Шырав
Шырав ĕçĕ:
14. Вӑл вӗҫен кайӑка пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ҫӳлхуҫана парне кӳрет пулсассӑн, ҫав парне улатӑпа е ҫамрӑк кӑвакарчӑн пултӑр; 15. священник ӑна парне вырӑнӗ патне илсе пытӑр, унӑн мӑйне пӑрса хуҫтӑр та парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса ятӑр, юнне парне вырӑнӗ айккине юхтарса кӑлартӑр; 16. унӑн пӗсехине тӗкӗсемпе пӗрле татса илтӗр те парне вырӑнӗн тухӑҫ енне, кӗл выртакан ҫӗре, пӑрахтӑр; 17. ҫунаттине ан таттӑр, хуҫтӑр ҫеҫ, вара священник ӑна парне вырӑнӗ ҫинчи вут-ҫулӑм ҫине купаланӑ вутӑ ҫинче ҫунтарса ятӑр: ҫакӑ — пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳнӗ парне, унӑн ырӑ шӑрши Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пулӗ.
Лев 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Унӑн пӗтӗмӗшпе ҫунтарса [Ҫӳлхуҫана] кӳмелли парни вак выльӑх, сурӑх е качака, пулсассӑн, айӑпсӑр ар выльӑх кӳтӗр, [унӑн пуҫӗ ҫине хӑйӗн аллине хутӑр,] 11. ӑна Ҫӳлхуҫа умӗнче парне вырӑнӗн ҫурҫӗр енче пустӑр; Аарон ывӑлӗсем, священниксем, унӑн юнӗпе парне вырӑнӗ ҫине пур енчен те сирпӗтсе тухчӑр; 12. вара унӑн пуҫне, ӑш ҫӑвне уйӑрса илсе, ӑна пайӑн-пайӑн касса ваклаччӑр; ҫакна священник парне вырӑнӗ ҫинчи вут-ҫулӑм ҫине купаланӑ вутӑ ҫийӗн сарса хутӑр, 13. ӑш-чиккипе урисене шывпа ҫуса тасаттӑр, вара священник ҫакна пурне те илсе пырса парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса ярӗ: ҫакӑ — пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳнӗ парне, унӑн ырӑ шӑрши Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пулӗ.
Лев 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Чӗри хушнипе, кӑмӑлӗ туртнипе ҫынсем пуху чатӑрӗ тумашкӑн, унта мӗн кирлине пурне те тумашкӑн, [пӗтӗм] сӑваплӑ тумтире тумашкӑн мӗн-мӗн кирлине илсе Ҫӳлхуҫана парне кӳнӗ; 22. упӑшкисем арӑмӗсемпе пӗрле пынӑ, пурте чӗри хушнипе ҫӗрӗсем, алкасем, куҫлӑ ҫӗрӗсем, хӑлха ункисем, тӗрлӗ ылтӑн япала илсе пынӑ, Ҫӳлхуҫана ылтӑн кӳрес теекенӗ кашниех ҫапла тунӑ; 23. камӑн сенкер тӗслӗ, хӗрхӗлтӗм тата йӑм хӗрлӗ тӗслӗ ҫӑм, виссон, качака ҫӑмӗ, хӗрлӗ тутарнӑ така тирӗсем, кӑвак тирсем пулнӑ, вӗсем ҫавна илсе пынӑ; 24. кӗмӗл е пӑхӑр параканӗ кашнийӗ ӑна Ҫӳлхуҫана парне кӳме илсе пынӑ; камӑн ситтим йывӑҫӗ пулнӑ, вӑл ӑна кӗлӗ чатӑрне кирлӗ ҫӗре илсе пырса панӑ; 25. ӑстайлӑ хӗрарӑмсем пурте арланӑ, вара сенкер тӗслӗ, хӗрхӗлтӗм тата йӑм хӗрлӗ тӗслӗ ҫип, виссон пырса панӑ; 26. арлама пӗлекен пур арӑм та хӑйӗн чӗри хушнипе качака ҫӑмӗ арланӑ; 27. халӑх пуҫлӑхӗсем ефодпа кӑкӑрлӑх валли оникс чулӗ тата харшаласа лартмалли чулсем, 28. ырӑ шӑршӑлӑх, ҫутаткӑҫ валли тата сӗрмелли ҫу тума, ырӑ шӑршӑ тӗтӗрмелли тума йывӑҫ ҫӑвӗ илсе пынӑ.
Тух 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Израиль ывӑлӗсене кала: ку Манӑн сирӗншӗн сыпӑкран сыпӑка тасалӑх тивлечӗ кӳмелли мирӑ пулӗ, те; 32. ӑна ытти ҫынсен ӳтне сӗрме юрамасть, ӑна тунӑ хутӑшран [хӑвӑр валли] ун пек ҫу ан тӑвӑр; вӑл — сӑваплӑ япала: сирӗншӗн вӑл сӑваплӑ япала пулмалла; 33. эхер те кам та пулин ҫавӑн пек ҫу тӑвать е кам та пулин унпа урӑх ҫынна сӗрет, ҫавна хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗҫ, те, тенӗ.
Тух 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42. Вӗсем валли йӗтӗнрен аялти кӗпе ту, вӑл вӗсен ӳчӗн ҫарамасне пилӗкрен пуҫласа чӗркуҫҫийӗ таран витсе тӑтӑр, 43. пуху чатӑрне кӗнӗ чухне е сӑваплӑ вырӑнта кӗлӗ тумашкӑн парне вырӑнӗ патне пынӑ чухне [хӑйсем ҫине] ҫылӑх илсе вилес мар тесессӗн, Аарон ҫинче тата унӑн ывӑлӗсем ҫинче ҫак тумсем пулччӑр.
Тух 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Хӑвӑн тӑшманун вӑкӑрне е унӑн аташса кайнӑ ашакне тупсассӑн, ӑна ун патне илсе пыр; 5. эхер те тӑшманун ашакӗ хӑй ҫине тиенӗ ҫӑкӗ йывӑррипе ӳкнине курас пулсассӑн, ӑна пӑрахса ан кай; хуҫине ашакне пушатма пулӑш.
Тух 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Эхер те кам та пулин хӑйӗн ҫывӑх ҫыннинчен выльӑх тара илсессӗн, анчах выльӑхӗ суранланас е вилес пулсассӑн, хуҫи унта пулман пулсассӑн, тара илекенни тӳлеме тивӗҫлӗ; 15. хуҫи унтах пулнӑ пулсассӑн — тӳлемелле мар; выльӑхне тара илнӗшӗн мӗн чухлӗ тӳлемелле пулнӑ, ҫавӑн чухлӗ тӳлетӗр.
Тух 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Эхер те кам та пулин хӑйӗн кӗмӗлне е япалине ҫывӑх ҫыннине упрама парсассӑн, вӗсене унӑн килӗнчен вӑрласа тухсассӑн, эхер те вӑрри тупӑнсассӑн, вӑл икӗ хут ытларах тӳлетӗр; 8. вӑрри тупӑнмасассӑн, ҫурт хуҫи тӳресем умне пытӑр та: «ҫывӑх ҫыннӑн япалине аллӑмпа та тӗкӗнмерӗм» тесе [тупа тутӑр].
Тух 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Эхер те кам та пулин хӑйӗн выльӑхне ют хире ярса хире е иҫӗм ҫырли пахчине таптатса пӗтерсессӗн, [унти ҫимӗҫне кура хӑйӗн хирӗнчен тӳлетӗр; пӗтӗм хире таптатса тухас пулсассӑн,] хӑйӗн хирӗнчи чи лайӑх ҫимӗҫне, иҫӗм пахчинчи чи лайӑх ҫимӗҫне патӑр.
Тух 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Вӑкӑр арҫын чурана е хӗрарӑм чурана сӗксе вӗлерес пулсассӑн, вӗсен хуҫине вӑтӑр сикль кӗмӗл тӳлемелле, вӑкӑрне чулпа персе вӗлермелле.
Тух 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. [Иккӗн] вӑрҫнӑ чухне пӗр ҫынни тепӗрне чулпа е чышкӑпа ҫапас пулсассӑн, лешӗ вилмест, анчах унӑн вырӑнпа выртмалла пулсассӑн, 19. кайран ури ҫине тӑрса, килӗнчен туя ҫине тӗренсе туха пуҫласассӑн, [ӑна] ҫапаканни вилӗме тивӗҫлӗ пулмӗ; унӑн ӗнтӗ ҫыннин ӗҫӗ чарӑнса тӑнӑшӑн тата ӑна эмелленӗшӗн тӳлемелле.
Тух 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Кам та кам хӑйӗн ашшӗне е хӑйӗн амӑшне усал сӑмах калать, ӑна вӗлерме тытса памалла.17. Кто злословит отца своего, или свою мать, того должно предать смерти.
Тух 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Кам [Израиль ывӑлӗсен] ҫыннине вӑрласа, [ӑна чура туса] сутса ярать е ҫав ҫынни ун патӗнче тупӑнать, ӑна вӗлерме тытса памалла.
Тух 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Кам та кам хӑйӗн ашшӗне е хӑйӗн амӑшне ҫапать, ӑна вӗлерме тытса памалла.15. Кто ударит отца своего, или свою мать, того должно предать смерти.
Тух 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: ҫапла кала [Иаков килне, пӗлтер] Израиль ывӑлӗсене: эсир Эпӗ сире тӳперен епле каланине куртӑр; 23. Манӑн умӑмра кӗмӗл турӑсем е ылтӑн турӑсем ан тӑвӑр, хӑвӑр валли ан тӑвӑр: 24. Ман валли парне вырӑнӗ ҫӗртен ту, хӑвӑн пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнӳне, хӑвӑн канӑҫлӑх парнӳне, хӑвӑн сурӑхусене, вӑкӑрусене ҫавӑн ҫинче кӳр; Эпӗ Хамӑн ятӑма пуҫҫапма палӑртнӑ кирек мӗнле вырӑнта та Эпӗ сан патна пырӑп, сана пиллӗп; 25. эхер те Ман валли парне вырӑнӗ чултан тӑвас пулсассӑн, ӑна чутланӑ чулсенчен ан ту, мӗншӗн тесессӗн пурттуна вӗсем ҫине хурсассӑнах эсӗ вӗсене ирсӗрлетӗн; 26. Манӑн парне вырӑнӗ патне картлашкапа ан улӑх, ун умӗнче санӑн ҫарамасу ан уҫӑлтӑр.
Тух 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: халӑх патне кай та [каласа пар,] ӑна паян та, ыран та тасалӑх тивлечӗ кӳр; вӗсем хӑйсен тумтирне ҫуса тасатчӑр, 11. виҫҫӗмӗш куна хатӗр тӑччӑр: виҫҫӗмӗш кунне Ҫӳлхуҫа пӗтӗм халӑх куҫӗ умӗнче Синай тӑвӗ ҫине анӗ; 12. халӑха асӑрхаттарма ту тавра йӗр туса ҫаврӑн та кала: ту ҫине улӑхасран, ту аркине сӗртӗнесрен сыхланӑр, те; ту ҫумне сӗртӗнекене кирек кама та вӗлермелле; 13. ҫав ҫынна алӑ ан сӗртӗнтӗр, ӑна чулпа персе вӗлерччӗр е ухӑпа персе вӗлерччӗр; выльӑх-и вӑл, ҫын-и — чӗрӗ ан юлтӑр; вӑрӑммӑн кӑшкӑртнӑ трупа сасси илтӗнсессӗн, [пӗлӗт ту ҫинчен ҫӗкленсе кайсассӑн,] вӗсем ту ҫине улӑхма пултараҫҫӗ, тенӗ.
Тух 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Пӗрремӗш уйӑхӑн вунтӑваттӑмӗш кунӗн каҫӗнчен пуҫласа ҫав уйӑхӑн ҫирӗм пӗрремӗш кунӗн каҫӗччен тутлӑлла ҫӑкӑр ҫийӗр; 19. сирӗн килӗрсенче ҫичӗ кун йӳҫӗ чуста пулмалла мар, мӗншӗн тесессӗн кам йӳҫӗлле ҫӑкӑр ҫиет, ҫав чуна — вӑл ют ҫӗртен килнӗскер-и е ҫуралнӑранпах ҫав ҫӗрте пурӑнаканскер-и — Израиль [ывӑлӗсен] халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗҫ.
Тух 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Моисей каланӑ: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: ҫур ҫӗр тӗлӗнче Эпӗ Египет витӗр тухӑп, 5. вара Египет ҫӗрӗнчи малтан ҫуралнӑ пур ывӑл ача та — аслӑ пукан ҫинче ларакан фараонӑн малтанхи ывӑлӗнчен пуҫласа арман чулӗ ҫавӑракан хӑрхӑмӑн ывӑлӗ таранчченех — вилсе пӗтӗ, малтан ҫуралнӑ выльӑх-чӗрлӗх те вилсе пӗтӗ; 6. пӗтӗм Египет ҫӗрӗнче кӑшкӑрса-уласа йӗрӗҫ, ун пекки пулман, ун пекки урӑх пулас та ҫук; 7. Израиль ывӑлӗсем патӗнче вара йытӑ та чӗлхине хускатмӗ, ҫынна е выльӑха вӗрсе сасӑ памӗ, ҫакӑнтан эсир Ҫӳлхуҫа Израиль халӑхне Египет халӑхӗнчен мӗнле уйӑрса тӑнине курӑр, тет, тенӗ.
Тух 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫӳлхуҫа Моисейпе Аарона ҫапла тесе каланӑ: 9. эхер те фараон сире: [паллӑ е] хӑват кӑтартӑр теес пулсассӑн, эсӗ [хӑвӑн пиччӳне] Аарона кала: туюна ил те [ҫӗре] фараон умне [тата унӑн чурисем умне] пӑрах, те — вӑл ҫӗлен пулса тӑрӗ, тенӗ.
Тух 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Вӗсем [ӑна] каланӑ: еврейсен Турри чӗнчӗ пире; Ҫӳлхуҫана, хамӑр Туррӑмӑра, парне кӳмешкӗн пире пушхире виҫӗ кун каймалӑх ҫула яр, Вӑл пире суран чирпе е хӗҫпе пӗтерсе ан пӑрахтӑрччӗ, тенӗ.
Тух 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.