Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗренсе (тĕпĕ: вӗрен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗренсе тухсан мана ҫавах вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентме ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Хамӑра сӳрӗкленме памалла мар» // Геннадий Дегтярев. «Хыпар», 2009.03.28, 58-59№№, 14 стр.

— Анне медсестрана вӗренсе тухнӑ пулин те кунӗ-кунӗпе колхоз ӗҫӗнче пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Хамӑра сӳрӗкленме памалла мар» // Геннадий Дегтярев. «Хыпар», 2009.03.28, 58-59№№, 14 стр.

— Ун чухне виҫҫӗмӗш класран вӗренсе тухнӑччӗ.

- Тогда закончил третий класс.

Урхамах туянса парсан-и? // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016,04,07

2012 ҫулта тухнӑ Указпа килӗшӳллӗн Чӑваш Енри шкулсенчен вӗренсе тухакан, патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗнче математикӑпа тата физикӑпа 75 е унтан та ытларах балл пухнӑ, республикӑри професси пӗлӗвӗ паракан учреждение вӗренме кӗнӗ ҫамрӑксене хушма стипенди параҫҫӗ.

В 2012 году принят Указ, предусматривающий дополнительные стипендии выпускникам школ Чувашии, набравшим на едином государственном экзамене по физике и математике 75 и более баллов и поступившим в учреждения профессионального образования республики.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

Пасар ҫынни курттӑммӑн суту-илӳ тума вӗренсе ҫитнӗ ҫав.

Куҫарса пулӑш

Мӗн пур ӗҫе пӑрахса майра шырамалла! // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. Ҫамрӑксен хаҫачӗ

Строитель профессине кайран, служба хыҫҫӑн, аслӑ шкулсенче вӗренсе илнисем нумай пулнине пӗлетпӗр.

Куҫарса пулӑш

Сулахай флангра. Самана сатурӗсем // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 9.04.2011

«Икӗ тус» калавра, сӑмахран, тин ҫеҫ институтран вӗренсе тухнӑ Коля Андреевпа Григорий Моргунова ытларах больница палатинче, кулленлӗхре кӑтартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8

Преступниксем пластик карточкӑсем ҫинчи укҫана парольсӗрех вӑрлама та вӗренсе ҫитнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ултавҫӑсем татах улталаҫҫӗ // А.АХМЕЕВ. «Каҫал Ен», 09.06.17

Сутӑҫсен тинкине илме пуҫланӑ — ытла та харсӑр хӑтланма тытӑннӑ, тӑр кӑнтӑрлах вӑрлама вӗренсе кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрӑн пуҫри ҫӗлӗкӗ ҫунать // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/3120-%D0%92% ... D1%8C.html

Ял пуҫлӑхне е аслӑ пӗлӳллӗ чӑваш филфакӗнчен аран-аран вӗренсе тухнӑ культур-мультур деятӗлне, — Фейсбукра хӑйӗн шухӑшне Иосиф Трер пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗрлеври ял уявне мӗншӗн чӑвашла илемлетмен? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/3122-%D0%9A% ... B%D0%B5%D1

Механизатора вӗренсе тухнӑ, вырӑнти хуҫалӑхра вӑй хума тытӑннӑ.

Выучился на механизатора, стал трудиться в местном хозяйстве.

Ҫамрӑк, пултаруллӑ // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 5(2643)№, 2017.02.09

Ачаранах ӗҫре пиҫӗхсе ӳснӗ Яков шкултан вӗренсе тухсан та ытти яш-кӗрӗм пек хулана тухса кайма васкаман.

Яков, с малых лет приученный к работе, после школы, в отличие от многих других молодых людей, в город уходить не спешил.

Ҫамрӑк, пултаруллӑ // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 5(2643)№, 2017.02.09

Шкултан вӗренсе тухсан медицина енӗпе каяс ӗмӗт пур.

После окончания школы есть мечта пойти по линии медицины.

Шкул ятне ҫӳлте тытаканскер // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.09.29, 38№

Нумайӑшӗ ҫут ҫанталӑк газӗпе усӑ курма вӗренсе ҫитнӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Уншӑн ӗҫ - сывлӑх // Ирина НИКИТИНА. «Хресчен сасси», 38(2625)№, 2016.09.29

Ҫак пултарулӑха ашшӗнчен Константин Игнатьевичран вӗренсе юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Пирӗнтен пуян ҫын ҫук» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

«Акӑ, курӑр кукамун Мухтав хутне. Ӑна чиркӳпе прихут шкулне питӗ лайӑх вӗренсе пӗтернӗшӗн панӑ. Унран, пирӗнтен тӗслӗх илӗр», — тенӗ ачисене ӑс парса амӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

Йӗппи ӑҫта — ҫиппи ҫавӑнта // Зинаида СОЛОВЬЕВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Вӗсенчен вӗренсе, ӑсталӑха ӳстерсе пытӑм.

Куҫарса пулӑш

«Техникӑна мӑшӑра юратнӑ пек юратмалла» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

— Техникумран вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Шупашкарти троллейбус управленине ӗҫе вырнаҫрӑм.

Куҫарса пулӑш

«Техникӑна мӑшӑра юратнӑ пек юратмалла» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Ҫын искусствӑлла талккӑшра пурӑнма вӗренсе каять те ҫут ҫанталӑкран уйрӑлать.

Человек привыкает к искусственному окружению и уходит от природы.

«Кӗркунне ҫынна хӑйпе хӑй пулма май парать» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

1975 ҫулта И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ.

В 1975 году закончил Чувашский государственный университет имени И.Н.Ульянова.

«Кӗркунне ҫынна хӑйпе хӑй пулма май парать» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех