Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑрмана (тĕпĕ: вӑрман) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак ырӑ вӑрмана ярса илесшӗн эпӗ санпа хӗҫпеле тавлашса пӑхмашкӑн чӑн-чӑнах та хавас.

Что ж, я буду рад сразиться с тобой, — решим, кому быть хозяином дорог в этом веселом лесу.

8-мӗш сыпӑк. Пулас харсӑр пират // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӑрмана, чӑтлӑх ӑшне пӗччен каймалла, ӑҫта ҫавӑн пек ҫӗрӗк тунката пуррине асӑрхамалла та лӑп ҫур ҫӗрте ҫав тунката еннелле ҫурӑмпа ҫаврӑнса тӑмалла, шыв ӑшне алла чиксе ҫапла каламалла:

Надо пойти совсем одному в самую чащу леса, где есть гнилой пень, и ровно в полночь стать к нему спиной, засунуть руку в воду и сказать.

6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

«Чӑнах. Виллине вӑрмана кӗртсе пӑрахнӑ. «Йытта — йытӑ вилӗмӗ», тесе ҫырнӑ».

Куҫарса пулӑш

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

Ун виллине вӑрмана сӗтӗрсе кӗртсе пӑрахрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

Тӗрӗссипе, каҫхи вӑрмана тухсан, чун-чӗре ҫӗкленсе каять манӑн.

Куҫарса пулӑш

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

Ҫалах та юлашкинчен, пӗр-пӗрин ҫине тайӑнкаласа, шоссе урлӑ каҫрӑмӑр, вӑрмана кӗрсе кайрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

«Ку вӑрмана Ольховка вӑрманӗ теҫҫӗ. Кунтан Ольховка ялӗ виҫ-тӑватӑ ҫухрӑм ҫеҫ», — пӗлтерчӗ хӗр.

Куҫарса пулӑш

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

Кунта вӑл кашни вӑрмана, путӑк-вар таврашне, ялне-мӗнне пӗлет.

Куҫарса пулӑш

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

Ҫавӑн пекех, вӑрмана кӑмпа татма кайнисем куҫ умне тухаҫҫӗ.

Да вспоминаются, как мы ходили в лес за грибами.

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

Сӑмахран, «Йӗс шӑши - сӳс хӳре», «Пирӗн пӳртре кам хыткан», «Шӑлӗ пур - ҫыртаймасть», «Икӗ хырӑмлӑ, пӗр пилӗклӗ», «Мӗн чухлӗ ҫаврӑнать, ҫавӑн чухлӗ хулӑнланать», «Хӑй курпун, чунсӑр, ҫӗр чавать», «Ҫырмара икӗ майра ташласа ҫӳреҫҫӗ», «Шӑлӗ пур - ҫӑварӗ ҫук», «Тимӗр шӑллӑ карчӑк, ури сенӗк пек, пур тӗнчене тӑрантарать, хӑй выҫах пурӑнать», «Вӑрмана кайрӑм - касрӑм, ҫула тухрӑм - аврӑм, киле килтӗм - ҫӗлерӗм, варри - тиха тирӗ, хӗрри - пӑру тирӗ»…

Куҫарса пулӑш

Ӗҫе мӗн ачаран вӗрен // Наталия МАТВЕЕВА. Тантӑш, 2015.11.26

Унччен те пулмарӗ, вӗсем киремете пиллесе хӑварнӑ автан пӗтӗм вӑрмана янратса авӑтрӗ: «Ку-ка-ре-ку-у!»

А тут, петух, преподнесенный киремети, закукарекал на весь лес: «Ку-ка-ре-ку-у!»

Ӳпне ҫӑпан // Вир Мӗтри. Вир Мӗтри. Хӗрлӗ гварди. — Шупашкар, 1980

— Кинемей, мӗншӗн ҫав вӑрмана кайса памалла? — ыйтрӗ тӗлӗнсе амӑшӗ.

— Бабушка, зачем ехать с пожертвованиями в этот лес? — спросила удивленная мама.

Ӳпне ҫӑпан // Вир Мӗтри. Вир Мӗтри. Хӗрлӗ гварди. — Шупашкар, 1980

Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Григорий Андреевич Игнатьев (халь Шупашкарти кооператив институчӗн издательство пуҫлӑхӗ) шыв пикисен ӳкерчӗкӗсене Мӑньял Хапӑсран вӑрмана тухса вӑрттӑн ӑсталанӑ.

Куҫарса пулӑш

Салхуллӑ Салука // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2010,09,18

Ҫамрӑк ҫын вӑрмана 90-мӗш ҫулсенчен пуҫласа вун тӑватӑ ҫул сыхларӗ.

Куҫарса пулӑш

Салхуллӑ Салука // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2010,09,18

Асфальт ҫулӗ вӑрмана икке уйӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Салхуллӑ Салука // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2010,09,18

Хытӑ сыхланӑ вӑрмана ӗлӗкхи страшниксем.

Куҫарса пулӑш

Салхуллӑ Салука // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2010,09,18

Халь те астӑватӑп: шак! тутарчӗ мана аллӑмран пиччем: «Ҫырла ҫиес килсен, вӑрмана чупма тивет! Ыран акӑ сана та ҫавӑртса кайӑп».

Куҫарса пулӑш

Салхуллӑ Салука // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2010,09,18

«Ӗҫ кашкӑр мар, вӑрмана тармасть», — тесе ахальтен каламаҫҫӗ иккен вӗсем.

Куҫарса пулӑш

Словаре те кӑсӑклӑ роман пекех вулама пулать // Роза Власова. «Хыпар», 2017.04.26, 60№

Пирӗн вӑрмана ӗлӗк упа, кашкӑр, хир сысни, карӑк, ӑсан, хир чӑххи, мулкач, тилӗ, ытти чӗрчун илемлетнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫуллен йывӑҫ лартатпӑр пулсан та // Анатолий АЛЕКСЕЕВ. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

Маттур шӑпчӑк та вӑрмана янратать.

Куҫарса пулӑш

Ял пурнӑҫне кӑмӑллакан Типшӗм Андрей // Луиза Васильева. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех