Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗренсе (тĕпĕ: вӗрен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Николай Михайлович, Петьӑн ашшӗ, Сӗнтӗрвӑрринче (Чӑваш Ен) лесника вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн мӗн ҫӗре кӗричченех вӑрманҫӑ пулса ӗҫленӗ.

Николай Михайлович, отец Пети, после окончания лесника в Мариинско-Посадске (Чувашская Республика) до своей смерти работал лесником.

Ҫӑвать те, пӗҫерет те // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Бокс, кӗрешӳ вӑййисемпе те вӗсем хӑйсем тӗллӗнех, кӗнекесем тупса ӳкерчӗксем тӑрӑх, аслисем кӗрешнине курса мелсене вӗренсе алла илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ырӑ кӑмӑллӑ, тӗслӗхлӗ юлташ // Виталий ВАСИЛЬЕВ. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Виталий Унькин туса панӑ хоккей шлемӗпе Виталий вратарь хапхине питӗ лайӑх сыхлама вӗренсе ҫитнӗ, сайра хутра кӑна ун хапхинчен шайбӑна туртса кӑларнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ырӑ кӑмӑллӑ, тӗслӗхлӗ юлташ // Виталий ВАСИЛЬЕВ. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Пичче вӑрҫӑчченех медицина институтӗнчен вӗренсе тухнӑ, фашистсем пирӗн Тӑван ҫӗршыв ҫине тапӑннӑ кун тӗлне чаплӑ хирург пулнӑ ӗнтӗ вӑл, Ленинградра пурӑннӑ.

Дядя до войны выучился в медицинском институте, к тому дню, когда фашисты напали на нашу Родину, был хорошим хирургом, жил в Ленинграде.

Тамӑкран хӑтӑлнӑ // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11

«Тӑхӑрьял тӑхӑмӗ» кружока ҫӳрекен ачасем хӑйсенчен аслӑраххисенчен вӗренсе пыни, ырӑ ӗҫсем тума васкани, вӗсен Михаил Петрович пек ертӳҫӗ пулни те питӗ савӑнтарать.

Куҫарса пулӑш

Несӗлсен шӑнӑрӗ татӑлмӗ // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11

Кашниех «Вожатӑй ӑсталӑхӗн шкулӗнче» вӗренсе сертификат илнӗ.

Каждый обучившись "В школе вожатского мастерства" получил сертификат.

Вӑхӑта кӑсӑклӑ ирттереҫҫӗ, сывлӑха тӗреклетеҫҫӗ // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнчен вӗренсе тухнӑскер ҫак шкула 20 ҫул каялла ӗҫлеме вырнаҫнӑ та — ҫитӗнекен ӑрӑва ӳнер тӗнчипе ҫывӑхлатма чунтанах тӑрӑшать.

Окончившая Чувашский государственный педагогический университет, 20 лет тому назад устроившаяся на работу в эту школу - от души старается приобщить подрастающее поколение к искусству.

Вӑхӑта кӑсӑклӑ ирттереҫҫӗ, сывлӑха тӗреклетеҫҫӗ // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

Ҫуллен ял-хула шкулӗсенче аслӑ класран вӗренсе тухакансен йышӗ сахалланнӑран вӗренме кӗрекенсен хушшинче конкурс пӗчӗк шайра е пачах та ҫук.

Куҫарса пулӑш

Кадрсен ҫитменлӗхӗ ура ан хутӑр // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

Мероприятие кирлӗ пек йӗркелеме пултарни ПР Чӑваш культура обществи хӑвӑрт та тухӑҫлӑ ӗҫлеме вӗренсе ҫитнипе те ҫыхӑннӑ.

Умение Общества чувашской культуры РБ организовать мероприятие на должном уровне связано с навыками работать быстро и результативно.

«Салам» чӑвашсене пуҫтарчӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Урал сасси», 2016.06.22

Тутаркасси вӑтам шкулӗнчен вӗренсе тухнӑранпа 35 ҫул ҫитрӗ.

35 лет прошло с тех пор, как я окончил Атлашевску среднюю школу.

Вӑтӑр пилӗк ҫул иртсен // Валентина ИЛЬИНА. «Тӑван Ен», 47-48№, 2016.06.23-30

Ҫамрӑксен хӑйсен те аслисенчен вӗренсе юлмалла.

Молодежь и сама должна учится у старших.

Ҫимӗк — эрех ӗҫмелли сӑлтав-им? // Софья Савнеш. http://chuvash.org/blogs/comments/2789.html

Кӗҫӗн хӗрӗн ывӑлӗ 8-мӗш класран вӗренсе тухрӗ.

Сын младшей дочки окончил 8 класс.

Иван Николаев - Тӑван ҫӗршывӑн мухтавлӑ ывӑлӗ // Елена Светлая. «Хыпар», 2016.06.21, 96№

Вӗсем электроникӑпа математика институтӗнчен вӗренсе тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Иван Николаев - Тӑван ҫӗршывӑн мухтавлӑ ывӑлӗ // Елена Светлая. «Хыпар», 2016.06.21, 96№

Пичче шкултан вӗренсе тухнӑ ӗнтӗ.

Брат уже закончил школу.

Нуша ӗҫе хӑнӑхтарнӑ // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Ачасем пур-пӗр хӗрлӗ дипломпа вӗренсе тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗччен хӗрарӑм патне упӑшкуна ан яр ӗҫлеме // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Каярах туссем: «Ятарласа вӗренсе килтӗн-им?» — тесе тӗпчерӗҫ.

"Ты, что, специально учил?" - удивлялись потом друзья.

Праски кинеми пиллесе авлантарнӑ // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Данила 9-мӗш класс вӗренсе пӗтерчӗ.

Данила закончила 9 класс.

Праски кинеми пиллесе авлантарнӑ // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Пӗррехинче хама килӗшнӗ хӗре тытса чартӑм та: «Эсӗ шкултан вӗренсе тухнӑ-и?» — шӑхвӑртса ыйтрӑм.

Однажды остановил девушку, которая мне приглянулся, и спросил с иронией: "Ты закончила школу?"

Праски кинеми пиллесе авлантарнӑ // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Хуняма иккӗмӗш аслӑ пӗлӳ илчӗ, педуниверситетран вӗренсе тухрӗ, Йӳҫкассинчи садик ертӳҫинче чылай ҫул ӗҫлерӗ.

Теща получила второе высшее образование, окончила педуниверситет, много лет проработала заведующим Юскассинского детского сада.

Праски кинеми пиллесе авлантарнӑ // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Мускаври Щепкин ячӗллӗ театр училищинчен вӗренсе тухсанах Чӑваш патшалӑх академи драма театрне вырнаҫрӑм.

Закончив театральное училище имени Щепкина в Москве, я устроился в Чувашский государственный академический театр.

Праски кинеми пиллесе авлантарнӑ // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех