Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каласа (тĕпĕ: кала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӑраниччен аттепе калаҫрӑм, хамӑн ҫемье пирки каласа патӑм...

Куҫарса пулӑш

73 ҫултан — пӗрремӗш тӗлпулу // О. ПАВЛОВА. «Авангард», 2016.05.06

Ачасемпе тӑтӑшах тӗл пулса вӑрҫӑ хӗн-асапӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑра пулнисем нихӑҫан та асран тухмаҫҫӗ // А.НИКОЛАЕВА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.07

Кун йӗркинче ҫарпа патриот клубӑн пӗр пӗрлӗхлӗ ӗҫӗ пулмалли, асӑннӑ организацисен ӗҫӗ-хӗлӗнче вӗренӗве кирлӗ шайра йӗркелемелли ҫинчен те каласа хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чи тӑрӑшуллисене чысланӑ // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.07

Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Николай Прокопьев юрӑҫ, 33-мӗш мехколонна аслӑ механикӗнче тӑрӑшнӑ Петр Терентьев /халӗ — ял старости, ял пухӑвӗн депутачӗ/, почтальонра вӑй хунӑ Ольга Егорова, районти комсомол организацийӗнче, ялти библиотекӑра хастар ӗҫленӗ Ольга Терентьева шкул ачисене хӑйсен ӗҫ-хӗлӗ ҫинчен кӑсӑклӑ, асра юлмалла каласа кӑтартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Техника - нумай, ача-пӑча вара... // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Пӗчӗк яла ура ярса пуссанах лӑпкӑлӑхпа шӑплӑх, сӑмахпа каласа кӑтартма ҫук ытарлӑх ытамне лекрӗм.

Как только ноги вступили в маленькую деревню, попала в объятия спокойствия и тишины, в неописуемое волшебство.

Йӗри-тавра пӗве, пусӑра шыв ҫук... // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Альбина Николаевнӑна хӗрӗ ҫинчен каласа кӑтартма ыйтрӑм.

Куҫарса пулӑш

«Шикленсен те тӑвайккине хӑпаратчӗ» // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Раҫҫей МЧСӗн Чӑваш Республикинчи тӗп управленийӗн пуҫлӑхӗ Станислав Антонов генерал-майор пушарнӑйсем кашни кун, кашни сехетре мӗн тери пысӑк ӗҫ тунине сӑмахпа каласа пӗтерме те май ҫуккине палӑртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушар хуралӗнче — чи хӑюллисем, хастаррисем // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Чӑваш Республикин ӗҫлев министрӗ Сергей Димитриев, культура министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Константин Яковлев, Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков, Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Ольга Чепрасова каласа кӑтартнӑ тӑрӑх — республикӑра пурӑнакансем уявсенчи мероприятисен хальчченхинчен те йышлӑн, хастар хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксене ҫыхӑнтаракан юхӑм кирлех // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Ачасене Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пирки каласа кӑтартать, вӗсем чӑн-чӑн патриотсем пулччӑр тесе ӗмӗтленет.

Рассказывает детям о Великой Отечественной войне, мечтает о том, чтобы дети росли патриотами.

Аркадий Петров: Ҫара юрӑхсӑррине ҫирӗплетсен те вӑрҫа кайрӑм // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.06, 69№

Пирӗн вӑхӑтра салтакра пулман яшсене пачах хисеплеместчӗҫ, йӗркеллӗ ҫын вырӑнне хумастчӗҫ. Ун чухне 3-4 районӑн пӗрлехи медкомиссийӗ эрнере пӗрре пухӑнатчӗ. Повестка ҫук пулин те унта хам ирӗкпех тепӗр икӗ хут кайрӑм, виҫҫӗмӗшӗнче тин мана строй службине юрӑхлӑ тесе йышӑнчӗҫ», — каласа кӑтартрӗ ветеран.

В наше время не уважали тех парней, кто не был в армии, не считали за приличного человека. Тогда общая медкомиссия 3-4 районов собиралась раз в неделю. Хоть и не было повестки я добровольно туда еще два раза сходил, в третий раз только меня признали годным к строевой службе", - рассказал ветеран.

Аркадий Петров: Ҫара юрӑхсӑррине ҫирӗплетсен те вӑрҫа кайрӑм // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.06, 69№

Ҫу уйӑхӗн вӗҫӗнче 93 ҫул тултараканскер 70 ытла ҫул каялла хӑй ытти совет салтакӗ-офицерӗпе пӗрле мӗн курни-тӳснине питӗ лайӑх астӑвать, кашни самант пирки тӗплӗн каласа кӑтартма пултарать.

Он хорошо помнит, что пришлось пережить ему со всеми остальными советскими солдатами и офицерами 70 с лишним лет тому назад, может конкретно рассказать о каждом моменте, а ведь в конце мая ему исполнится 93 года.

Аркадий Петров: Ҫара юрӑхсӑррине ҫирӗплетсен те вӑрҫа кайрӑм // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.06, 69№

Патӑрьел районӗнчи Тӑрӑнта ҫуралса ӳснӗ, хальхи вӑхӑтра Лапсарта пурӑнакан Аркадий Никифорович Петров вӑрҫӑ мӗн иккенне кам та пулин каласа кӑтартнӑ е тӗрлӗ фильмпа литература тӑрӑх мар, хӑй фронтра малти линире пулнӑран питӗ лайӑх пӗлет.

Уроженец Батыревского района деревни Турун, ныне живущий в Лапсарах, Аркадий Никифорович Петров знает хорошо что такое война не понаслышке или по разным фильмам и литературе - он сам был на передовой линии фронта.

Аркадий Петров: Ҫара юрӑхсӑррине ҫирӗплетсен те вӑрҫа кайрӑм // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.06, 69№

Тӑван ен историйӗпе кӑсӑкланакан шкул ачине историе кӗрсе юлнӑ хамӑр тӑрӑхри пулӑмсемпе ҫынсем ҫинчен тӗплӗн каласа кӑтартрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Тӑм тивичченех окоп чавнӑ // Елена ПАВЛОВА. «Хыпар», 2016.05.06, 69№

Иван Романович Гришин асаилӗвӗ те кӑсӑк: «Атте, Роман Дмитриевич, вӗсен бригади самай пысӑк пулни ҫинчен каласа паратчӗ. 30-35 ҫын та пулнӑ. Турханкасси ҫывӑхӗнче окоп чавнӑ вӗсем. Пӗррехинче атте киле кувалда илсе килчӗ. Унӑн окоп чавнӑ чухнехи ӗҫ хатӗрне, 8 килограмм таяканскере, халӗ те упратпӑр».

Куҫарса пулӑш

Тӑм тивичченех окоп чавнӑ // Елена ПАВЛОВА. «Хыпар», 2016.05.06, 69№

«1941 ҫулта хӗл ҫав тери сивӗ килчӗ. Хушӑран сывлӑш температури 45 градус таран сивӗччӗ», — ҫапла каласа паратчӗ Мария Игнатьевна Кутаркина, шкулта вырӑс чӗлхи вӗрентнӗ педагог.

Куҫарса пулӑш

Тӑм тивичченех окоп чавнӑ // Елена ПАВЛОВА. «Хыпар», 2016.05.06, 69№

Йывӑр ӗҫре пӗр арҫын ачана тӑм тивнине аса илсе каласа кӑтартнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑм тивичченех окоп чавнӑ // Елена ПАВЛОВА. «Хыпар», 2016.05.06, 69№

Такмак каласа чӑвашла кӗвӗ ҫеммипе ҫав тери хитре ташланӑ.

Исполняя частушки под чувашскую музыку они очень красиво станцевали.

Илемписемпе Сенттисем ӑмӑртнӑ // Галина Никитина. http://chuvash.org/news/12294.html

Сутуҫи те, япшарскер, хаклӑ чулсемпе метал-сем ҫинчен каласа ӑнлантарать, хӑйӗн таварне рекламӑлать.

Куҫарса пулӑш

Пулас упӑшкана тӗрӗслени // Н. СУЙМАНОВ. «Капкӑн», 2016, 4№

Хунямӑшӗпе Нина Алексеевнӑпа, 83 ҫулти ватӑпа, пӗр-пӗрне ҫак таранччен те сивӗ сӑмах каласа курман вӗсем.

Куҫарса пулӑш

Арҫын - тӗрев, мӑшӑрӗ - управҫӑ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Ҫуллахи каникул вӑхӑтӗнче велопоход ирттеретпӗр: Муркаш юханшывӗ ҫывӑхӗнчи топонимикӑна тӗпчетпӗр, — каласа кӑтартрӗ Вера Энгельсовна.

Куҫарса пулӑш

Арҫын - тӗрев, мӑшӑрӗ - управҫӑ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех