Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пырса (тĕпĕ: пыр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Аялта калаҫакансен сассисем хӑлхине уҫҫӑнах пырса кӗчӗҫ.

До слуха ясно донеслись голоса разговаривающих внизу.

Хурлӑхлӑ юрӑ // Николай Сунай. «Тӑван Атӑл», 2016, 9№

Ку ыйту, паллах, кашни куракана хӑйне тӳрремӗн пырса ҫапать.

Куҫарса пулӑш

Ку кулӑшла тӗлӗкрен вӑран та… // Римма ПРОКОПЬЕВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Ҫапах та хаҫатра ӗҫлекенсене премьерӑна пырса курма чӗнекен йыхрав хутӗнче «Ыйхӑ ҫухатнисем» тесех палӑртнӑ…

Куҫарса пулӑш

Ку кулӑшла тӗлӗкрен вӑран та… // Римма ПРОКОПЬЕВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

ПК комитечӗн председателӗ Петр Краснов хайхи воспитательсене пырса тивекен ҫӗнӗлӗхсемпе паллаштарнӑ май ҫак ӗҫе кӳлӗнекенсен тивӗҫлӗ программа пулмалли ҫинчен каларӗ, ҫавӑн пекех воспитатель пулма пултарайман ҫынсен категорийӗсене ҫирӗплетнӗ-мӗн.

Куҫарса пулӑш

Депутат мандатӗнчен пуҫласа Шупашкар шыв управӗ таран // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Микроҫырав пурне те пырса тивмест: Раҫҫейре 1985 тата 1994 ҫулсенчи тӗпчевсенче пӗр вырӑнта ялан пурӑнакан халӑхӑн 5 проценчӗ хуравланӑ, кӑҫал - 1,7, ҫав шутра Чӑваш Енре - 1,9. Урӑхла каласан пирӗн республикӑра 24 пин ҫыннӑн хӑйсем ҫинчен пӗлтерме тивет.

Куҫарса пулӑш

«Манӑн килӗм - манӑн ҫӗршывӑм» // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Ҫапах та унашкаллисен пӗтӗмлетӗвӗ кӗске тапхӑртах кивелет, уйрӑмах ҫамрӑксене пырса тивекеннисем.

Куҫарса пулӑш

«Манӑн килӗм - манӑн ҫӗршывӑм» // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Упӑшки ӑна канӑҫ паман, килне пырса кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

Кинӗпе тата ывӑлӗпе хутшӑнасшӑн мар // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №

Пичче кайран авланчӗ, инке хура мунчана, йышлӑ ҫемьене пырса кӗме хӑрамарӗ.

Куҫарса пулӑш

Кинӗпе тата ывӑлӗпе хутшӑнасшӑн мар // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №

Канмалли кунсенче те чунӗ чӑтмасть, ҫывӑхра пурӑннӑран шӑматкун та, вырсарникун та шанса панӑ территорие пырса тӗрӗслет.

Куҫарса пулӑш

Уншӑн ӗҫ - сывлӑх // Ирина НИКИТИНА. «Хресчен сасси», 38(2625)№, 2016.09.29

Сывлӑш пырса тӑракан тата сывлӑш туртакан мӑрье пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Тимлӗ хатӗрлесен тӗрӗс-тӗкел хӗл каҫӗ // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.09.29, 38№

Уголовлӑ ӗҫ материалӗсенчен ҫакӑ паллӑ: утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ирех каччӑ асламӑшӗн килне пырса кӗнӗ, ӑна пусмӑрланӑ.

Куҫарса пулӑш

Пусмӑрҫа тарма паман // К.АНТИПОВ . «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Шухӑшласа пӑхӑр-ха: Пугачев ҫарне Оренбург патӗнче ҫапса хуҫнӑ — вӑл темиҫе ҫӗр ҫухрӑм каять те Хусан патне 30 пинлӗ ҫарпа ҫитет, унта аркатнӑ хыҫҫӑн Ҫӗрпӳ тӗлне 20 пинлӗ ҫарпа пырса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Шурӑ акӑш — ҫӗнтерӳ хӑвачӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Санӑн хӑвӑн ӗҫе тумалла, вӑл вара ура айне пырса выртать.

Ты крутишься, работаешь, а он обязательно к моим ногам приляжет.

«Кӗркунне ҫынна хӑйпе хӑй пулма май парать» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Пассажирсене илсе ҫӳрессипе ҫыхӑннӑ ыйтусем кашнинех пырса тивеҫҫӗ.

Вопросы связанные с перевозкой пассажиров касаются каждого.

Суйлав йӗркеллӗ ирттӗр // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Сӑмах май, ку указ ҫамрӑк специалистсене ҫеҫ мар, 50 ҫула ҫитмен медицина ӗҫченӗсене те пырса тивет.

Куҫарса пулӑш

Ялсенче кадр ыйтӑвӗ ҫав-ҫавах ҫивӗч // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Ҫул-йӗр инкекӗсем чылай чухне хӑвӑртлӑха кирлинчен ытларах ӳстернипе, ҫуран ҫынсем ҫине кӗрсе кайнипе, транспорт хатӗрне тытса пыма ирӗк паракан удостоверени ҫук ҫын руль умне ларнипе, хирӗҫ килекен автомашина полоси ҫине тухса кайса унпа пырса ҫапӑннипе ҫыхӑннӑ-мӗн.

Дорожные аварии, оказывается, в большинстве случаев связаны из-за превышения скорости, наезда на пешеходов, по вине лиц, севших за руль не имея водительского удостоверения, и водителей, выезжающих на встречную полосу автомашин и врезающихся на них.

Ҫула тухсан тимлӗхе ӳстермелле // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.13

Малаллахи ӗҫ пуҫ вара, Олег ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ҫапларах аталаннӑ: умне пырса тӑнӑ амӑшне вӑл пӗрре тӗксех урайне йӑвантарать.

Куҫарса пулӑш

Амӑшӗ картари ӗнишӗн чунне панӑ, ывӑлӗ пӗр пулӑштухла сутнӑ... // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2009.06.11

Ҫавӑн пекех пирӗн тӗп задачӑсенчен пӗри халӑха физкультурӑпа спорта ытларах явӑҫтарса вӗсен ку тӗлӗшри активлӑхне ӳстерсе пырса пурлӑхпа техника базине аталантарасси, спортра пысӑк ӳсӗмсем тума резерв хатӗрлесси пулса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Физкультурӑпа спорт ӗҫне - пурнӑҫ ыйтнӑ шая // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2002.08.13

Атте каларӗ: «Мӗнле йывӑр пулсан та хӗл каҫа пӗрер-икшер михӗ паранкӑ илсе пырса парӑп. Вӗренес пулать, ывӑлӑм, вӗренмесӗр пурнӑҫра япӑх. Хам та вӗренеймерӗм те, ҫӑмӑлах пулмарӗ мана...»

Отец сказал: "Как бы трудно не пришлось, за зиму привезу один-два мешка картошки. Надо учиться, сынок, без учебы в жизни худо. И сам не мог учиться, не легко было мне..."

Асран кайми Юрий Скворцов // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2006.01.18

Эпӗ туй юрри юрласа пырса кӗнӗ имӗш ҫӗнӗ яла, ҫавна аса илсе кулатчӗҫ манран Хурӑнкассисем.

Я как будто бы в новую деревню въехал напевая свадебную песню, хуронкассинцы вспоминая это смеялись надо мной.

Асран кайми Юрий Скворцов // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2006.01.18

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех