Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: «Журналистсем сӑпайлӑ, мухтанмаҫҫӗ…»

Автор: Тӑван Ен

Ҫӑлкуҫ: «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Хушнӑ: 2016.03.20 11:01

Пуплевӗш: 14; Сӑмах: 144

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Чӑваш кӗнеке издательствин директорӗ, ЧР журналистсен союзӗн ертӳҫи, Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Валерий Петрович КОМИССАРОВ ҫак кунсенче 60 ҫул тултарчӗ. Мӗнле кӑмӑл-туйӑмпа кӗтсе илет-ха ӗҫтешӗмӗр сумлӑ юбилея?

Чи малтанах эпир тӗрлӗ май-меслетпе республикӑшӑн пӗлтерӗшлӗ кӗнекесем кӑларни ҫинчен каламалла-тӑр. Чи сумли – «Чӑваш журналистикипе пичечӗн энциклопедийӗ». Журналист хӑй ӗҫленӗ тапхӑрта такам, темӗн ҫинчен те ҫырать. Хӑйӗн ҫинчен пӗлтересси – йӑлара мар. Ҫак тӗрӗсмарлӑха сирес тӗллевпе хатӗрлесе кӑлартӑмӑр та ку энциклопедие. Ӗҫтешсем ҫинчен маларах «Журналисты Чувашии», «Городские и районные газеты Чувашии» кӗнекесем пичетленнӗччӗ. Халӗ ав уйрӑм авторсен ӗҫ-хӗлне ҫутатаканнисене те кӑларасшӑн.

Чӑваш кӗнеке издательствин директорӗнче вӑй хума тытӑнсанах издательство панкрута тухас хӑрушлӑхрах пулнине пӗлсен йывӑр пулчӗ. Офиссем унта та кунта – сапаланчӑк, лавккасем чухӑн… Майӗпен виҫҫӗмӗш лавкка уҫма май тупрӑмӑр, кӳршӗ регионсемпе ҫыхӑнусем йӗркелерӗмӗр.

Пирӗн предприяти кӑларакан продукци паян – республика бренчӗн шайӗнче. Лайӑх хайлав нихӑҫан та тусан пухса выртмасть, ӑна пичетлесе вулакан патне ҫитерме май тупатпӑрах.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех