Шырав
Шырав ĕçĕ:
Павел халӗ унран ҫур пуҫ ҫӳллӗрех.
Улттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Губисполком председателӗ пулемёт ларакан ҫӳллӗрех вырӑна хӑпарса тӑчӗ те, аллисене ҫӗклесе, сӑмах калама тытӑнчӗ:Председатель губисполкома стал на площадку учебного пулемета и, подняв руку, произнес:
Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Ун пек чухне Аргентинӑра ҫӗнӗрен ӳстернӗ ӑрусем аван, вӗсем ытти вырӑнсенчи мулсенчен нумай енчен ҫӳллӗрех тараҫҫӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Акӑ чаршав ҫӗкленчӗ те сцена ҫинчи ҫӳллӗрех вырӑна тин ҫеҫ уездран килнӗ уком секретарӗ Разин юлташ хӑпарса тӑчӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Эпӗ каярахпа ӳссен санран ҫӳллӗрех пулатӑп вӗт.
Ҫиччӗмӗш курӑну // Арсений Тарасов. Килти архив
Вӑл пуринчен те хӑвӑртрах чупать, никамран та ҫӳллӗрех сикет, шӑчӑ ҫумне сырӑннӑ вунӑ ачана ним мар ҫӗклет, вӑлах чи пултаруллӑ кӗрешӳҫӗ, чи ҫивӗч куҫлӑ ухӑҫӑ.
Юрӑпи // Галина Матвеева. Суслин, Д. Ю. Юрӑпи: этнографи юмахӗ: [кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли] / Дмитрий Суслин. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2014. — 64 с.
Чи малтан ачасем ӑмӑртма тытӑнаҫҫӗ: кам хӑвӑртрах чупать, ҫӳллӗрех сикет, лайӑхрах кӗрешет?Сначала, как полагается, соревнуется детвора, кто быстрее бегает, выше прыгает, крепко борется.
Юрӑпи // Галина Матвеева. Суслин, Д. Ю. Юрӑпи: этнографи юмахӗ: [кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли] / Дмитрий Суслин. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2014. — 64 с.
Вӗсем хӑйсенчен ҫӳллӗрех, тӗм хура ҫӳҫлӗ, тӗксӗмтерех питлӗ, чӑлт шурӑ костюм тӑхӑннӑ арҫынпа хӗрсех калаҫатчӗҫ.
Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Сӑн-пуҫран, ӳт-пӳрен вӗсем ҫапах та пӗр пек пулман, иккӗшӗ те каччӑн йӑрӑс илемӗпе палӑрнӑ пулин те, Фабий пӗвӗпе ҫӳллӗрех, сӑнӗпе ҫуткамрах, сарӑ ҫӳҫлӗ, кӑн-кӑвак куҫлӑ пулнӑ; Муций, пачах урӑхла — тӗксӗмрех сӑнлӑ, хура ҫӳҫлӗ; унӑн хӑмӑр куҫӗнче те, тутинче те Фабинни евӗр ӑшӑ кулӑ ялкӑшман; унӑн ҫӑра куҫ харшийӗсем хӗсӗк хупанкисем ҫинелле усӑнса тӑнӑ — Фабин ылтӑн куҫ харшийӗсем вара таса та тикӗс ҫамки ҫинелле ҫурма ҫаврашкаланса хӑпарнӑ.
I // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 64–83 с.
Каҫӗ ӗнерхи пекех лӑпкӑ, анчах тӳпере пӗлӗтсем сахалтарах — тӗмесем, ҫӳллӗрех чечексен мӗлкисем лайӑхах палӑраҫҫӗ.
XVII // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Эпӗ Зинаида ҫине пӑхса илтӗм — ҫак самантра вӑл мана пирӗнтен пуринчен те ҫӳллӗрех пек курӑнчӗ, унӑн шурӑ ҫамкинче, хускалман куҫ харшисенче ӑс та ирӗк ҫиҫсе тӑрать, ҫавӑнпа эпӗ: «Эсӗ ху вӑл королева» тесе шухӑшларӑм.
XVI // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Вӑл кайри урисем ҫине тӑрсан, София ашшӗнчен, самаях пысӑк та мӑнтӑр ҫынран та ҫӳллӗрех пулӗ, анчах та вӑл, путсӗр, кайри урисем ҫине тӑма пултараймасть.
Ухмаха ернӗ ҫын ҫырса пынисем // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 75–95 с.
Кунта эсир пӗртен-пӗр кӑмӑллӑ, ҫырса памалла мар илемлӗ кулӑпа кулнине курма пултаратӑр; кун пек кулма пӗлес те ҫук, тепӗр чух киленнипе ирӗлсе кайӑр, тепӗр чух хӑвӑра чи начар ҫын пек туйса пуҫна пӗкӗр, тепӗр чух хӑвӑра Адмиралтейски шпильтен те ҫӳллӗрех пек туйӑр.
Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Ку ӳкерчӗке йӑмӑкӑмран пӗр шит ҫӳллӗрех калама ҫук ӑслӑ ача ӳкернӗ.Эту картинку нарисовал один несказанно умный мальчик, который всего на ладонь выше моей сестрёнки.
Самӑр хурт // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 73–78 с.
Кунта, тип ҫырман хӗвел енчи тайлӑмӗнче, ҫамрӑк курӑк ҫӳллӗрех те ҫӑрарах ашкӑрса ӳснӗ.Молодая трава здесь, на подсолнечной стороне лога, была выше и гуще.
XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Сан е сӗвек ҫӗрте, е вӑрӑмрах урупа шӑтӑкра, тепринпе ҫӳллӗрех вырӑнта тӑрса ташлас пулать.
XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ҫыран хӗрринчи ҫӳллӗрех вырӑнсене вырнаҫса тӑнӑ казаксем, хӗрлисене кӑнтӑрла ҫыран патнелле куҫма памасӑр, вӗсен Дон хӗрринелле тухакан ҫулсем ҫинче кӗпӗрленнӗ ушкӑнӗсем ҫинелле вут-хӗм тӑкса тӑчӗҫ; анчах ку участокри сотньӑсенче ҫапӑҫма юрӑхлӑ мар казаксем (стариксемпе вунҫиччӗрен пуҫласа вунтӑхӑр ҫула ҫитичченхи ҫамрӑксем) пулнӑ пирки, вӗсем хӑйсем те, хӗрлисене хӗссе пырса, сулахай ҫыран тӑрӑх наступлени туса каясшӑн тӑрӑшмарӗҫ, ҫавӑнпа Дон урлӑ каҫасшӑн та тимлемерӗҫ.
XXIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Кунтан тепӗр ҫӳллӗрех яруса ҫитме пӗр ҫӳллӗ стена урлӑ сиксе каҫмаллаччӗ.Чтобы попасть в следующий ярус, нужно было перескочить высокую стену.
VII. Ӑнӑҫсӑр ӗҫ // С. Алексеев. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.
Григорирен те ҫӳллӗрех, тӑлпан хул-ҫурӑмлӑ, вӑйлӑ та пулмалла.
XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вӗсем хула ҫывӑхнех ҫитнӗ, ҫӳллӗрех вырӑнта чарӑннӑ.Подъехали они почти к самому городу, остановились на бугорочке.
Умра тата хыҫра // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.