Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

нихӑҫан сăмах пирĕн базăра пур.
нихӑҫан (тĕпĕ: нихӑҫан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Екатерина Гончарова ниме пӑхмасӑр упӑшкине нихӑҫан та улталаман.

Екатерина Гончарова несмотря ни на что мужу не обманывала.

Дантес ҫулӗ // Чӑваш хӗрарӑмӗ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№

Ҫанталӑкӗ парсан, хӑв тӑрӑшсан пӗр гектар пуҫне кунччен Чӑвашра нихӑҫан та туса илмен тӗш-тырӑ ҫапса кӗртме пур тет вӑл.

Если погода позволит, сам постараешься, то с гектара можно собрать доселе невиданный в Чувашии урожай.

Николай ЛУКИАНОВ: «Тӑван халӑх аталанӑвӗ кӑткӑсланса-структурӑланса, саманапа килӗшӳллӗн улшӑнса-тарӑнланса пырать» // В. СТЕПАНОВ. «Самант», 2016, 4№

«Кирлӗ мар ӗҫпе аппаланатӑн», — тесе нихӑҫан та каламан.

Никогда не говорил: «Ненужным делом занимаюсь».

Кам ҫине кӑвар сиксе ӳкнӗ, ҫавӑн ҫунмалла, е Амӑшӗн пехилӗ пурнӑҫланса пырать // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

«Нихӑҫан та ӗҫкӗҫ пулмӑп», — сӑмах патӑм хама.

"Я никогда не буду алкоголиком", — дал слово себе.

Кам ҫине кӑвар сиксе ӳкнӗ, ҫавӑн ҫунмалла, е Амӑшӗн пехилӗ пурнӑҫланса пырать // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Йывӑҫпа ӗҫлеме пӗлни пурнӑҫра нихӑҫан та ытлашши мар.

Умение работать с деревом в жизни никогда не лишнее.

Эрешлӗ йывӑҫ - кил-ҫурт илемӗ // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

Унта, Галина Александровна каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, пӗрре пулсан юррисене нихӑҫан та манмастӑн.

Куҫарса пулӑш

Яла савӑнтаракан «Кӗмӗл ҫӑлкуҫ» // Светлана САДЫКОВА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Чирлесе е ватӑлса вилнисем те, пурнӑҫран сарӑмсӑр уйрӑлнисем те, ҫарта пуҫ хунисем те — пурте ҫакӑнта, нихӑҫан вӑранайми ыйхӑра.

И умершие от болезней или старости, и ушедшие безвременно, и погибшие в армии — все здесь, в беспробудном сне.

Пурнӑҫран уйрӑлнисене ӗлӗкренех сума сунӑ // Агафон ПЕТРОВ. «Урал сасси», 2016.06.01

Вӑл нихӑҫан та хӑйӗнчен бинокль хӑварман.

Он никогда не расставался с биноклем.

Улттӑри паттӑр салтак // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

«Пуля» ӑна ҫара «тачка вырӑнӗнчен» самаях хытӑ лекрӗ пулмалла — нихӑҫан илтмен сӑмахсемпе тахҫанчченех ҫухӑрашрӗ.

"Пуля", видимо, очень крепко попала в то голое и мягкое место — надолго полилась такая ругань, которую никто и не слыхывал до этой поры.

Ӗҫсе-ҫиме банкран кивҫен илеҫҫӗ // ЧАН Тарукӗ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.26, 20 (6113) №

Банк ӗҫченӗсем нихӑҫан та реквизитсене ыйтмаҫҫӗ — вӗсене ахаль те пӗлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чее те ӑслӑ, питӗ сӗмсӗр... // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

«Маншӑн «Артекри» «Тинӗс» лагерь пысӑк кил-ҫурт пек пулчӗ, вожатӑйсемпе отрядри ачасем - пысӑк ҫемье пек. Тӗрӗссипе, унтан таврӑнас та килмерӗ, - кӑмӑлне уҫать Стас. - Хура тинӗс хӗрринчи «Артекра» пулса курни нихӑҫан та асран тухмӗ.

Куҫарса пулӑш

«Артекра» пулса курни асран тухмӗ // А.КАРПОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Унӑн ертӳҫи палӑртнӑ тӑрӑх, таврапӗлӳҫӗсем ҫак пархатарлӑ ӗҫрен нихӑҫан та пӑрӑнса юлман, вӗсем те историшӗн паха япаласем парнелеме хатӗррине пӗлтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ музей йӗркеленет // Э.Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Николай Владимирович тунӑ ҫитӗнӳсемпе нихӑҫан та лӑпланса лармасть, пӗр тӗллевне пурнӑҫласанах тепӗрне чӑна ҫавӑрма ӑнтӑлать, пуҫланӑ кирек мӗнле ӗҫе те вӗҫне ҫитерет.

Куҫарса пулӑш

Николай Малов: «Вӑй-хӑват ҫӑлкуҫӗ — шалти килӗшӳлӗх» // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Ҫавӑнпа эпир ҫакнашкал хӑрушӑ инкек урӑх нихӑҫан та ан пултӑр тесе хамӑртан мӗн килнине пӗтӗмпех тума тӑрӑшатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Алена Аршинова: «Ҫӗнтерӳ кунӗ - чи пысӑк уяв» // Алена Аршинова. «Елчӗк Ен», 2016.05.11

...Нихӑҫан та манӑҫми ҫуркуннехи кун, 1945 ҫулхи майӑн 9-мӗшӗнче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернине ял тӑрӑхӗсенче майӑн 8-мӗшӗнче анлӑн паллӑ турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫав ҫулсен мухтавӗ сӳнмӗ // Светлана АРХИПОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.11

Тӑван халӑхӑн ятне нихӑҫан та ӳкермен сӑмах ӑсти.

Куҫарса пулӑш

Кӗҫтук Кольцов сӑмахӗсем — Карелири гранит ҫинче // Елена ЛУКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.02.04, 4 (6097) №

Нимӗҫсене Карели ҫӗрӗ ҫинче аркатнӑскер Гитлер йыттисене нихӑҫан та парӑнман.

Куҫарса пулӑш

Кӗҫтук Кольцов сӑмахӗсем — Карелири гранит ҫинче // Елена ЛУКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.02.04, 4 (6097) №

Пирӗн ҫакна яланах асра тытмалла: урӑх нихӑҫан та вӑрҫӑ ан пултӑр тесен ҫитӗнекен ӑрӑвӑн иртнӗ вӑрҫӑ ҫинчен манмалла мар.

Куҫарса пулӑш

Вилӗмсӗр полк // Пирӗн пурнӑҫ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.06

Нихӑҫан та вӑрҫмастчӗ вӑл, асӑрхаттаратчӗ.

Никогда не ругал он, предупреждал.

Шупашкар калаҫать // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Наталья Сергеева палӑртнӑ тӑрӑх — А.Вампиловӑн хайлавӗсем нихӑҫан та кивелмеҫҫӗ, хуть хӑш вӑхӑтра сцена ҫине кӑларсан та вӗсем куракана ҫавӑрса илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вампилов пьесисем кивелмеҫҫӗ // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех