Шырав
Шырав ĕçĕ:
Иртнӗ ҫулта историре тарӑн йӗр хӑварнӑ мероприятисен шутне Тутарстан Республикинчи Чӑваш наципе культура автономийӗн VII конференцине кӗртес килет, культура аталанӑвӗнчи пӗлтерӗшӗ унӑн пысӑк.
Пӗрле пулар! // Константин Яковлев. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836)
Чӑнах та, мӗн те пулин ҫӗннине асӑрхамасӑр юлас мар тесен, пурнӑҫра ахаль ҫеҫ сӑнаса пыни, фактсем ҫеҫ пуҫтарни ҫителӗксӗр — чӑнлӑх тӗшшине хӑш чухне ним йӗркесӗр фактсен купинчен шӗкӗлчесе кӑларма тивнӗ, ҫавӑнпа пӗрмаях улшӑнса тӑракан опыта куллен-кун сӑнаса пыма, хӑйсене час-часах сасартӑк палӑртакан пулӑмсен пӗлтерӗшӗ ҫинчен шухӑшлама лекнӗ.
8 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Иван Алексеевич каллех округ председателӗ патӗнче пулни ҫинчен каласа кӑтартма пӑхрӗ, анчах пуҫларӗ те ҫак асра юлнӑ тӗлпулӑвӑн малтанхи илемӗ-тӗсӗпе пӗлтерӗшӗ сӳрӗлнине туйрӗ.
XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ку сӑмахсен пӗлтерӗшӗ ӑнлантармасӑрах паллӑ пулнӑ…
XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Хули пысӑк мар, анчах пӗлтерӗшӗ пысӑк.
Шутлама мар, ҫӗнтерме килнӗ // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.
Подтелковпа Кривошлыков черетре тӑракансем патне пычӗҫ, вӗсене лӑплантарма пикенчӗҫ, анчах сӑмахсен унчченхи пӗлтерӗшӗ пулмарӗ — тепрер минутран хӑйсен кун-ҫулӗ йывӑҫ ҫулҫи татӑлса ӳкнӗ пек татӑлас ҫынсене халӗ пачах урӑххи хыпӑнтарса тӑчӗ.
XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Тӑван чӗлхе пӗлтерӗшӗ ҫинчен питӗ нумай калаҫма пулать, ҫавра сӗтелсем ирттерсен те, нарӑс тата ака уйӑхӗнчи культура талккӑшӗнче студентсемпе учреждени ӗҫченӗсене хӑваласа ярсан та, вӗсене сӑвӑ вулаттарсан та е хӗрӳллӗ сӑмах калаттарсан та…, анчах эпир тӑван чӗлхепе усӑ курмасан, ҫыру ҫырмасан, вуламасан, кашни кун май килнӗ таран калаҫмасан, чӑвашла ача-пӑча сачӗсем, шкулсем уҫмасан, культурӑпа ӑслӑлӑх тата популярлӑ пулӑмсем йӗркелесе ирттермесен, е сахалтан тӑван чӗлхене хисепленине кӑтармасан - пире ни хисеплемӗҫ, ни хамӑр чӗлхемӗре упраса хӑвараймӑпӑр.
«Хавал» тӑван чӗлхе кунӗ ячӗпе саламлани // Хавал. https://vk.com/wall-12972450_14737?w=wal ... 2450_14737
Унӑн пӗлтерӗшӗ хаклӑ та сумлӑ.
Вӗсем Ҫӗнтерӳпе яла таврӑннӑ // Николай Воронцов. «Канаш», 2020.02.14
Олег Николаев ОНФ хастарӗсен ӗҫӗн пӗлтерӗшӗ пысӑк тенӗ, вӗсем республикӑра пурӑнакансен ҫивӗч ыйтӑвӗсене татса пама витӗм кӳнине каланӑ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн регионти уйрӑмӗн активӗпе тӗл пулнӑ // ЧР Пуҫлӑх администрацийӗн пресс-служби. http://gov.cap.ru/chuv/news.aspx?guid=5c ... b4575c9e35
Тӗп пӗлтерӗшӗ кунта — эпӗ сире каласа панинче, урӑхла — эпӗ выльӑх пулнинче.Имеет же смысл то, что я вам рассказал, то есть мое свинство.
XIX // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
— Пирӗн гидростанцин тӗп пӗлтерӗшӗ мӗнре-ха?
XXVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫакӑн пӗлтерӗшӗ Андрее ҫав тери пысӑк пек туйӑнса кайрӗ.И Андрею показалось это необычайно значительным, полным глубокого смысла.
XXVI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Ахальтен мар ЧР Пуҫлӑхӗ М.Игнатьев та Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырӑвӗнче ФАПсен пӗлтерӗшӗ пирки асӑнса хӑварнӑ.
Вӑрмар районӗнче икӗ ФАП уҫӑлчӗ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/3525-v-rmar- ... -fap-u-lch
Ҫак сценӑна айккинчен пӑхса, сӑнаса тӑнисем ун пӗлтерӗшӗ мӗнлерех синкерлӗ пулнине пуртех те пит лайӑх ӑнланчӗҫ пулас.Должно быть, все те, кто наблюдали эту сцену извне, поняли ее опасное значение.
XVIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ку мел-ӑслайсене корпус командирӗ шӑпах хӑй шутласа тупса практикӑна кӗртнӗччӗ, вӗсен тӗп пӗлтерӗшӗ — строя тӗрлӗ майпа хӑвӑрттӑн ҫаврӑнтара-ҫаврӑнтара тӑратма пултарассинчеччӗ, ун пек тесессӗн вара начальниксен кирек хӑҫан та тавҫӑруллӑ, пур чухне те пуҫаруллӑ, яланах шухӑшлавлӑ пулмалла.
XV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Дирижер сӗннӗ фигурӑн пӗлтерӗшӗ ҫаплаллаччӗ: ирӗк каччӑ ташлакан пӗр-пӗр мӑшӑра куҫлать те йӗрлеме пуҫлать.
IX // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ку йӑлан символла пӗлтерӗшӗ ҫаплалла пулнӑ пулас: акӑ эпӗ ҫӗнӗ хуҫа патӗнчи службӑра ҫӑкӑрпа тӑвар ҫисе ятӑм, эхер те эпӗ тӗрӗс мар тӑватӑп пулсан, ан тив, мана тимӗр тавӑртӑр.
III // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Эсӗ ҫӳлтен пиншер те пиншер ҫул пӑхакан ҫӑлтӑрсемпе, ҫыннӑн кӗске пурнӑҫне ним вырӑнне те хуман ӑнланмалла мар тӳпепе, тӗксӗмлӗхпе куҫа-куҫӑн пӗччен тӑрса юлса вӗсен пӗлтерӗшне ӑнланма тӑрӑшатӑн та, вӗсем санӑн чунна хӑйсен чӗмсӗрлӗхӗпе пусса тӑма тытӑнаҫҫӗ; хамӑртан кашнинех тупӑкра кӗтекен пӗчченлӗх ҫинчен шухӑшлатӑн, пурнӑҫ пӗлтерӗшӗ сана ҫавна май ниҫта кайса кӗрейми хаяр та шелсӗррӗн туйӑнать…
VI // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Ӗҫӗн пӗтӗм пӗлтерӗшӗ, тусӑм, ҫакӑ пулать те ӗнтӗ.
II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫапла вара калавӑн тӗп пӗлтерӗшӗ тата вӗҫӗ Лопуховшӑн акӑ мӗн пулчӗ: вӑл завод управляющин помощникӗ вырӑнне йышӑнать, управляющи вара фирма юлташӗсенчен пулать, ӑна хисеплӗ шалу параҫҫӗ, хӑй те хисеплӗ ҫын ҫеҫ пулать; ертсе пырасса ӗҫе Лопухов ертсе пырӗ; фирма юлташӗ управляющи вырӑнне ҫак условипе кӑна илчӗ, «эпӗ пултараймастӑп, ӑҫта манран» — «ара, эсир вырӑн ҫеҫ йышӑнӑр, унта тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫынна лартӑр, ӗҫе хутшӑнма кирлӗ мар сирӗн, эпӗ ӗҫе хам тӑвӑп», «ҫапла пулсан, юрать, вырӑн йышӑнатӑп», анчах чи кирли власть та-мар-ха, чи кирли вӑл 3500 т. илни, ӗлӗк ӑнсӑртран литературӑпа, уроксемпе, заводри ӗлӗкхи ӗҫпе тупнинчен 1 000 т. яхӑн ытларах илни, апла пулсан, халӗ, заводсӑр пуҫне, пӗтӗмпех пӑрахма та юрать, — питӗ лайӑх.
XXVI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.