Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑтартрӗ (тĕпĕ: кӑтарт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Инсаров Елена патне ҫыру ҫырма хӑяймарӗ, Берсеневпа калаҫнӑ чухне сӑмах май ҫеҫ ун пирки вӑлтса калаҫрӗ; Берсенев, юриех нимпе те интересленмен пек пулса, хӑй Стаховсем патне кайкаласа килни ҫинчен, анчах та — Елена ҫав тери пӑшӑрханни, халь ӗнте лӑпланса ҫитни ҫинчен каласа кӑтартрӗ.

Инсаров не смел писать к ней и только косвенно, в разговорах с Берсеневым, намекал на нее; а Берсенев, с притворным равнодушием, рассказывал ему о своих посещениях у Стаховых, стараясь, однако, дать ему понять, что Елена была очень огорчена и что теперь она успокоилась.

XXVII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Елена кӑштах палӑрмалла хулпуҫҫийӗсене сиктерчӗ те, Инсарова киле кайма ирӗк панӑ пек, куҫӗпе алӑк ҫине кӑтартрӗ.

Елена едва заметно пожала плечом и показала Инсарову глазами на дверь, как бы отпуская его домой.

XXIV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Шубин хӑй пурӑнакан флигелӗн чӳречинчен ун ҫине пӑхрӗ, ним шарламасӑр чӗлхине кӑларса кӑтартрӗ.

Шубин поглядел на него из окошка своего флигеля и молча высунул ему язык.

XXII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Вӑл мана хӑйӗн планӗсем ҫинчен каласа кӑтартрӗ (сӑмах май, халь пӗлетӗп ӗнтӗ унӑн мӑйӗ ҫинчи суран мӗн пирки пулнине…

Он мне рассказал свои планы (кстати, я теперь знаю, отчего у него рана на шее…

XVI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Эпӗ акӑ халех, ҫак минутрах каятӑп, анчах акӑ ҫак фрейлейн, ҫак мадам мар, акӑ ҫакӑ е ҫак (вӑл Еленӑпа Зоя ҫине кӑтартрӗ) мана einen Kuss, эпир нимӗҫле ҫапла калатпӑр, чуптума патӑр; ҫапла; мӗнех вара?

А теперь я сейчас, сей минутой уйду, только вот нушна, штоп эта фрейлейн, не эта мадам, нет, эта не нушна, а вот эта или эта (он указал на Елену и Зою) дала мне einen Kuss, как мы это говорим по-немецки, поцалуйшик, да; что ж?

XV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

— Андрей Петрович мана сирӗн пурнӑҫ ҫинчен, сирӗн ҫамрӑк ӗмӗрӗр ҫинчен нумай каласа кӑтартрӗ.

— Мне Андрей Петрович много рассказывал о вашей жизни, о вашей молодости.

XIV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Вӑл тусӗ ҫинчен мӗн пӗлнине пӗтӗмпех кала-кала кӑтартрӗ (эпир час-часах, пӗр-пӗр ҫынна юрас шутпа, унпа калаҫнӑ чухне хамӑр юлташа мухтатпӑр, ҫапла тунипе, ҫав хушӑрах, хамӑра хамӑр мухтанине туйманпа пӗрех пулатпӑр), вара, сайра хутран ҫеҫ Еленӑн шурӑ пичӗ хӗрелсен, куҫӗсем ҫуталса пысӑклансан, хӑй тӳссе ирттерекен лайӑх мар хуйхӑ унӑн чӗрине чӗпӗтет.

Он с жаром, до малейших подробностей, рассказывал ей всё, что знал о нем (мы часто, когда сами хотим понравиться другому человеку, превозносим в разговоре с ним наших приятелей, почти никогда притом не подозревая, что мы тем самих себя хвалим), и лишь изредка, когда бледные щеки Елены слегка краснели, а глаза светлели и расширялись, та нехорошая, уже им испытанная, грусть щемила его сердце.

XIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

(Вӑл Берсенев ҫине кӑтартрӗ.)

(Он указал на Берсенева.)

XI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Кайрантарах тин пӗр темле карчӑк, салоп та чалӑшса кайнӑ атӑ тӑхӑннӑскер, Берсенева хӗрхенсе, Инсаров хваттерӗ тӗлне кӑтартрӗ.

Какая-то женщина в старом салопе и стоптанных сапогах сжалилась, наконец, над Берсеневым и указала ему квартиру Инсарова.

VII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Шубин чӗлхине кӑларса кӑтартрӗ.

Шубин высунул язык.

I // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Вӑл шыв ҫинелле кӑтартрӗ.

 — Она показала на реку.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Акӑ, ҫакӑн пек путсӗре те переймен пулӑттӑм эпӗ, — «поляк» ҫинелле кӑтартрӗ вӑл мана.

Вот даже такого отвратительного, как этот, — он показал на «поляка».

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

— Ҫыхса ярасшӑнччӗ эп ӑна, ҫавӑнпа ҫул ҫине чупнӑччӗ, — силлесе кӑтартрӗ вӑл бинчӗсене.

 — Я перевязать хотел, вот за этим и бегал на дорогу, — и он махнул бинтами.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ыйхӑллӑ кил хуҫи «чӗпкуҫне» кӑшт пысӑклатрӗ те ним чӗнмесӗр пире урайнелле кӑтартрӗ.

Полусонный хозяин прибавил огня в бледно горевшей коптилке и молча показал нам на пол.

1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Вадя пире пурне те пӳле-пӳле калаҫрӗ, шӳтлерӗ, пачах кӗтмен ыйтусемпе хӑйӗн тавракурӑмне кӑтартрӗ, унтан сасартӑк — чарӑнчӗ.

Вадя перебивал нас всех, острил, выказывал свою эрудицию в самых неожиданных вопросах, и вдруг — замолчал.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ун ҫинче кайран Гленарван Элена каласа кӑтартрӗ, Элен Мэрине пӗлтерчӗ.

А тот, в свою очередь, Элен; Элен рассказала её Мэри.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Пурин ҫинчен те пиншер хут калаҫнӑ хыҫҫӑн, Гленарван Грант капитана Айртон ҫинчен каласа кӑтартрӗ.

Когда обо всём уже было переговорено тысячу раз, Гленарван рассказал капитану Гранту об Айртоне.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Унтан Джон Мангльс Мэри ҫинчен ҫав териех ӑнланмалла каласа кӑтартрӗ те, мӗн пурне Эленӑн пӗр ик-виҫ сӑмахӗнченех тавҫӑрса илнӗ Гарри Грант, ҫамрӑк капитанӑн хастарлӑ аллине ярса тытрӗ, ӑна хӑй хӗрӗн аллине тыттарса, Гленарванпа унӑн арӑмне: — Юратнӑ тусӑмсем, ҫак ачасене пиллесемӗр! — терӗ.

Потом Джон Мангльс говорил о Мэри в таких выражениях, что Гарри, уже обо всём догадавшийся по нескольким словам Элен, взял мужественную руку молодого капитана, соединил её с рукой своей дочери и обратился к Гленарвану и его жене со словами: — Друзья мои, поздравьте этих детей!

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Грант капитана Элен ӑна шырама тухсан мӗн-мӗн курнисене пӗтӗмӗшпех каласа кӑтартрӗ, вара ашшӗ хӑйӗн ачисен паттӑрлӑхӗшӗн пӗтӗм чӗререн мухтанчӗ.

Элен во всех подробностях рассказала капитану Гранту историю спасательного путешествия, и сердце отца наполнилось гордостью за своих детей.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ман тусӑм Джон мана пӗтӗмпех каласа кӑтартрӗ.

Мой друг Джон мне всё рассказал.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех