Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

нихӑҫан сăмах пирĕн базăра пур.
нихӑҫан (тĕпĕ: нихӑҫан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лайӑх хайлав нихӑҫан та тусан пухса выртмасть, ӑна пичетлесе вулакан патне ҫитерме май тупатпӑрах.

Куҫарса пулӑш

«Журналистсем сӑпайлӑ, мухтанмаҫҫӗ…» // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Ҫапах та тем чуль вӑхӑт иртсен те, шкула ӑс пухма ҫӳренӗ тапхӑр, ҫамрӑклӑх ҫулӗсем нихӑҫан та асран тухмӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ашшӗне итлемесӗр професси суйланӑ // ВЕРА ШУМИЛОВА. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Вӗренме нихӑҫан та кая мар теҫҫӗ.

Говорят, учиться никогда не поздно.

Юрату та, курайманлӑх та - ташӑра // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

«Пӗтӗмпех ывӑнтарчӗ» текен шухӑш нихӑҫан та килмен.

Никогда не было мысли «все, я устала».

Юрату та, курайманлӑх та - ташӑра // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Ҫак ҫыхӑну нихӑҫан та ан татӑлтӑр.

Пусть эта связь никогда не оборвется.

Аттепе анне пулсассӑн??? // Ольга ФЕДОРОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Ҫакнашкал асӑрханулӑх нихӑҫан та улталамасть.

Куҫарса пулӑш

Юр каять. Пӗрле асфальт та // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Физкультурӑран вара нихӑҫан та уйрӑлас ҫук.

Вот с физкультурой никогда не распрощаться.

“Хĕрлĕ парăс” халĕ те тыткăнлать // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Виҫҫӗмӗшӗ пирки вӑл, паллах, нихӑҫан та шухӑшламан.

Про третью, она конечно, никогда и не думала.

“Хĕрлĕ парăс” халĕ те тыткăнлать // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Хӗрарӑма яваплӑ ӗҫре тӑрӑшма ҫӑмӑлах мар пулин те, Ольга Петровна нихӑҫан та пуҫне усмасть.

Пусть женщине и не легко работать на руководящей должности, Ольга Петровна никогда не унывает.

Унра вăй-хал тапса тăрать // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 4

Юрӑ-кӗвӗре, калав-романра, сӑрӑ, кино искусствинче тивӗҫлипех сӑнарланнӑ, хӑйӗн хастарлӑхӗпе ялан палӑрнӑ, йывӑрлӑхра хуҫӑлман, никам умӗнче нихӑҫан та пуҫа усман, ҫемье ӑшшине упракан, ывӑл-хӗрне ырӑ кӑна сунакан, мӑнукӗсене малашлӑха пиллекен, тӗрӗсрех каласан, Турӑпа юнашар тӑмалли ҫын вӑл – пурнӑҫ пуҫламӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

Хĕрарăм – пурнăç, чĕрĕлĕх Турри // ЮРИЙ ЛИСТОПАД. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Чӑваш Енре вак бизнес хӑйӗн кун-ҫулӗнче патшалӑхран нихӑҫан та ҫавнашкал пысӑк калӑпӑшпа пулӑшу илмен!

Никогда в своей истории малый бизнес в Чувашии не получал таких объемов государственной поддержки!

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

«Тӑван халӑха, Тӑван Совет ҫӗршывне, Совет Правительствине шанчӑклӑ упрама» тупа тунӑ салтаксем вилӗм хӑратсан та нихӑҫан та каялла чакман.

Куҫарса пулӑш

Хӑрасан та каялла чакман // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№

Эпӗ, килти пӗччен хӗрарӑм, ҫурта нихӑҫан та пӑрахса хӑварма хӑраман, ӗҫрен таврӑннӑ ҫӗре савӑт-сапа та, урай та, кӗпе-йӗм те тап-таса пулнӑ, - тет телейлӗ амӑшӗ. - Ӗҫе алӑран туртса илетчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Арапуҫ кӗперӗ пӗрлештерчӗ...» // Виктория Вышинская. http://hypar.ru/ru/node/15771

Эпӗ, йышӑнатӑп, хам пурнӑҫра нихӑҫан та апат хатӗрлесе курман, пӗлместӗп те.

Я, признаюсь, в своей жизни ни разу не приготовил пищу, и не знаю, как готовить.

Михаил ГАЛУСТЯН: “Ача кӗтекен хӗрарӑма ӑссӑр арҫын кӑна хирӗҫлет” // Куҫару . Хыпар, ("7 Дней”).

Шурӑ пулнӑ Суламифь пичӗ, кунашкалах хитре вӑл унӑн хӑй чӗрӗ чух та нихӑҫан пулман.

Лицо ее было бело, и никогда оно не было так красиво при ее жизни.

XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Анчах ман пите нихӑҫан кураймӗ вӑл текех.

Но никогда она не увидит более моего лица.

XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Манран телейлӗрех хӗрарӑм нихӑҫан пулман, пулмӗ те.

Никогда не было и не будет женщины счастливее меня.

XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех