ҫӗлесе ҫыпӑҫтарнӑ, пурте патша вӑхӑтӗнчи пекех — революци пулман та тенӗн.
Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Кунта мӗн пулса иртет тенӗн лӑстӑр-лӑстӑр силленчӗ.
Улмуҫҫи // Юлия Силэм. Юлия Силэм. Улмуҫҫи: юмах, — вырӑсла Зоя РОманова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2006. — 32 с.
Чӑнах та ҫавсем пекех пулас тенӗн, Ася «Матушка, голубушка» юрра ӗнӗрлесе ларать.Для довершения сходства она принялась напевать вполголоса «Матушку, голубушку».
V // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Тимофее ӗнтӗ вӑрман та, халӑх майлах, курайман пек туйӑнчӗ, хырсен шавӗнче те: «Акӑ вӑл, нимӗҫсен йытти, акӑ вӑл!» тенӗн илтӗнчӗ ӑна.
Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Ире хирӗҫ хӑрушӑ тӗлӗк курчӗ: ун ҫинче упа выртнӑ пек те, лапчӑтас тенӗн пусать пек, — сывласа илме те йывӑр.
Икӗ сунарҫӑ ҫинчен // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 28–31 с.
Тимӗркке тете паян урана еплерех пуссан юравлӑрах-ши тенӗн йӑлт-ялт пӑхкаласа йӑпӑртатса пырать…Дядя Тимеркке мелко семенит, поглядывая по сторонам, будто гадает, как сегодня лучше ступать…
Ҫӗрле ҫутатакан ҫеҫкесем // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 116–118 с.
«Эй, эсир, ҫынсем, ман ҫинчен ма маннӑ?» тенӗн, кӑмӑлсӑрланса, сиренӗн ҫара турачӗсемпе кантӑкран шакканӑ, анчах ҫынсем ҫакна туйман.
3 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
— Хам службӑра пулнӑ, пӗлетӗп, — ҫураҫас тенӗн кулса пӑхрӗ вӑл хӑйне тӑшман вырӑнне хуракан ҫын ҫине.— Сам служил, знаю, — примиряюще улыбнулся он тому, кто чувствовал в нем врага.
XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
«Акӑ мӗнпе пуян та вӑйлӑ эпир», — тенӗн туйӑннӑ вӗсен куҫӗсем.«Так вот чем мы богаты и всесильны», — точно говорили их восторженные взгляды.
XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Эпир кун йышши анчах ҫаврӑнма пӗлетпӗр-и…» — тенӗн туйӑнчӗ.
XIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Унӑн сӑн-пичӗ тӑрӑх пӗр сӑмахсӑрах вӑл «Эсир авантарах пӗлме кирлӗ. Пирӗн ӗҫӗ пӗчӗкҫӗ», тенӗн туйӑнать.Выражение его лица без слов говорило: «Вам лучше знать. Наше дело маленькое».
5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
— Мана пӗрмай такам хӑлхаран пӑшӑлтатнӑ пек туйӑнать, иксӗмӗр пирки калать пек: эсир малашне пӗр-пӗринпе час-часах тӗл пулаймӑр тенӗн туйӑнать.— Мне все что-то будто на ухо шепчет, что вперед нам не видаться так часто.
I. Ганна // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Вӗсем пӗр-пӗрин ҫине ачаш куҫсемпе пӑхса лараҫҫӗ, вӗсем кулни темӗнле уйрӑм кулӑ; «эпир ак ҫакӑн пек ларӑпӑр та, ҫитрӗ те, пире урӑх нимӗн те кирлӗ мар…» тенӗн туйӑнать вӗсен кулли.
XXII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Килкартинче шыв ӳкнӗ шав ҫӗр айӗнчен илтӗннӗ пек хыттӑн мар шаккакан сасӑпа хутшӑнать — ку арман чулӗсен сасси; вӗсем хӑлтӑртатни «са-хал, са-хал…» тенӗн илтӗнет.
XIX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Пӑхасса вӑл такама шыранӑн, хам вырӑна аттепе малалла калаҫма кам та пулин ҫук-ши, тенӗн пӑхса илчӗ.Словно искал кого-либо, кто смог бы вместо него продолжать разговор с отцом.
II // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Портрет ҫинчен пысӑк ҫамкаллӑ, хаваслӑ та кӑшт кутӑнланса тутине мӑкӑртнӑ, пысӑк куҫлӑ ача сӑнӗ пӑхать; унӑн йӑлтӑртатса тӑракан куҫӗсем, пурне те пӗлес тесе, хастаррӑн, хӑюллӑн пӑхаҫҫӗ, ҫут тӗнчере ман умра пурте уҫӑлма тивӗҫ, тенӗн туйӑнаҫҫӗ.
Керчьри урам // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Марьянкӑн ҫирӗп утти Оленина: «Манӑн та сан ҫумра, санӑн та ман ҫумра нимӗнле ӗҫ те ҫук», тенӗн туйӑнчӗ.
XV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Кӗнӗ юлташран пытанас тенӗн, кӗленче-туссем пӗр пӗрчӗ сӑмах кӑлармарӗҫ, шӑп-шӑпӑрт ларчӗҫ, лешӗ хӑйсем ҫийӗн пӗшкӗнсен те-ха, вӗсем, тӗттӗмре чеен кулкаласа, таҫта аяккалла пӑхрӗҫ.
XIX // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ҫапла каларӗ вӑл, ҫав вӑхӑтрах ун чӗрин чи-чи вӑрттӑн кӗтесӗсенче — пытаркӑҫсенче — хӑйӗн чӑтӑмлӑ парӑнӑвӗ пурне те куракан туррӑн чӗрине пырса тивӗ тата кӑмӑлне ҫемҫетӗ тенӗн айӑпсӑр шухӑш чеен йӑшӑлтатрӗ, ун чухне вара сасартӑках кӗтрет пулса иртӗ, паянхи мӗнпур тертлӗхпе ырӑмарлӑхран ухмахла тӗлӗк пекки ҫех тӑрса юлӗ.
XVI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.