Шырав
Шырав ĕçĕ:
33. Вӑл мана каларӗ: ҫирӗппӗн тӑр, эпӗ сана ӑнлантарса парӑп, терӗ.
3 Езд 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эпӗ ҫак сӑмахсене калама чарӑнсассӑн, ман патӑма, малтанхи каҫсенчи пекех, ятарласа янӑ Ангел килчӗ, 2. каларӗ вӑл: Ездра, тӑр та эпӗ сана калама килнӗ сӑмаха итле, терӗ.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Вӑл мана ҫапла хуравласа каларӗ: уру ҫине тӑр та шавлӑ сасса итле, 14. ҫӗр чӗтренес пулсан та эсӗ тӑракан вырӑн хускалмӗ те.
3 Езд 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Апла тӑр та апат ларса ҫи — пире, кӗтӳҫӗ хӑйӗн кӗтӗвне пӑрахса хӑварнӑ пек, усал кашкӑрсен аллине пӑрахса ан хӑвар, терӗ.18. Итак встань и вкуси хлеба, и не оставляй нас, как пастырь своего стада, в руках лукавых волков.
3 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
47. Вӑл мана каларӗ: сылтӑм енне тӑр та, эпӗ сана ытарӑш пӗлтерӗшне ӑнлантарса парӑп, терӗ.47. Он сказал мне: стань на правую сторону, и я объясню тебе значение подобием.
3 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Вӑл патша ҫине пӑхса каланӑ: «ҫынсемпе хуҫаланма влаҫ пур тесе эсӗ, ҫӗрсе пӗтмеллискер, ху мӗн тӑвас тенине тӑватӑн; анчах пирӗн йӑха Турӑ пӑрахнӑ тесе ан шухӑшла. 17. Кӗтсех тӑр, эсӗ те Унӑн аслӑ вӑйне курӑн: Вӑл сана хӑвна та, санӑн вӑрлӑхна та хаса парӗ» тенӗ.
2 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Эй Сион хӗрӗ, хӗпӗртесе савӑн, эй Иерусалим хӗрӗ, хавасланса тӑр: акӑ сан патна хӑвӑн Патшу, тӳрӗскер, ҫӑлаканскер, йӑвашскер, ӗҫ ашакӗпе унӑн тихи ҫинче ларса килет.
Зах 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эй Израиль, хавасланса тӑр!
Соф 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Йывӑҫа: «тӑр!» теекене, чӗмсӗр чула: «вӑран!» теекене хуйхӑ ҫитӗ!19. Горе тому, кто говорит дереву: «встань!» и бессловесному камню: «пробудись!»
Авв 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫӳлхуҫа мана хуравласа каларӗ: хӑвна мӗн курӑннине ҫырса пыр та, вулакан ҫӑмӑлах вулама пултартӑр тесе, чул хӑма ҫине уҫӑмлӑн картса хур: 3. сана курӑнни ҫитес вӑхӑтра, палӑртнӑ вӑхӑтра, пулмалла, пӗтесси ҫинчен калать, улталамасть вӑл; ҫав вӑхӑт вӑраххӑн килес пулсассӑн та, ӑна кӗтсех тӑр: вӑл пурпӗрех пулать, пӑрахӑҫа тухмасть.
Авв 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эй, Ҫӳлхуҫа мӗн каланине итлӗр: тӑр, тусем умӗнче сутлаш, санӑн сассуна сӑртсем те илтчӗр!1. Слушайте, что говорит Господь: встань, судись перед горами, и холмы да слышат голос твой!
Мих 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Эй Сион хӗрӗ, тӑр та авӑн ҫап, Эпӗ сан мӑйракуна тимӗртен тӑвӑп, чӗрнӳне пӑхӑртан тӑвӑп, эсӗ вара халӑхсене нумайӑшне ҫӗмӗрсе тӑкӑн та вӗсен пухнӑ пурлӑхне, вӗсен пуянлӑхне пӗтӗм ҫӗрӗн Патшине, Ҫӳлхуҫана, парнелӗн.
Мих 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ионӑна Ҫӳлхуҫаран иккӗмӗш хут сӑмах пулнӑ: 2. тӑр та Ниневие, аслӑ хулана, кай, Эпӗ сана мӗн калама хушнине ҫавӑнта вӗрентсе ҫӳре, тенӗ.
Иона 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ун патне карап пуҫлӑхӗ пынӑ та каланӑ: эсӗ мӗн ҫывӑрса выртатӑн? тӑр, хӑвӑн Турруна тархасла; тен, Турӑ пире аса илӗ те, вара пӗтмӗпӗр эпир, тенӗ.
Иона 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ионӑна, Амафия ывӑлне, Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ: 2. тӑр та Ниневие, аслӑ хулана, кай, унта вӗрентсе кала, мӗншӗн тесессӗн унӑн усал ӗҫӗсем Ман патӑма ҫитрӗҫ, тенӗ Ҫӳлхуҫа.
Иона 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Эсӗ те хӑвӑн Турру енне ҫаврӑн; хӗрхенекен кӑмӑллӑ, тӳрӗлӗхлӗ пул, яланах хӑвӑн Турруна шанса тӑр.6. Обратись и ты к Богу твоему; наблюдай милость и суд и уповай на Бога твоего всегда.
Ос 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Уру ҫине тӑр, мӗншӗн тесессӗн паян мана сан патна янӑ, терӗ.
Дан 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Магог ҫӗрӗнчи Гог — Рош, Мешех тата Фувал ҫулпуҫӗ — енне ҫаврӑнса тӑр та ӑна малашне мӗн пулассине пӗлтер, 3. кала ӑна: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: акӑ Эпӗ — сана хирӗҫ, Гог — Рош, Мешех тата Фувал ҫулпуҫӗ!
Иез 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Сеир тӑвӗ енне ҫаврӑнса тӑр та ӑна малашне мӗн пулассине пӗлтер, 3. кала ӑна: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: акӑ Эпӗ — сана хирӗҫ, Сеир тӑвӗ! сан ҫине аллӑма тӑсӑп та — сана этем пурӑнмалла мар пушхир тӑвӑп.
Иез 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Вуннӑмӗш ҫулта, вуннӑмӗш уйӑхра, уйӑхӑн вуниккӗмӗш кунӗнче, мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ: 2. этем ывӑлӗ! фараон, Египет патши, енне ҫаврӑнса тӑр та ӑна тата пӗтӗм Египета малашне мӗн пулассине пӗлтер.
Иез 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.